Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Танӑш

Танӑш (вырӑсла Таныши) — Чӑваш Республикинчи Красноармейски округӗнчи ял. Кӗҫӗн Шетмӗ ял тӑрӑхне кӗрет.

Географи

Ял Кӗҫӗн Шетмӗ шывӗн сулахай ҫыранӗ ҫинче вырнаҫнӑ. Республикӑн тӗп хулине Шупашкара ҫитме — 56 километр, район центрне Красноармейски ялне — 7 километр, чи ҫывӑхри чукун ҫул станцине — 23 километр.

Ял ҫумӗнче пӗве пур. «Нива» ял хуҫалӑх производство кооперативӗ (СХПК) ун шывӗпе ҫӗрсене шӑварма усӑ курать.

Истори

Ял XVIII ӗмӗртенпех паллӑ. Документсенче «Степная Янгильдина», «Малая Шатма», «Первая Янгильдина», «Танаши» ятсемпе асӑннӑ. Ял ячӗ чӑваш чӗлхинчи «танӑш» (ҫулташ, тантӑш) сӑмахран пулнӑ.

Ял ҫыннисем 1724 ҫулччен ясак тӳлекен хресченсем, 1866 ҫулччен патшалӑх хресченӗсем шутланнӑ. Вӗсем ҫӗр ӗҫӗпе тата выльӑх ӗрчетес ӗҫпе пурӑннӑ.

XVIII ӗмӗртен пуҫласа 1922 ҫулччен ял Шупашкар уесӗн Кӗнер вулӑсне тата Етӗрне уесӗн Упи вулӑсне кӗнӗ. 1922–1927 ҫулсенче Ҫӗрпӳ уесӗн, 1927–1935 ҫулсенче Ҫӗрпӳ районӗн, 1935–1940 ҫулсенче Трак районӗн, 1940–1962 ҫулсенче тата 1965 ҫултанпа Красноармейски районӗн йышӗнче пулнӑ.

1931 ҫулта ялта «Хӗрлӗ сухаҫӑ» колхоз йӗркеленнӗ.

Халӑхӗ

2010 ҫулхи халӑх ҫыравӗн даннӑйӗсем тӑрӑх, ялта 112 ҫын пурӑннӑ. Каярахри даннӑйсем тӑрӑх, 2012 ҫулта халӑх шучӗ 145 ҫынна яхӑн пулнӑ. Пурӑнакансенчен нумайӑшӗ — чӑвашсем.

Халӑх шучӗ ҫулсем тӑрӑх улшӑнни:

  • 1795 — 296 арҫын, 330 хӗрарӑм (уйрӑлса кайнӑ ялсемпе пӗрле);
  • 1858 — 65 арҫын, 68 хӗрарӑм;
  • 1906 — 54 кил, 138 арҫын, 136 хӗрарӑм;
  • 1926 — 75 кил, 158 арҫын, 186 хӗрарӑм;
  • 1939 — 180 арҫын, 203 хӗрарӑм;
  • 1979 — 95 арҫын, 134 хӗрарӑм;
  • 2002 — 55 кил, 133 ҫын;
  • 2010 — 44 кил хуҫалӑхӗ, 112 ҫын.

Паллӑ ҫынсем

  • Юрий Семёнович Сементер (1941 ҫулта ҫуралнӑ) — чӑваш поэчӗ, куҫаруҫӑ, Чӑваш халӑх поэчӗ. Танӑш ялӗнче ҫуралнӑ.
  • Матвеев Евгений Алексеевич (1962–2014) — производство йӗркелӳҫи, экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ промышленность ӗҫченӗ. Танӑш ялӗнче ҫуралнӑ.
  • Николаев Георгий Николаевич (1931 ҫулта ҫуралнӑ) — текстиль художникӗ, СССР Художникӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ. Танӑш ялӗнче ҫуралнӑ.

Инфраструктура

Ялта пӗр урам ҫеҫ — Тӗп урам. Танӑш ялӗн ҫыннисем усӑ куракан почта уйрӑмӗ Кӗҫӗн Шетмӗ ялӗнче вырнаҫнӑ.

Экономика

Экономикӑн никӗсӗ — ял хуҫалӑх производстви. Ял ҫумӗнчи ҫӗрсемпе «Нива» ЯХПК ӗҫлет.


 
Категорисем: Танӑш
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

irinuk87 тӳрлетнӗ, информацие 2026-10-20 18:24:21 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 10 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем