Суслонова Нина Владимировна — политик. 1960 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗнче Иркутск облаҫӗнчи Мамакан поселокӗнче ҫуралнӑ.
2002 ҫулта Н.В.Суслоновӑна «Сывлӑх сыхлавӗн отличникӗ» паллӑпа наградӑланӑ. 2005 ҫулта «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ врачӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. 2010 ҫулта «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чысланӑ.
Ашшӗ-амӑшӗ ҫемйипе Шупашкар ГЭСне тума Ҫӗнӗ Шупашкара куҫса килнӗ. Хулари 5-мӗш вӑтам шкул хыҫҫӑн Нина Владимировна И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультетӗнче пӗлӳ пухнӑ, 1984 ҫулта «Сиплев ӗҫӗ» специальноҫа алла илнӗ. Диплом илсенех ӑна аспирантурӑна йышӑннӑ, 1994 ҫулта кандидат диссертацине ӑнӑҫлӑ хӳтӗленӗ. Тепӗр икӗ ҫултан Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ ҫумӗнчи Раҫҫей Патшалӑх службин академийӗнче вӗренсе «Юриспруденци» специальноҫпа пӗлӳ илнӗ.
Нина Владимировна ӗҫ биографине Тюмень облаҫӗнчи Нефтеюганск хулинчи «Юганскнефтегаз» производство пӗрлешӗвӗн медсанчаҫӗнче пуҫланӑ, ун хыҫҫӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти хула больницин хӗрарӑм консультацийӗн акушер-гинекологӗнче ӗҫленӗ.
Н.В.Суслонова 1984 ҫултанпа 1996 ҫулччен сиплекен тухтӑртан пуҫласа сывлӑх сыхлавӗн министрӗн пулӑшуҫи тата Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлавӗн министерствин управлени пуҫлӑхӗ таран ӳснӗ. Тӑватӑ ҫул Чӑваш Республикин медицинӑн обязательнӑй страхованийӗн фондне, 2000 ҫулхи нарӑсран Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлавӗн министерствине ертсе пынӑ.
2005 ҫултанпа — Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлавӗпе социаллӑ аталану министрӗ, 2007 ҫулхи кӑрлачран — Министрсен Кабинечӗн Председатель ҫумӗ — сывлӑх сыхлавӗпе социаллӑ аталану министрӗ.
Чӑваш Республикин Президенчӗн Н.Федоровӑн 2010 ҫулхи акан 2-мӗшӗнчи 34-мӗш Хушӑвӗпе Н.В.Суслоновӑна Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама ҫирӗплетнӗ.