Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Никулино

Никулино (выр. Никулино) — Чӑваш Республикинчи Пӑрачкав районӗнчи ял. Никулино ял тӑрӑхӗн администраци тӗпӗ шутланать.

Географийӗ

Ял Чӑваш Енӗн кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ пайӗнче вырнаҫнӑ. Республикӑн тӗп хулине Шупашкара ҫити 180 км, район центрне Пӑрачкава ҫити 16–20 км, чи ҫывӑх чукун ҫул станцине ҫити 65 км.

Историйӗ

Ял Раҫҫей империйӗнче пӗтӗм ҫӗрсене виҫсе уйӑрнӑ хыҫҫӑн пуҫланса кайнӑ. Архиври хутсем тӑрах, 1849 ҫулта Курмӑш уесӗн ҫӗр уйӑраканӗ Давлеткильдеев кнеҫ пулӑшнипе Никулинӑри ҫӗре коллеж секретарӗн Николай Васильевич Ульянинӑн ачисемпе вӑрттӑн канашҫӑн Прасковья Ивановна Мятлева хушшинче пайлас килӗшӳ тунӑ. Ҫӗре уйӑрнӑ хыҫҫӑн Ульянин хресченӗсем пурӑнакан пай Мятлевӑна куҫмалла пулнӑ. Ун вырӑнне вӑл ҫӗнӗ ял валли Малая Киша юханшывӗ патӗнчи 355 десятинӑллӑ ҫӗрне панӑ. Яла 1850 ҫулта никӗсленӗ тесе шутлаҫҫӗ: ун чух хресченсене нумаййӑн куҫарса килнӗ.

Пурӑнакансем — вырӑссем. 1835 ҫулчен вӗсем патшалӑх хресченӗсем, 1863 ҫулчен удел хресченӗсем шутланнӑ. Тӗп ӗҫсем: ҫӗр ӗҫӗ, выльӑх ӗрчетни, тимерҫӗ ӗҫӗ, атӑ-пушмак ҫӗлесси.

Ялта Христос Ҫуралнин чиркӗвӗ ӗҫленӗ (1796–1942 ҫулсенче), 1946 ҫулта ӑна каллех уҫнӑ. 1887 ҫулта чиркӳ ҫумӗнчи шкул уҫнӑ. 1930 ҫулта «Красный пахарь» колхозӗ йӗркеленнӗ.

Администраци енӗпе ял Анастасово вулӑсне (Курмӑш уесӗ, XIX ӗмӗр — 1922 ҫул), Анастасово тата Пӑрачкав вулӑсӗсене (Улатӑр уесӗ, 1922–1927), Пӑрачкав районне (1927–1962, 1965 ҫултанпа), Улатӑр районне (1962–1965) кӗнӗ.

Халӑх йышӗ

2010 ҫулхи ҫырав даннӑйӗсемпе, ялта 304 ҫын (137 арҫын, 167 хӗрарӑм) пурӑннӑ. 2013 ҫулхи даннӑйсемпе — 324 ҫын. Ытларахӑшӗ — вырӑссем (2002 ҫулхи ҫырав даннӑйӗсемпе, 77%).

Халӑх йышӗ ҫулсерен улшӑнни:

  • 1795 — 22 кил, 68 арҫын, 63 хӗрарӑм;
  • 1880 — 41 кил, 147 арҫын, 152 хӗрарӑм;
  • 1897 — 60 кил, 207 арҫын, 240 хӗрарӑм;
  • 1927 — 109 кил, 330 арҫын, 362 хӗрарӑм;
  • 1939 — 348 арҫын, 434 хӗрарӑм;
  • 1979 — 176 арҫын, 234 хӗрарӑм;
  • 2002 — 157 кил, 412 ҫын (190 арҫын, 222 хӗрарӑм);
  • 2010 — 131 уйрӑм кил хуҫалӑхӗ, 304 ҫын (137 арҫын, 167 хӗрарӑм).

Паллӑ ҫынсем

  • Волков Алексей Фёдорович (1946 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗ) — парти ӗҫченӗ, художник, таврапӗлӳҫӗ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Пӑрачкав районӗн хисеплӗ гражданинӗ. Тӑван ялӗ ҫинчен кӗнекесем ҫырнӑ.
  • Захаров Александр Николаевич (1952 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗ — 1997 ҫулхи ҫӗртмен 20-мӗшӗ) — физик, физикапа математика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Унӑн ятне Никулинӑри вӑтам шкула панӑ, шкул ҫуртӗнче астӑвӑм хӑми вырнаҫтарнӑ.

Инфраструктура

Шкул, фельдшер пункчӗ, клуб, вулавӑш, спорт лапамӗ, ҫыхӑну уйрӑмӗпе Перекет банкӗн уйрӑмӗ, виҫӗ лавкка пур. Христос Ҫуралнин чиркӗвӗ ӗҫлет.

Экономика

Экономика ял хуҫалӑхӗ ҫинче тытӑнса тӑрать. «Никулинский» ЯХПК ӗҫлет (2010 ҫулхи даннӑйсемпе).


 
Категорисем: Никулино
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

irinuk87 тӳрлетнӗ, информацие 2026-11-09 21:26:01 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 12 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем