Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӑрмӑш (хула)

КӑрмӑшХусан кӗпернийӗ вӑхӑтӗнче хула шайӗнче шутланнӑ, хальхи вӑхатра Чулхалу облаҫӗнчи сала.

Сала кун-ҫулӗ

Хулана никӗсленӗ хыҫҫӑн ку хӳтлӗх Русь патшалӑхӗн хӗвелтухӑҫ енчи чикӗ пулнӑ. Ҫавӑнпа та вӑл хӗвеланӑҫ енчи кӳршӗсенчен сыхланмалли вырӑн шутланнӑ. XIV—XVI ӗмӗрсенче хӳтлӗхри ҫарсем Ылтӑн Урта ҫарӗсемпе нумай ҫапӑҫнӑ. Ҫав ҫапӑҫусем халӑх халапӗсенче упранса юлнӑ, каярах вара хула гербӗнче сӑнланса юлнӑ.

Хула хӳтлӗхӗ ҫинчен калакан XIV—XVI ӗмӗрхи ҫырусем упранса юлман. Сыхланса юлнӑ чи ватӑ хут XVII ӗмӗре килеҫҫӗ. 1623—1626 ҫулсенче ҫырнӑ ӑнлавсем тӑрӑх хӳтлӗх Сӑр юханшывӗн сулахай енче, Сӑр юханшывне Кӑрмӑш юханшывӗ юхса кӗнӗ ҫӗртре вырнаҫнӑ. Стенисемпе хуралтисем икӗ енчен чӑнкӑ ҫырансемпе хӳтӗленнӗ, ытти енчен пилӗк ҫурӑ метр тарӑнӑш канав пулнӑ. Канав тӗпӗнче ҫивӗч частокол пулнӑ. 1623-1626 ҫулсенче хӳтлӗхӗн ҫичӗ хуралтӑ пулнӑ. Вӗсенчен улттӑшӗ тӳрӗ кӗтеслӗскерсем пулнӑ. Пӗри вара ултӑ кӗтеслӗскер, «Хӗрлӗ» ятлӑскер пулнӑ. 1626 ҫул ҫывӑхнелле вӗсенчен пӗри ҫунса кайнӑ. Икӗ хапхаллӑ хуралтӑ пулнӑ. Унсӑр пуҫне стенасенче тата тӑватӑ вӑрртӑн хапха пулнӑ.

Хӳтлӗх ӑшӗнче ҫар пуҫлӑхӗн карти, боеприпас склачӗ, тӗрме, 17 ампар, 28 пурӑнмалли ҫурт, Турӑ ҫуратакан Успени соборӗ тата чиркӳ вырӑнӗ пулнӑ. Хӗҫ-пӑшал хушшинче 2 пушка, 20 пӑшал, 20 пӑт порох, пушкӑсем валли 355 ядро, пӑшалсем валли 2584 тар тӗшши, тата серӑпа селитра пулнӑ.

Кӑрмӑш аталанӑвӗ Хусана илнӗ хыҫҫӑн чаранса ларнӑ. 1552 ҫулта Улатӑр хӳтлӗхне тунӑ хыҫҫӑн, Кармӑш пелтерӗшӗ пушшех те чака пуҫланӑ. Кӑнтарти тата хӗвелтухӑҫри чикӗсем самаях малалла куҫнӑ пирки хула пӗлтерӗшӗ чаксах пынӑ.

1745 ҫулта Кӑрмӑш хӳтлӗхӗ ҫунса кайнӑ. Хальхи вӑхӑтра унӑн йӗрӗ те юлман.

1774 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Кӑрмӑша хӑйӗн ҫарӗпе Емельян Пугачёв ҫитнӗ. Ӑна кунта пурӑнакан ҫынсем хаваспах кӗтсе илнӗ.

1780 ҫултанпа хула Кӑрмӑш уесӗн тӗп хули шутланнӑ.

Паллӑ ҫыннисем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр



 
Категорисем: Кӑрмӑш уесӗ
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2009-12-22 20:22:01 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3773 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем