Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Одюков Иван Ильич

Одюков Иван Ильич — литература тӗпчевҫи, чӑваш фольклорне пухаканӗ. Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ (1966), профессор (1987). 1923 ҫулхи авӑнӑн 27-мешӗнче Шупашкар районӗнчи Атӑльялта ҫуралнӑ. 1995 ҫулхи акан 16-мӗшӗнче Шупашкарта куҫне хупнӑ.

Пурнӑҫӗ

Иван Ильич Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ (1942–1945). Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 2-мӗш степеньлӗ ордена, медальсене тивӗҫнӗ.

1950 ҫулта Чӑваш патшалӑх педагогика институтне вӗренсе пӗтернӗ. 1956 ҫулта ҫав вӗренӳ учрежденийӗнчех асперантура хӳтӗленӗ.

1950–1953 ҫулсенче Канашри вӗрентекенсен институтӗнче преподаватель пулса ӗҫленӗ. 1956 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗчӗн чӑваш чӗлхипе литература кафедринче вӑй хунӑ — малтан ассистент (1956–1957), каярах аслӑ преподаватель (1957–1967) вырӑнӗнче. 1967–1987 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӗҫленӗ. Малтан доцент пулса, кайран Чӑваш литература кафедрин заведующийӗ вырӑнӗнче.

Ӗҫӗсем

Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ пирки 100 яхӑн ӑслӑлӑх ӗҫӗ ҫырнӑ. Вӗсен шутне монографисем те, вӗренӳ кӗнекисем те кӗреҫҫӗ.

Иван Одюков 6 томлӑ «Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ» кӗнекене пухса хатерлекенӗсенчен пӗри шутланать.

Хисепӗсем

  • Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ (1973);
  • К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш АССРӗн Патшалӑх премийӗн лауриачӗ (1988).

Тӑван ялӗнче вӑл пурӑннӑ ҫуртра 2011 ҫулта асӑну хӑми уҫнӑ.

Вуламалли

  • Ахимирова Р. Вӗрентекенӗм // Хыпар, 2003, авӑн, 30.
  • Ендеров В. И.И. Одюков — фольклорист–тӗпчевҫӗ // Тӑван Атӑл. — 2004, 3№ — 62-63 с.
  • Ильина Г. Чӑваш фольлорӗн тӗпчевҫи // Ульяновец. — 2003, авӑн, 25.
  • Петрова-Ахтимирова Р. Халӑх ӑсчахӗ // Ялав. — 2003, 9№. — 111-112 с.
  • Одюков Иван Ильич // Ученые Чувашского государственного педагогического университета им. И.Я. Яковлева. — Чебоксары, 2005. — С. 251.
  • Одюков Иван Ильич // Ученые Чувашского университета : (1967-1992). — Чебоксары, 2002. — С. 133-134.
  • Сергеев Т.С. Одюков Иван Ильич // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 304.

Каҫӑсем



 
Категорисем: Одюков Иван Ильич
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2013-09-27 10:47:58 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 8797 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем