Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Егоров Николай Иванович

Егоров Николай Иванович — чӗлхеҫӗ-тюрколог, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ (1992), профессор.

Кун-ҫулӗ

Вӑрмар районӗнчи Ҫӳлти Кинчер ялӗнче 1949 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗнче ҫуралнӑ.

Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультечӗн чӑваш уйрӑмне (1977) пӗтернӗ. 1977–1992 — НИИ ЯЛИЭ (халӗ ЧПГӐИ) чӗлхе уйрӑмӗн ӑслӑлӑх сотрудникӗ. 1993–2004 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӗҫленӗ, культурологипе тюркологи кафедрине йӗркеленӗ, 1995–2004 ҫулсенче — тӗрӗк чӗлхи пӗлӗвӗн кафедра заведующийӗ пулнӑ. 2004–2010 ҫулсенче ЧПГӐИ чӗлхе пӗлӗвӗн пайӗн ертсе пыракан ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ, 2010–2012 ҫулсенче — заведующи, 2013–2014 ҫулсенче — тӗп ӑслӑлӑх сотрудникӗ, 2014–2018 филологи направленийӗн ертсе пыракан ӑслӑлӑх сотрудникӗ. 2020 ҫултанпа Чӑваш республикин вӗренӳ институчӗн регионти аталану центрӗн ӑслӑлӑх сотрудникӗ.

Ӑслӑлӑхри ӗҫӗ-хӗлӗ

1992-мӗш ҫулта филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗн ӑслӑх степенне тивӗҫес тӗлӗшпе маларах пичетленнӗ ӗҫсемпе ӑслӑлӑх докладне («Проблемы генетической и хронотопологической стратификации лексики чувашского языка и теория булгаро-чувашской этноязыковой преемственности») хӳтӗленӗ. 400 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн авторӗ, ҫав шутра чӑваш этно- тата глоттогенезӗпе, алтай теорине критикӑлла ӑнлантарассипе, пӑлхар-чӑваш типлӑ чӗлхесен авалхи ҫыхӑнӑвӗсемпе, чӑваш этимологийӗпе тата историллӗ лексикологипе, ономастикӑпа диалектологипе, чӑваш кунталӑкӗнчи уявӗсемпе йӑли-йӗркисемпе, мифологийӗпе ҫыхӑннӑ материалсем ҫырнӑ. Турккӑ лингвистика обществин (Türk Dil Kurumu, 2000) член-корреспонденчӗ. Пӗтӗм тӗнчери тюркологсен Ассоциацийӗн президиум членӗ (штаб-хваттерӗ Казахстан Республикинчи Туркестан хулинче) (2004).

Чыславӗсем

Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ (1999). «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа тата медальпе наградӑланӑ.

Ӗҫӗсем

  • Историческое развитие чувашской лексики // Современный чувашский литературный язык. 1-мӗш том. Шупашкар, 1990;
  • Чувашская мифология. Праздники и календарные обряды // Культура Чувашского края. 1-мӗш пай. Шупашкар, 1995;
  • Булгаро-чувашский язык в Евразийском геополитическом пространстве в последние два тысячелетия своей истории. Шупашкар, 1999;
  • О названиях города Шупашкар и Чебоксары // Старые Чебоксары: археология, история, топонимика. Шупашкар, 2012.


 
Категорисем: Ӑсчахсем
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2022-02-20 15:57:51 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3138 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем