Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Давыдов-Анатри Василий Иванович

Давыдов-Анатри Василий ИвановичДавыдов-Анатри Василий Иванович — чӑваш халӑх сӑвӑҫи. 1917 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Патӑръел районӗнчи Первомайски салинче ҫуралнӑ. Чӗри 2010 ҫулхи авӑнӑн 8-мӗшӗнче тапма чарӑннӑ.

1958 ҫултанпа СССР сыравҫисен перлешӗвӗн членӗ. 1967 ҫулта Чӑваш АССРӗн тата РСФСРӑн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ячӗсене тивӗҫнӗ. 1990 ҫулта Чӑваш АССРӗн халӑх сӑвӑҫи ятне панӑ. Шупашкар хулин чаплӑ гражданинӗ.

«Халӑхсен туслӑхӑшӗн» орденне тивӗҫлӗ пулнӑ.

Пурнӑҫӗ

Первомайскинчи ҫичӗ ҫул вӗрентекен шкулта, хаҫат ӗҫченӗсен чӑваш областьӗн шкулӗнче, Шупашкарти вӗрентекенсен институчӗнче вӗреннӗ.
1940-1941 ҫулсенче вӑрҫӑра пулнӑ.
Первомайски район хаҫачӗн редакторӗ, Чӑваш АССР министрсен канашӗн ҫумӗнчи радиоинформаци комитечӗн председатель ҫумӗ, Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ, Чӑваш АССРӗн ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн илемлӗ литературӑн укетленӳн бюровӗн заведующиӗ вырӑнӗсенче ӗҫленӗ.

Ӗҫӗсем

Кӗвӗҫӗсем унӑн сӑввисем ҫине нумай юрӑ хывнӑ.
40 кӗнеке патнелле пичетленсе тухнӑ, вӗсенчен 10 вырӑс чӗлхи ҫинче тухнӑ.
Кӗнекисем:

  • «Ҫамрӑк ӑру» (1951);
  • «Пирӗн телей» (1957);
  • «Ҫурхи кунсем» (1964);
  • «Пурҫӑн тутӑр» (1972);
  • «Юррӑмсем-ҫӳнатӑмсем» (1997);
  • тата ыттисем.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр



 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-09-17 21:49:04 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 17668 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем