Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кириллова Валентина Алексеевна

Кириллова Валентина Алексеевна (Смирнова) — чӑваш ҫыравҫи. 1963 ҫулхи авӑнӑн 23-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Нӗркеҫре ҫуралнӑ.

Кун-ҫулӗ

Кӳршӗллӗ Кипеҫ шкулӗнче вӗреннӗ.

В.Кириллова И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи чӑваш чӗлхипе литература уйрӑмӗнче вӗреннӗ. 1988-мӗш ҫултанпа Елчӗк район хаҫатӗнче вӑй хурать. 1991-мӗш ҫултанпа хаҫат редакцийӗн ҫырусен пайӗн редакторӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Журналистсен Союзӗн членӗ (2004).

Пултарулӑхӗ

Валентинӑн илемлӗ чӗлхепе ҫырнӑ сочиненийӗсене шкулти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен В.П.Ермаков та яланах ырланӑ, ыттисемшӗн тӗслӗх пулнине палӑртнӑ. Пулас ҫыравҫӑ хайлавӗсем, аслисем хавхалантарнине кура, «Каҫал ен» («Октябрь ялавӗ») хаҫатра, республикӑра тухса тӑракан «Самант» («Хатӗр пул») журналта, «Тантӑш» («Пионер сасси») хаҫатра кун ҫути курнӑ. Ачалӑхра ҫуралнӑ ӗмӗт-тӗллевне пурнӑҫланӑ теме пулать ӑна. Малашлӑх ҫул-йӗрӗ пӗтӗмпех хаҫат ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ.
Вӑл ҫырнисем республикӑри «Чӑваш хӗрарӑмӗ», Тутар Республикинчи «Сувар» хаҫатсенче те пичетленеҫҫӗ.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-09-27 12:35:35 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4426 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем