Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аттил Алексей Васильевич

Аттил Алексей Васильевич (чӑн хушамачӗ Никитин) — чӑваш сӑвӑҫи. 1943 ҫулхи акан 4-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Кивӗ Ахпӳртре ҫуралнӑ. 1979 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнче ҫав ялтах вилнӗ.

Кун-ҫулӗ

Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче пӗлӳ пухнӑ. Шкулта ачасене вӗрентнӗ. Чӑвашрадион халӑхпа политика кӑларӑмӗсен редакторӗ пулнӑ.

Пултарулӑхӗ

Сӑввисене хаҫатсемпе журналсенче пичӗтленӗ. Ҫавӑн пекех сӑвӑ пуххисенче кун ҫути курнӑ.

Унӑн хайлавӗсем ҫак кӗнекесене кӗнӗ:

  • «Виҫӗ хӗлӗх» (сӑвӑ пуххи, 1971),
  • «Хӗвел пайӑрки» (сӑвӑ пуххи, 1981),
  • «Илем» (1985).

Ҫавӑн пекех пӑхӑр



 
Категорисем: Алексей Аттил
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2013-04-04 22:48:17 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 8102 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем