Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.7 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Андреев Валерий Васильевич

Андреев Валерий Васильевич (16.02.1956–07.08.2023), Чӑваш АССР, Канаш районӗ, Ҫӗнӗ Шуртан ялӗ) – чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент.

Пурнӑҫӗ

1973 ҫулта Вӑтакас Татмӑш вӑтам шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1974-1976 ҫулсенче Совет Ҫарӗнче хӗсметре пулнӑ. 1981 ҫулта Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1981-1982 ҫулсенче Чӑваш чӗлхипе литература тата истори учителӗ пулса ӗҫленӗ. 1987 ҫулта аспирантурӑран вӗренсе тухнӑ, 1988 ҫулта «Отглагольное именное словообразование в чувашском языке» темӑпа ӑслӑлӑх кандидачӗн диссертацине ӑнӑҫлӑ хӳтӗленӗ. 1990 ҫултан пуҫласа мӗн йывӑр чире кайиччен И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУӗн чӑваш чӗлхи кафедрин доценчӗ пулса тӑрӑшнӑ.


«Факультетра пит йӑрӑччӗ вӑл. Ҫав асран кайми самантсене кам-кам кӑна ырӑпа аса илмест пулӗ халь. Лекцисемпе семинарсене яланах чунри ҫӗкленӳпе, чӗлхери тӗлӗнтермӗшле тӗслӗхсемпе «пуянлатса» ирттеретчӗ», — Леонид Петров.

Ӑҫлӑлӑхри ӗҫӗ

Чӑваш чӗлхин сӑмах пулӑвӗпе морфемикине, пуплев культурипе стилистикине, этнопсихолингвистикӑна, чӗлхе тата литература меслетне, тӑван енӗн культурипе кун-ҫулне, илӗртӳллӗ чӗлхе пӗлӗвне тӗпченипе палӑрса тӑрать.

Чӑваш студенчӗсене вӗрентмелли методика кӑтартӑвӗсемпе ҫамрӑк чӗлхеҫӗсем паянхи кунчченех усӑ кураҫҫӗ.

Пичетленнӗ ӗҫӗсем

  • Сасӑ. Сӑмах. Пуплев. Илӗртӳллӗ чӗлхе пӗлӗвӗ. 1 пайӗ. Шупашкар, 2000. - 65 с.
  • Чӑваш чӗлхи. Сӑмах пулӑвӗ: программӑпа методика кӑтартӑвӗсем. Ш., 1987;
  • Чӑваш чӗлхи. Сӑмах пулӑвӗ: методика кӑтартӑвӗсем. Ш., 1988;
  • Отглагольное имяобразование в чувашском языке: Учебное пособие. Ш., 1990;
  • Чӑваш чӗлхипе литератури, сӑмахлӑхӗ, культурипе историйӗ. Ш., 1997;
  • Ҫыр та – пӗлсе ҫыр. Ш., 1998;
  • Язык – внутренняя структура и функционирование. Ч., 1998.
  • Чӑваш терминологийӗ: пӗтӗмӗшле ыйтусем, чӗлхе пӗлӗвӗн терминӗсем: вӗренӳ пособийӗ / В.В. Андреев, М.Г. Данилова. Шупашкар, 2001. - 231 с.
  • Сӑмах пулӑвӗн моделӗсем. Аффикс мелӗ: вӗренӳ пособийӗ / В.В. Андреев. Шупашкар, 2005. - 71 с.
  • Вопросы теории чувашского словообразования: [монография] / В.В. Андреев. Чебоксары, 2006. - 101 с.
  • Отглагольное именное словообразование в чувашском языке : автореф. дис. на соиск. учен. степ. канд. филолог. наук: Спец. (10. 02. 02) - Языки народов СССР (чувашский язык) / В.В. Андреев. Чебоксары, 1988. - 20 с.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2023-08-07 14:43:13 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 448 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем