Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Иван Саландаев: «Асатте, сана курма килтӗмӗр...»

Иван Саландаев11.11.2022 11:162177 хут пӑхнӑУлӑштар Кӑларса пӑрах

80 ҫул иртсен мӑнукӗ район хаҫачӗ пулӑшнипе хӑйӗн ҫывӑх ҫыннин вил тӑприне шыраса тупнӑ.

Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫи кӗрленӗ ҫулсем пиртен аякран аякка кайса пыраҫҫӗ, ҫав ҫулсемпе пӗрлех Ҫӗнтерӗве ҫывӑхартассишӗн вилӗмрен хӑрамасӑр тӑшманпа ҫапӑҫнӑ паттӑрсем те манӑҫа тухас хӑрушлӑх пур.

Мӗн пӗлеҫҫӗ-ха фронтовиксен мӑнукӗсемпе вӗсен ачисем 1941-1945 ҫулсенчи Аслӑ вӑрҫӑ ҫинчен? Питех те сахал. Шел те, юлашки 15-20 ҫул ҫӗр-шывра патриотизм теми шкул программисенче те паллӑ вырӑн йышӑнман, ҫамрӑксем вӑрҫӑ паттӑрӗсем ҫинчен те питӗ сахал пӗлеҫҫӗ.

Вӑрҫӑ вара кашни ҫемьене хуйхӑпа асап кӳнӗ, кашни ҫемье тенӗ пекех фронтран кама та пулин кӗтсе илеймен.

«Таврӑнмарӑр...

Ах, таврӑнмарӑр.

Пурӑнса, юратса кураймарӑр», — ҫак йӗркесене ҫырнӑччӗ эпӗ темиҫе ҫул каялла вӑрҫӑра вилнӗ ентешсене асӑнса

Ҫапах та хӑйсен паттӑр та хӑюллӑ ҫывӑх ҫыннисене асра тытакан мӑнуксемпе вӗсен ачисем пурри фронтра пуҫ хунисен ячӗсем нихӑҫан та манӑҫмассине ӗненме май парать.

Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫин юнпа пӗвеннӗ истори страницисенче Ленинграда паттӑррӑн хӳтӗлени уйрӑмах палӑрса тӑрать. Ҫак хаяр ҫапӑҫусенче пирӗн Шӑмӑршӑ районӗнчен фронта кайнӑ 129 ҫын вилнӗ. Ҫав шутра Ҫӗнӗ Шӑмӑршӑ ялӗнчен Николай Александрович Захаров, Иван Пантелеевич Иванов, Василий Константинович Кудряшов, Михаил Константинович Кудряшов, Михаил Викторович Кучуков, Усьман Ракипович Ракипов, Архип Васильевич Стефинов, Василий Митрофанович Храмов, Алексей Яковлевич Хураськин, Степан Васильевич Хураськин тата Николай Ильич Шамеев.

Архиври кӑтартусем тӑрӑх, Степан Хураськин пӗр хаяр ҫапӑҫура йывӑр суранланнӑ хыҫҫӑн 1942 ҫулхи январӗн 6-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайни паллӑ. Ӑна Ленинград хулинчи Пискарев масарне пытарнӑ

Ҫакӑн ҫинчен эпӗ «Шӑмӑршӑ хыпарӗ» хаҫатра ҫырса кӑларнӑччӗ, Ленинград паттӑрӗсене ӑҫта пытарнине те асӑннӑччӗ. Манӑн статьяна Ҫӗнӗ Шӑмӑршӑра пурӑнакан Вячеслав Николаевич Хураськин вуласа тухнӑ та, вилнисен списокӗнче хӑйӗн аслашшӗне Степан Васильевича палласа илнӗ. Вара пӗр тӑхтаса тӑмасӑр (80 ҫул иртсен!) аслашшӗн вил тӑприне шыраса тупма инҫе ҫула тухнӑ. Унпа пӗрле Ленинграда мӑшӑрӗ Нина Григорьевна тата хӗрӗсем — Иринӑпа Татьяна кайнӑ.

Ленинградри Пискарев масарне 1941-1944 ҫулсенче тӑванла вил тӑприсем туса 470 пин блокадникпа 50 пин салтакпа офицера пытарнӑ. 1960 ҫулхи майӑн 9-мӗшӗнче — Аслӑ Ҫӗнтерӳ 15 ҫул тултарнӑ кун — кунта Асӑну мемориалӗ уҫнӑ.

— Ленинграда ҫитсен ҫав кунах Пискарев масарне шыраса тупрӑмӑр, — каласа парать В.Хураськин. — Мемориала кӗнӗ ҫӗрте мрамор хӑма вырнаҫтарнӑ, унта ҫак сӑмахсене ҫырнӑ: «1941 ҫулхи сентябрӗн 8-мӗшӗнчен пуҫласа 1944 ҫулхи январӗн 22-мӗшӗччен хула ҫине тӑшман 107158 авиабомба пӑрахнӑ, 148478 снарядпа пенӗ, 16744 ҫынна вӗлернӗ, 33782 ҫынна амантнӑ, выҫӑпа асапланса 641803 ҫын вилнӗ».

Нихҫан сӳнми ҫулӑм патӗнчен 480 метр тӑрӑшшӗ тӗп аллейӑна ҫитрӗмӗр. «Тӑван ҫӗр-шыв Анне» чаплӑ монумент умӗнче пуҫа тайса тӑтӑмӑр. Монумент хыҫӗнчи гранит стена ҫине Ольга Берггольц поэтесса ҫырнӑ йӗркесем чуна ҫӳҫентерчӗҫ.

«Здесь лежат ленинградцы.

Здесь горожане — мужчины, женщины, дети.

Рядом с ними солдаты-красноармейцы.

Всею жизнью своею

Они защищали тебя, Ленинград.

Колыбель революции.

Их имен благородных

мы здесь перечислить не сможем.

Так их много под вечной охраной гранита.

Но знай, внимающий этим камням:

Никто не забыт и ничто не забыто».

Мемориалта ӗҫлекен ырӑ кӑмӑллӑ сотрудниксем пире асатте хушаматне шыраса тупма пулӑшрӗҫ. 159-мӗш номерпе палӑртнӑ ӑна, Степан Васильевич Хураськин хӗрлӗ армееца. Вил тӑпри ҫинче пултӑмӑр, пӗр самант пуҫа уҫса шӑп тӑтӑмӑр.

«Асатте — сана тӑван ялна — Ҫӗнӗ Шӑмӑрша илсе каятпӑр», — терӗм те, масар ҫинчи тӑпрана хамӑрпа пӗрле илтӗмӗр...

Вячеслав Николаевич лӑпкӑ чунпа калаҫаймасть, аслашшӗн вил тӑприйӗ ҫинче пулнине ҫине ҫинех ассӑн сывласа аса илет. Калама кӑна вӗт: 80 ҫул хушши аслашшӗне ӑҫта пытарнине те пӗлмен вӗсем. Ҫав ӑнпа та «Шӑмӑршӑ хыпарӗ» хаҫат редакцине тата Ленинград хӳтӗлевҫисене асӑнса статья ҫырса кӑларнӑ журналиста Хураськинсем чӗререн тав тӑваҫҫӗ.

Яла таврӑнсан, Пискарев масарӗ ҫинчен илсе килнӗ тӑприне ашшӗн — Николай Степановичӑн тата унӑн йӑмӑкӗн — Зоя Николаевнӑн вил тӑприйӗсем ҫине сапаласа тӑкнӑ.

Степан Хураськин Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫине малтанхи кунсенчех тухса кайнӑ, арӑмӗ — Клавди — пӗринчен тепри пӗчӗкрех виҫӗ ачапа тӑрса юлнӑ.

— Атте хӑй колхозра ӗҫлекен ӑйӑрпах Канаша тухса кайрӗ, — аса илсе каласа панӑ каярахпа хӑйӗн ачисене Николай Степанович. — Унран пӗр ҫыру та килмерӗ.

Вӑрҫӑ ҫулӗсенче ҫав тери асаплӑ пурӑнтӑмӑр. 1946 ҫулта анне выҫӑпа шыҫӑнса кайса ҫӗре кӗчӗ. Суйккапа Нина йӑмӑксене ача ҫуртне вырнаҫтарасшӑнччӗ. Эпӗ ун чух 15 ҫул тултарнӑччӗ те, йӑмӑксене парса ямарӑм. Ҫапла пӗрле выҫӑллӑ-тутӑллӑ пурӑнтӑмӑр. Атте вӑрҫӑран таврӑнасса шавах кӗтеттӗмӗр, ҫынсен ашшӗсем ачисене тутлӑ ҫимӗҫ туянса пани ҫине ӑмсанса пӑхаттӑмӑр...

Шел, Степан Васильевич Хураськинӑн пӗр сӑн ӳкерчӗкӗ те, пӗр докуменчӗ те упранса юлман. Пӗртен-пӗр документ — ӑна Ленинградри Пискарев масарӗнчи тӑванла вил тӑприне пытарни ҫинчен калакан хут. Тата мӑнукӗпе унӑн ҫывӑх ҫыннисен астӑвӑмӗ.

Статьяна вӗҫленӗ май, хам ҫырнӑ сӑвӑри йӗркесене каллех аса илетӗп:

«Таврӑнмарӑр,

Ах, таврӑнмарӑр.

Ҫӗнтерӳ черккине йӑтаймарӑр...»

Манӑн кукаҫей те — Василий Иванович Трофимов — 1941 ҫулта Мускава хӳтӗленӗ чух паттӑрсен вилӗмӗпе вилнӗ. Кукамай та, аннепе куккасем те ӑна яланах ырӑпа аса илетчӗҫ. Тӗрлӗ архивсенче шыраттарни те пулӑшаймарӗ: В.И.Трофимов хӗрлӗ армееца хӑш масара пытарни паллӑ мар. Ҫавах та эпӗ шырама пӑрахмастӑп-ха, манӑн ачасемпе мӑнуксем те шырав ӗҫне хутшӑнаҫҫӗ. Тен, тупӑпӑр та-и ун вил тӑприне. Шанма пӑрахмастпӑр.

 

Ив. Саландаев, Раҫҫей Федерацийӗнчи Журналистсен союзӗн членӗ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Галина Зотова // 7343.6.3468
2022.11.18 20:05
Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑм ялӗнче пурӑннӑ Алексеев Арсентий Алексеевич 1945 ҫулта пуҫ хунӑ. Ӑна 2 хутчен Мухтав орденӗпе чысланӑ. Унӑн ывӑлӗ, хальхи вӑхӑтра Минск хулинче пурӑнакан Арсентьев Виталий Арсентьевич доцент, ашшӗн вилтӑприне 1982-мӗш ҫултанпа шыранӑ, 2014-мӗш ҫулта шыраса тупнӑ. Мӑшӑрӗпе ашшӗн вилтӑприйӗ ҫине 2014-мӗш ҫулхи сентябрӗн 20-24-мӗшӗнче кайса килнӗ. Ҫак пулӑм пирки эпӗ "Осуществил свою мечту" ятлӑ калав ҫыртӑм, "Герои Великой Победы" литература конкурсне 2021-мӗш ҫулта хутшӑнса ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫрӗм. Ман калав ятарлӑ сборникре кун ҫути курчӗ. (Мускав 2022). 1 сборник Шупашкарти наци библиотекине парнелесе, унпа паллашма пултаратӑр.
Саландай // 2395.43.7864
2022.11.22 10:36
Тавах варса паттаресене манманшан. Наци библиотекине керсе Эсир асанна сборникпа паллашма тарашап . Шел те , хале патриотизм темипе сыракансем сахал . Варса синчен манма пусларес . Унан ахраме вара паян та харатать
Галина Зотова // 5804.1.7960
2022.11.23 12:08
Ку конкурс татах та малалла пырать. Пирӗн республикӑран унта чылайан хутшӑнаҫҫӗ ҫулленех. Кӑҫал та хутшӑнас кӑмӑл пур-ха, геройне тупмалла, тӗрӗс оформить тумалла, унсӑрӑн хайлав хутшӑнакансен списокне лекмест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем