Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -7.0 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Валери Туркай: Шупашкарта Хаяр Иван патшан палӑкне уҫнӑ текен усал хыпара илтнӗ хыҫҫӑн ҫырӑннӑ сӑвӑ

Валери Туркай13.01.2020 14:441437 хут пӑхнӑУлӑштар Кӑларса пӑрах

Хаяр Иван – пачах та хаяр мар!..

Тумаллине вӑл тунӑ тахҫанах:

Юхтарнӑ юн, кӑларнӑ вӑл пушар...

Ман мӗншӗн савмалла тет пит ӑна?!

 

Ах, «Раҫҫее ҫӗкленӗ»?.. Раҫҫейре,

Каҫарӑр та, Иван ҫеҫ пурӑнман!..

Йӑлтах татса параҫҫӗ Тӳпере.

Аван — ялан ҫакна асра тытсан.

 

Иван ҫӑлман ман халӑха тахҫан!

Ӑна Иван паман телей сапса!

Ман халӑхӑм хӑй паттӑр пулнӑран

Вучахӗ ун ҫунать-ха ялкӑшса!

 

Тата ҫакна каласшӑн эп паян:

Ҫук, Иван мар, сӑнарӗ ун хаяр!..

Паян каллех ыйтатӑп Турӑран:

Ман халӑха упра та Шанчӑк пар!!!

 

Валери Туркай

27.12.19

 

Комментари:

Микула // 9259.3.8429
2020-01-18 14:31
Тӗслӗхрен илер ,чӑвашсен тӗнӗ . Академиксем хыҫҫӑн кайсан каллех ни апла ни капла пулса тухать. Тахҫан ҫӳлтен персе панӑ тезиссене пур ҫӗре те сӗтӗреҫҫӗ,паян та,анчах та кивельнӗ вӗсем ытларах,кивельнӗ. Ҫӗнӗлле пӑхма каллех Мускаври Академинчен хуши кирлӗ тата мӗнле ӑнлантарса памалли инструкци. Пирӗн ӑсчахсем крепостной вӑхӑтӗнчи пекех ирӗксӗр. Итлемесен звани памаҫ тесе хӑраҫ пулмалла.
Чӑваш тӗнӗ Атӑлҫи Пӑлхар вӑхӑтӗнчи ислам,нимӗнле "язычество" та мар .Хусан тутарсен -кайранхи,Орда вӑхӑтӗнчи ислам. Тутара тухни тени вӑл ислам тӗнне урӑхларах йӑшӑнни кӑна. Служилый ӑсчахсем каласса ан кӗтӗр- паянх Хусан тутарсен исламӗ болгар исламӗпе пӗрешкель мар -тессе. Мӗншӗн тесен паян пирӗн ӑсчахсем икӗ кремльтен те "зависимый".
Микула // 9259.3.8429
2020-01-18 15:08
Шухӑшсен "ирӗксӗрлӗхне" ҫирӗплетекен эксперимент ирттертӗм. Ҫапларах пулчӗ. Етӗрне асӑнни 1590 ҫулта тесе йӑшӑннӑ пулнӑ малтан, кайранрах "Ядринская волость" тени те документсенче тупӑннӑ. Волость ятне маларах асӑннӑ (1588)Логика тата наука енчен пӑхсан Етӗрне икӗ ҫул аслӑрах пулать анчах мар тата унӑн малтанхи тапхӑрӗ чӑвашсемпе тачӑрах пулать.
<br> Чиновниксене паллах хушу тата экспертсен шухӑшӗ кирлӗ тесе "гум институт" тенине ҫитрӗм. Латнӑ кайса куртӑм,унсӑрӑн ,пирӗн, ыттисемпе танлаштарсан лайӑхрах,аптрамастпӑр-ха тесе татах та шутлаттӑм. Сталин вӑхӑтӗнчи кантурӑна кӗрсе тухнӑ пекех туйрӑм. Чи вӑйлӑ тата сарӑлнӑ унти аргумент "если раз решили зачем трогать" тени пулчӗ. Унта нимӗнле "прорыв" те пулаймӗ,шыв пӑрӑхсӑр пуҫне,ӑҫтан чӑваш ятне палӑртса парасси пултӑр.
<br>
Agabazar // 2559.04.6906
2020-01-19 00:27
Agabazar
Халлап çапма пăрах, Микула. Етĕрне пирки сансăрах тахçанах пĕлеççĕ ăна. Тем тупнă упăте пек çатăлтатса ан тăр.
Микула // 9259.3.8429
2020-01-19 17:45
Упӑте кунта эс кӑна пулмалла ,уйрӑмах, сыпкаласан? Тахҫанах пӗлеҫҫӗ , ҫӳлтен хушу кӗтеҫҫӗ , ирӗк памасӑр пӗр хускалу тумаҫҫӗ ? Ӑнланмалла.Тахҫанах веҫех пӗлеҫҫӗ,анчах та именеҫҫӗ. Институт благородных девиц ?
Пинерпи // 3804.83.8934
2020-01-21 14:26
Ирӗк кӗтеттӗр апла? Тен, чӑвашла та калаҫма чараҫҫӗ чӑвашсене? Хыҫӗсенчен пушӑпа ҫӳреҫҫӗ аххӑр. Эх, мӗнле, эсир пурте самах ҫырма та ертсе ларатӑр, каккуй сире чӑвашла пуплеме
2020-01-22 10:38
Чăвашсем кĕнеке вулăр, ытларах истори пирки. Кунта вара сÿтĕлсе ларма кирлĕ мар. Ленинпа Александр патша палăкĕсем Финляндире лараççĕ, никама та тĕрткелемеççĕ. Е Иванăн патши сиртен çăкăр ыйтасран шарт сикрĕр?
Agabazar // 3720.04.1295
2020-01-22 11:19
Agabazar
Ленинпа Александр палăкĕсем Финляндире миçе штук? Тата вĕсем ăçта лараççĕ? Мĕнле материалтан тунă вĕсене? Бетонран-и? Е гипăсран?

Шупашкарта улăмран тунă "памĕтник" пурччĕ. Çунтарса ячĕç. Нивушлĕ ятарлă шĕвекпе сăрхăнтарса çунмалла мар тума май пулман?
Валери Туркай // 1540.81.1989
2020-01-23 19:08
Турӑҫӑм!.. Мӗн сӳпӗлтететӗр эсир, мӗн сӳпӗлтететӗр?!
Намӑс!
Мӗнле усӑ параятӑр эсир халӑхӑмӑра, кунта сӳпӗлтетнисӗр пуҫне?..
Тьфу!
Шӑпах эсир - пирӗн ылтӑн "хура халӑхӑмӑрӑн" инкекӗ!
Хисеплемесӗр, анчах та шеллесе , Валери ТУРКАЙ. 8-927.. ыттине пӗлетӗр.
Agabazar // 3817.64.8335
2020-01-24 16:07
Agabazar
Александр патшасем Раççей историйĕнче виççĕн пулнă
— Пĕрремĕш Александр
— Иккĕмĕш Александр
— Виççĕмĕш Александр

Хăш Александрăн улăмран тунă палăкĕ пирки сăмах пырать?

Мĕншĕн-ха финнсен Ленин ячĕпе палăк пулмалла мар, енчен те лешĕ Финлянди пăхăнманлăхĕ пирки ятарлă Указ кăларнă пулсан!

Википедирен: <<18 (31) декабря 1917 государственная независимость Финляндской Республики первой была признана Советом Народных Комиссаров (правительством) Российской Советской Республики, возглавляемым В. И. Лениным[4] (см. на фото ниже текст постановления Совета Народных Комиссаров).>>
Микула // 9259.3.8429
2020-01-25 13:39
Чӑннипех "мӗн сӳпӗлтететӗр" ,"намӑс".... ,анчах кама ? Кунта ҫыракансем, ытларах чух ,АХАЛЬ ҫынсемех,тар юхтарса ӗҫлекенсем,халӑх тес пулать. Халӑх вӗт вӑл ача пекех,унӑн ҫылӑхӗ ҫук,темле пулсан та ӑна юратма пӗлмелле. Мӗн курать, мӗн шутлать ҫавна калать. Пӗрисем пенсине тухмалли ҫулсене те хӑпартмастпӑр тесе пӗрре мар каланӗ,Конституцине те тӗкӗнмес тенӗ, ҫавсемех паян та пире суймасӑр тата патриот пулса пурӑнма вӗрентсе пыраҫҫӗ . Шутлӑр,шутлӑр татах та шутлӑр.( Микула)

Страницӑсем: 1, 2, 3

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org