Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -14.0 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Тӗнчери чӗлхесен кӑсӑк енӗсем

Аçтахар Плотников22.10.2019 14:36654 хут пӑхнӑ

Педагогика университетӗнче иртнӗ вырсарникун 24-мӗш хут чӗлхе фестивалӗ иртрӗ. Паллах, пӗр лекцисенче халӑх йышлӑ пулчӗ, теприсенче вара 5-10 ҫын кӑна итлекен тупӑнчӗ. Ҫавах та тӗнчере кӑсӑк чӗлхесем питӗ нумай. Инҫе кайма та кирлӗ мар — ирҫе чӗлхинче, калӑпӑр, кушак «псака» пулать, йытӑ вара «киска» (вырӑсла пӗлекенсемшӗн ҫак питӗ кӑсӑк пулса тухать). Вӑт, чӗлхесенчи ҫавнашкал кӑсӑк самансем ҫинче чарӑнса тӑрӑпӑр та. Тӳрех калӑпӑр: хамӑр тупман, унтан-кунтан илнӗ фактсене ҫеҫ пӗлтерӗпӗр.

Пирахан чӗлхи

Инҫе-инҫе, Бразили ҫӗрӗнче, пирахан ятлӑ халӑх пурӑнать. Пирахан чӗлхипе калаҫать. Чӗлхеҫӗсемшӗн вӑл питӗ кӑсӑклӑ иккен — ку чӗлхере хисепсем ҫук, тӗссене те вӗсем палӑртмаҫҫӗ. Хисепе чӗлхере пирӗн пек «пӗрре, «иккӗ», «виҫҫӗ» тесе мар, «нумай», «сахал» тесе ҫеҫ пӗлтереҫҫӗ, тӗсӗсем те вӗсен «ҫутӑ» тата «тӗттӗм» кӑна пулаҫҫӗ. Ни сарри ҫук, ни симӗсси, ни ыттисем. Шӑп ҫак енчен чӗлхеҫӗсемшӗн вӗсем кӑсӑклӑ та.

Лаос чӗлхи

Ку чӗлхепе 15 миллион ҫын калаҫать пулин те стандартланӑ литература чӗлхи ҫук. Кашни районта хӑйсен вырӑнти калаҫӑвӗ. Вӗсен чӗлхинче 28 хупӑ сасӑ тата 12 уҫӑ сасӑ. Ҫыруллӑхӗ абугидӑлла — тепӗр май каласан сыпӑксемпе йӗркеленнӗ. Ҫырнӑ чухне вӗсем сӑмахсем хушшинче пробел (пуш палли) лартмаҫҫӗ. Сӑмах май, абугида мелӗпе Канадӑри кӑк халӑхсем усӑ кураҫҫӗ: эскимоссем, алеутсем, алгонкинсем, оттавӑсем тата ыттисем те.

Индонези чӗлхи

Ку чӗлхере пӗр сӑмах майлашӑвех питӗ нумай пӗлтерӗшлӗ пулма пултарать. Сӑмахран, «ayam makan» (чӑх ҫиет) тенине «эпӗ чӑх ҫиетӗп», «эпӗ чӑх ҫинӗ», «чӑх ҫинӗ чухне», «ку чӑх ҫиет» тесе те ӑнланма пулать. Ҫавах та кулленхи пурнӑҫра ҫакӑ пӗрре те кансӗрлемест теҫҫӗ — ахӑртнех сӑмах мӗн пирки пынине контекста кура ӑнланма пулать.

Цез чӗлхи

Ку чӗлхе аякра мар, хамӑр Раҫҫейрех сарӑлнӑ. Дагестанра — шӑп ҫавӑнта ӗнтӗ чӗлхесен нумайлӑхӗ пирӗн ҫӗршывра палӑрать те. Пурӗ 12 пин ытла ҫын ҫеҫ унпа калаҫать пулин те вӑл чӗлхере 64 падеж шутланать. Грамматики ҫав тери йывӑр шутланать — хальхи вӑхӑтчен те вӗсен ҫырулӑхӗ ҫук (хӑтланса пӑхнисем пур, анчах ӗҫе вӗҫлеймен). Цез чӗлхипе ҫырнӑ чухне вырӑс тата авар ҫырулӑхӗпе усӑ курса ҫыраҫҫӗ.

Аяпа чӗлхи

Ку чӗлхе вара кӗҫ-вӗҫ пӗтме пултараканскерсенчен пӗри. Ӑна пӗлекенсем те иккӗн ҫеҫ иккен. Вӗсем Табаскӑри (Мексика) Аяпа ялӗнче пурӑнаҫҫӗ. Пӗр-пӗринчен 500 метрта пурӑнаканскерсем хайхи хирӗҫсе кайнӑ та калаҫма пӑрахнӑ. Нумай пулмасть ҫеҫ мирлешнӗ. Халь вара вӗсем (пӗри 1936 ҫулта ҫуралнӑ, тепри 1942 ҫулта) вырӑнтисене хӑйсен чӗлхине шкулта вӗрентеҫҫӗ. Чӗлхене популяризацилес тӗлӗшпе ятарлӑ сайт та ӗҫлет.

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org