Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫӗнӗ сасӑсем

Чӑваш чӗлхине ҫӗнӗ вӑхӑтра кӗнӗ сӑмахсен йышӗнче ф сасӑпа пӗтекеннисем те пур: параграф, телеграф, тариф, дрейф, торф... Ку сӑмахсем, паллах, аффикс йышӑнса улшӑнма та пултараҫҫӗ. Акӑ, калӑпӑр, шкаф сӑмахӑн тӗрлӗ формисем: шкафӑн, шкафа, шкафӗ, шкафу... Сӑнама пӗлекен ҫын кунта кӑсӑклӑ пӗр пулӑма асӑрхатех. Ҫак теслӗхсенче ф икӗ уҫӑ сасӑ хушшинче вырнаҫнӑ. Ф унта янраса илтӗнет! Вырӑсла тата чӑвашла икӗ тӗслӗхе танлаштарса пӑхӑр:
1) В шкафу лежит книга;
2) Сан шкафу аван.
Унта та, кунта та "шкафу", анчах та вӗсем тӗрлӗн илтӗнеҫҫӗ: пӗрремӗш тӗслӗхри ф янрамасть, "хыттӑн" илтӗнет; иккӗмӗшӗнчен ф янӑрать. Урӑхла каласан, орфограммӑсем пӗр пек пулин те янӑравсем уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Ку пулӑм ц тата щ сасӑсемпе пӗтекен /вӗҫленекен/ сӑмахсене те пырса тивет: абзац, эсминец, шприц, принц, плащ, борщ... Ку ҫеҫ те мар! Чӑваш чӗлхинчи "тӗп" сӑмахсенче ч сасӑ пур-ха. Анчах ӑна ютран килсе ернӗ урӑхларах тепӗр ч-па пӑтраштармалла мар: чечен /изящный/ сӑмахсӑр пуҫне чечен та /халӑх ячӗ/ пур. Е тата: паралич, палач, врач, завуч... Ку тӗслӗхсенчи "вырӑсла ч" - сӑмах вӗҫӗнче /аслаутра теҫҫӗ чӗлхеҫӗсем/. Ҫӳлерех асӑннӑ пулӑм ку сӑмахсене те пырса тивет. Танлаштарӑр: "врача хисеплетӗп", анчах та: "У врача был". Пӗтӗмлетӳ ҫакӑн пек. Ф, ц, щ тата "вырӑсла ч" сасӑсен янравлӑ "юлташӗсем" пур. Ку — чӑваш чӗлхинче ҫапла, вырӑс чӗлхинче вара апла мар. Урӑхла каласан, пирӗн тӑван чӗлхемӗр пачах та ҫӗнӗ /вӗр ҫӗнӗ/ фонетикӑлла пулӑм ҫуратать. Наука енчен пӑхсан, леш хайхи янракан ф, ц, ш, "вырӑсла ч" сасӑсене фонема мар, аллофон /фонема варианчӗ/ темелле пулӗ. Пайӑр ятсем пирки ятарласа каласа хӑвармалла: Греф, Галац, Перещ, Галич... Хушаматсем, ял-хула, шыв-шур ячӗсем тата ытти те. Ку йыша Иванов, Петров, Сидоров майлӑ хушаматсем те кӗреҫҫӗ. Мӗншӗн тесен вӗсенчи юлашки сасӑ чӑннипе в мар, ф: [Иваноф], [Петроф], [Сидороф]... Ивановӑн [Иванофӑн] кӗнеки — ку тӗслӗхре ф, паллах, янраса илтӗнет. Тепӗр тӗслӗх. Больница сӑмахӑн чӑвашлатнӑ варианчӗ пур — пульницца. Икӗ ц пулнӑран ан тӗлӗнӗр. Мӗншӗн тесен ӑна янравлӑн мар, хыттӑн калатпӑр.

Элли Илле,
Хыпар, 2006, ҫӗртме, 17


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-07-16 12:41:20 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 8330 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем