Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.5 °C
Ӳркенмен ӑста пулнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫӗнӗ Шелттем

Ҫӗнӗ Шелттем (выр. Новые Шальтямы) — Чӑваш Республикин Канаш районӗнчи ял. Шелттем ял тӑрӑхӗн административлӑ центрӗ шутланать.

Географи

Ял Чӑваш Енӗн варринче, Вӑрӑм юханшывӗн сылтӑм ҫыранӗнче вырнаҫнӑ. Шупашкара ҫитме — 107 километр, район центрӗччен — Канаш хулине ҫитме — 23 километр, чи ҫывӑхри чукун ҫул станцийӗччен те 23 километр.

Историйӗ

XIX ӗмӗрте ку яла Кивӗ Шелттем ялӗнчен тухнӑ ҫынсем никӗсленӗ. Ялӑн историри ячӗсем: Ново-Шальтям тата Ново-Шальтямово.

1866 ҫулччен ял ҫыннисем патшалӑх хресченӗсем шутланнӑ. Халӑхӑн тӗп ӗҫӗсем ҫӗр ӗҫӗ, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси, ҫавӑн пекех ҫӑм таптасси тата ҫӑм арласси пулнӑ.

1896 ҫулта ялта хутла вӗрентекен шкул уҫнӑ. XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ял территорийӗнче шыв арманӗ ӗҫленӗ. 1919 ҫултанпа пӗрремӗш сыпӑкри шкул ӗҫлеме пуҫланӑ. 1929 ҫулта «Красная звезда» колхоз йӗркеленӗ.

Администраципе территори пайланӑвӗ тӗлӗшӗнчен XIX ӗмӗрте тата 1927 ҫулччен ял Ҫӗрпӳ уесӗнчи Кивӗ Терпит тата Сиккасси вулӑсӗсене кӗнӗ. 1927 ҫултанпа ял Канаш районне кӗрет.

Халӑх йышӗ

Ялти халӑх йышӗ ҫапла улшӑнса пынӑ:

  • 1858 ҫулта (Кивӗ Шелттем ялӗпе пӗрле) 226 арҫынпа 271 хӗрарӑм пурӑннӑ.
  • 1897 ҫулта — 233 арҫынпа 245 хӗрарӑм.
  • 1926 ҫулта 152 кил пулнӑ, 392 арҫынпа 409 хӗрарӑм пурӑннӑ.
  • 1939 ҫулта — 417 арҫынпа 453 хӗрарӑм.
  • 1979 ҫулта — 393 арҫынпа 475 хӗрарӑм.
  • 2002 ҫулта — 199 кил, 520 ҫын (253 арҫын, 267 хӗрарӑм).
  • 2010 ҫулта — 171 уйрӑм хуҫалӑх, 516 ҫын (259 арҫын, 257 хӗрарӑм).

Инфраструктура

Ялта ял хуҫалӑх предприятийӗ — «Маяк» ТМЯП ӗҫлет (2010 ҫулхи даннӑйсем). Ялта шкул, ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт шкулӗ (ДЮСШ), фельдшер пункчӗ, клуб, вулавӑш, почта ҫыхӑнӑвӗпе Сбербанк уйрӑмӗсем пур, чиркӳ, ҫавӑн пекех икӗ лавкка ӗҫлет.

Паллӑ ҫыннисем

Ҫӗнӗ Шелттем ялӗпе ҫак паллӑ ҫынсен пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫыхӑннӑ:


 
Категорисем: Ҫӗнӗ Шелттем
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2026-07-26 01:15:19 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 10 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем