Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫунсам, ҫунсам, ҫурта (Г. Юмарт)

Ҫунсам, ҫунсам, ҫурта –
Кӳр хӑтлӑх кил-ҫурта.
Ҫунсам, ҫунсам, ҫурта –
Кӳр хӑтлӑх кил-ҫурта.
Ҫунсам, ҫунсам, ҫурта –
Кӳр хӑтлӑх кил-ҫурта.

Чӗртсемччӗ вӑй-хала,
Сирсемччӗ кахала.
Чӗртсемччӗ вӑй-хала,
Сирсемччӗ кахала.
Чӗртсемччӗ вӑй-хала,
Сирсемччӗ кахала.

Тасал умран, усал –
Ҫухал, ҫухал, ҫухал.
Тасал умран, усал –
Ҫухал, ҫухал, ҫухал.
Тасал умран, усал –
Ҫухал, ҫухал, ҫухал.

Ҫуртам, хӗвелленсем –
Ҫывхарччӑр тӗллевсем.
Ҫуртам, хӗвелленсем –
Ҫывхарччӑр тӗллевсем.
Ҫуртам, хӗвелленсем –
Ҫывхарччӑр тӗллевсем.

Ыр кӑмӑл, шӗл-кӑвар
Ман чунӑмра хӑвар.
Ыр кӑмӑл, шӗл-кӑвар
Ман чунӑмра хӑвар.
Ыр кӑмӑл, шӗл-кӑвар
Ман чунӑмра хӑвар.

Хӑватлӑрах янра.
Вӑй капланать шавах.
Тавах, тавах, тавах!
Вӑй капланать шавах.
Тавах, тавах, тавах!
Вӑй капланать шавах.
Тавах, тавах, тавах!

Геннадий Юмарт
Сӑвва «Хыпар», 87№ (2008, ҫу, 5) хаҫатран илнӗ


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-05-14 20:09:22 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2468 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем