Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Юлташран сивӗнтӗм (Микиш Павӑлӗ)

Пухӑва хатӗрленетпӗр. Акционерсен пухӑвне. Манӑн та темиҫе акци пур. Ҫавӑнпа пулас пуху мана тӳрремӗнех пырса тивет. Унта пирӗн обществӑна малашне кам ертсе пырасси паллӑ пулать. Хальхи директора кӑларса пӑрахас сас-хура ҫӳрет. Заводра ӑҫта кӑна ҫитместӗн — пур ҫӗрте те ҫакӑн ҫинчен калаҫу. Манашкаллисем, хӑйсен аллинче темиҫешер акци тытаканнисем эппин, икшер-виҫшерӗн пуҫтарӑнсанах сӑмах пуху пирки пуҫланать. Килте те, ӗҫе кайнӑ е унтан таврӑннӑ чухне троллейбус-автобусра та ҫав шухӑш пуҫран тухмасть. Халӑх тем те пӗлет, тем ҫинчен те калаҫать. Ҫавӑн пек чухне ман юлташ, юнашар цехра ӗҫлекен Мирон Иванч, сӑмах-юмаха хӑй аллине илет.
Юлташ тенӗрен, Мирон Иванч пирки ҫакна каласа парам. Ача чухне эпӗ унпа ялти шкулта пӗрле вӗреннӗ. Мирун вӑл вӑхӑтра та пӗрле вӗренекенсен хушшинче хӑйӗн хастарлӑхӗпе палӑратчӗ: пионерсен пухӑвӗсенче сӑмах калатчӗ, стена хаҫатне ҫыркаласа тӑратчӗ. Тӗрлӗрен уявсенче е яла, шкула килекен хаклӑ хӑнасене кӗтсе илнӗ чухне ӑна сӑвӑллӑ салам калаттаратчӗҫ.
Кайран та, институтран вӗренсе тухсан, инженер дипломӗсем илнӗ хыҫҫӑн, эпӗ унпа пӗр заводах лекрӗм. Кунта та вӑл хӑйӗн активлӑхӗпе палӑрма тытӑнчӗ, ӑна часах партбюрона суйларӗҫ. Парти историне вӗренекенсен кружокне ертсе пычӗ. Кӗскен калас-тӑк, заводра ӑна пӗлмен-палламан ҫын ҫук тесен те йӑнӑш пулмӗ.
Самана улшӑнсан, заводран акционер обществи туса хурсан, Мирон Иванч та ман пекех акционер пулса тӑчӗ. Завочӗ малтанхи пекех заводах та-ха, анчах ӑна акционер обществи теме тытӑнтӑ-мӑр...
— Пӗлетӗр-и, мӗн хӑтланать пирӗн директор, — терӗ Мирон Иванч Кравцов пӗррехинче эпир, темиҫе ҫын, кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн пирус туртма пӗрле пухӑнсан. — Совеҫ текенни чӗрне хури тӑршшӗ те юлман унӑн. Аслӑ ывӑлне икӗ пӳлӗмлӗ хваттер туса панӑ, ывӑлӗ институтран та вӗренсе тухман-ха, авланман та. Кӗҫӗн ывӑлне, хулари вӑтам шкулта юлашки ҫул вӗренекенскере, хӑй ҫуралса уснӗ ялти шкула куҫарнӑ. Ялти шкултан вӗренсе тухни ҫинчен аттестат пулсан, института кӗме ҫӑмӑлрах-ҫке. Атӑл леш енчи вӑрманта виҫӗ хутлӑ дача туса лартнӑ, малтанхи дачине, Атӑлӑн ку енчине, пӗрремӗш арӑмне парса хӑварнӑ. Заводӑн ҫӑмӑл автомашинине йӳнӗ хакпа шӑллӗне сутни ҫинчен илтнӗ ӗнтӗ эсир, тӗрӗссипе калас-тӑк, сутман, парнеленӗ тес пулать. Халӑх пуҫлӑхне ҫапла тустаракан-салатакан ҫынна директорта хӑйӗн вырӑнӗнчех хӑварсан пире Турӑ каҫармӗ...
Директорӑн киревсӗр ӗҫӗсене сивлесе ҫапла каланине пуху ҫывхарса килнӗ май чылай илтме тиврӗ. Директор хӑйшӗн ҫеҫ тӑрӑшнине чӑтма пулӗччӗ-и, тен — халь пуҫлӑхсем харпӑр хӑйшӗн хытӑ ҫунни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар — анчах заводӗнче ӗҫ-пуҫ япӑх пырать-ҫке: пӗр эрне ӗҫлетпӗр, ик эрне канатпӑр, ӗҫсӗр тӑратпӑр, хамӑр туса кӑларакан продукцие туянакан ҫук, складрах купаланса выртать, ӗҫ укҫине виҫшер-тӑватшар уйӑх памаҫҫӗ — ҫакӑ чуна ыраттарать.
Пуху пуласси виҫӗ талӑк юлнӑ кун ун ячӗпе ятарласа кӑларнӑ хаҫата цехсем тӑрӑх валеҫсе ҫӳрерӗҫ. Вӑл акционерсене чӗнсе каланипе уҫӑлать. Унта пирӗн обществӑн малашлӑхӗ чаплӑ пуласси ҫинчен каланӑ, директор ӑна аталантармалли программа туса хатӗрленӗ, завода пулӑшакан пуян инвесторсем тупнӑ, тенӗ. Ӗҫ укҫи парӑмне ҫак уйӑхрах татасси ҫинчен каланӑ. Ҫырура пурне те коллектившӑн чунне парса тӑрӑшакан директоршӑн сасӑлама чӗнсе каланӑ. Ҫыру айне вун пиллӗкӗн алӑ пуснӑ. Пӑхатӑп та, куҫ-пуҫ чарӑлчӗ: вун пилӗк хушамат хушшинче ... Мирон Иванч Кравцов та пур! Хама хам ӗненмесӗр, хушаматсен ретне тепӗр хут вуласа тухатӑп — ҫук, йӑнӑшмастӑп иккен, ман юлташах, ячӗ те, ашшӗ ячӗ те унӑнах, цехри должноҫӗ те ...
Питӗ хытӑ тарӑхса кайрӑм. Мӗнле-ха капла: халӑх умӗнче пӗр майлӑ ҫаптарать, куҫ хыҫӗнче тепӗр еннелле пӑхать? Мӗнле ҫав териех икӗ питленме пулать? "Намӑс-симӗс те ҫук иккен унӑн!" -терӗм сасӑпах. Эпӗ харкашакан-ҫапкалашакан ҫын мар, ҫапах та ҫав вӑхӑтра Мирун юнашар пулас-тӑк, чӑтса тӑраймасттӑмччӗ пуль, тӳпкелесе илеттӗмех ӑна.
Тепӗр кунне, ӗҫрен киле каяс умӗн, хайхискерне тӗл пултӑм. Хам шухӑша калама, намӑслантарма тӑтӑм, анчах вӑл ҫӑвара уҫма та памарӗ:
— Ятлатӑн ӗнтӗ мана... Анчах эп айӑплӑ мар.
— Мӗнле айӑплӑ мар? Ху алӑ пуснӑ-ҫке!
— Пусасса пуснӑ та...
— Чим-ха, чим! Мӑйран пӑвсах пустармарӗҫ пуль? Халӑх умӗнче мӗн кӑна каламарӑн директор ҫинчен, суйлав патне ҫитсен тепӗр еннелле ҫаврӑнса укрӗн. Икӗ пит эс!
— Эс... эс мӗн пулса иртнине нимӗн те пӗлместӗн, ахалех ятлатӑн. Виҫӗ сехет хушши калаҫрӗ вӑл манпа. Виҫӗ сехет ӳкӗтлерӗ...
— Кам? Мӗнле виҫӗ сехет?
— Директор. Чӗнсе илчӗ те виҫӗ сехет хушши калаҫрӗ манпа. Ӗҫрен кӑларса ярассипе хӑратрӗ.
— Ӗҫрен кӑларассипе хӑратма виҫӗ сехет кирлӗ пулчӗ-и? Ун пеккине калама пилӗк минут та ытлашшипех.
— Ҫапли ҫапла-ха... Урӑххи ҫинчен те калаҫу пулчӗ, — терӗ Мирун именчӗклӗн. — Директор хамӑр коллектива йывӑрлӑхран кӑлармашкӑн хальхи лару-тӑрура мирлӗн, килӗштерсе пурӑнма кирли пирки нумай калаҫрӗ. Хӑй туса хатӗрленӗ программӑпа паллаштарчӗ. Программи мана килӗшрӗ. "Эсӗ чылай хушӑ агитатор та, пропагандист та пулнӑ, халӗ те сан сӑмахна ҫынсем итлеҫҫӗ, — терӗ вӑл. — Халӑх, тӗпрен илсен, ман майлӑ, эсӗ мана хирӗҫ пулсан, халӑха хирӗҫ пулатӑн. Юрать-и халӑха хирӗҫ пыма? Пуҫ йӗри-тавра шутласа пӑх-ха". Килӗшме тиврӗ. Эп...
Мирун тата тем каласшӑнччӗ, анчах ман сутӑнчӑк сӑмахӗсене малалла итлес кӑмӑл пулмарӗ — алӑ султӑм та ҫаврӑнса утрӑм.
Троллейбусра завод управленийӗнче ӗҫлекен пӗлӗшӗме тӗл пултӑм.
— Сан юлташу Мирон Иванч чӗнсе калани ҫине мӗншӗн алӑ пуснине пӗлетӗн-и? — ыйтрӗ вӑл.
— Пӗлместӗп! Пӗлес те, илтес те килмест пӳтсӗр ҫын мӗн хӑтланни ҫинчен!
— Директор ӑна правлени йышне кӗртме сӑмах панӑ. Ыранхи пухура сасӑламалли бюллетеньре, курӑн акӑ, унӑн хушамачӗ те пулать...
Пухура камшӑн мӗнле сасӑламалли маншӑн паллӑ пулчӗ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-02-08 10:44:58 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3818 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем