Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Эх, ҫав, ача-пӑчапа чӑх-чӗппе!

Ан ҫиллен-ха, миҫемӗш хут ӗнтӗ акнӑ-лартнӑ пахчаран сирӗн чӑх-чӗппӗрсене хӑваласа кӑлар-са яратӑп, ҫаплах кӗрсе тин лартнӑ купӑста калчине, ыттине ҫисе пӗтернӗ. Ҫитменнине пӗр хут кӑна та мар вӗт-ха. Кун хыҫҫӑн ӑҫтан ӗнтӗ вӗсем тепӗр хут вӑй илччӗр. Малалла та ашкӑнма чармасан пахча ҫимӗҫ туса илӗп тесе шухӑшлама та кирлӗ мар. Урама тухнӑ хӗрарӑмсемпе хӗвел ҫаврӑнӑш сурса, сараппан радионе итлесе ларса пултарсан, чӑхху-чӗппуне сыхлама вара вӑхӑт ҫитмест, — тет хӑй ҫиллине чарам тесен те чарайман кӳршӗ хӗрарӑмӗ, тарӑхса кайнӑскер.
Кӳршӗ арӑмӗ те, шӑллӑскер: «Хӑвна пӗлесчӗ. Иртнӗ ҫул, манса кайрӑн-и, пӗренесем ҫинче пакӑлтатса ларнине? Сирӗн икӗ сысна ҫури ун чухне пирӗн пахчана кӗрсе кайса ҫӗр улми йӑранӗсене сухаласа тухнине?» — тет.
Хӗрарӑмсене хирӗҫме сӑлтав пултӑр — кайрӗ вара тавлашу: пӗр-пӗрин ачи-пӑчи пахча ҫимӗҫ ҫитӗнсе ҫитнӗ ҫитмен канлӗхне ҫухатать: кишӗрне-хӑярне, улми-ҫырлине вӑрттӑн кӗрсе «ҫумласах» тӑрать. Ҫав симӗҫсем хӑйсен те ҫук мар вӗт-ха. Тепӗр тесен, пӗчӗк чухне хамӑр та ҫавах пулман-и? Ҫиме чарнӑ ҫимӗҫ тутлӑ пулнӑ тенӗ пек хӑтланнӑ мар-и? Ача-пӑчан ашкӑнчӑклӑхне пула маларах чиперех пурӑннӑскерсемех хытах хирӗҫсе каяҫҫӗ те чылай вӑхӑт пӗр-пӗрне сӑмах чӗнмесӗр ҫӳреҫҫӗ.
Кӳршӗ арӑмӗсене хирӗҫтерсе яракан тепӗр сӑлтав вӑл — ҫӑмарта тӑвакан чӑхсем. Килти чӑх кӳршӗсем патне илӗнсен унтах пурӑнма тытӑнать, ҫӑмарта тенине те ют йӑвана тума пуҫлать. Ҫакна хуҫи сисет те тарӑхса кайнипе ют аслӑк ҫине улӑхса кайсах ҫӑмартине илсе тӑма тытӑнать. Кил хуҫи арӑмӗ те ухмах мар. Камӑн-ха ют ҫынна килти аслӑк ҫине улӑхтарса ярас килтӗр. Юлашкинчен вара ҫакскерсем каллех хирӗҫсе каяҫҫӗ. Пурте пӗлетпӗр: пирӗншӗн икӗ кӳршӗ хӗрарӑмӗ, енчен те иккӗшӗ те вӗри те час хӗрсе каяканскер пулсан, ҫӑмарташӑн "вӑрҫӑ" туса илни те, кас-йышра хӑйсенчен хӑйсем култарни те ҫӗнӗ хыпар мар. Кун пек пӑтӑрмахсене, пӗри теприне ҫӳҫрен явса илсе ҫапӑҫупа вӗҫленнине те курнӑ.
Чӑнах та, чипер пурӑнакан кӳршӗ-аршах чӑх-чӗппе ача-пӑча пӑтӑрмахӗсене пула хирӗҫсе кайнӑ пирки сӑнама юратакан ял ҫынни тӗрӗсех ҫапла калама хӑнӑхнӑ-мӗн.

Роман Чепунов,
Хыпар, 2006, ҫӗртме, 17


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-07-16 13:00:39 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3331 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем