Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Эльби Валентина Андреевна

Валентина Андреевна Эльби (Андреева) — ачасем валли ҫыракан писательница. Унӑн чылай произведенийӗсем совет ачисен паянхи телейлӗ кун-ҫулне сӑнласа параҫҫӗ, ачасене ӗҫчен те хастар пулма вӗрентеҫҫӗ: «Куҫса ҫӳрекен ҫурт», «Аппапа пӗрле», «Тус пулар», «Аслашшӗ» т. ыт. те. «Вунтӑваттӑ тултарас умӗн» повеҫре Микки пионер ертсе пынипе ҫиччӗмӗш класра вӗренекен ачасем хӑйсен тӑван ялне тирлей-илем кӳреҫҫӗ, ӗҫре те, вӗренӳре те ырӑ тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ.
В. Эльби пултарулӑхӗнчи тепӗр паллӑ произведени вӑл — «Ҫав кунсен чапӗ ҫухалмӗ» ятлӑ драма (Г. Пласкинпа пӗрле ҫырнӑ). Ку произведенире писательница Аслӑ Октябрьте ҫӗнсе илнӗ ырлӑха ҫитӗннисемпе пӗрле ачасем те паттӑррӑн хӳтӗлени ҫинчен каласа кӑтартать, ирӗклӗ Тӑван ҫӗршывӑмӑра яланах чун-чӗререн юратса пурӑнма, уншӑн ҫирӗп тӑма чӗнет.
Писательница 1913 ҫулхи декабрей 18-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнче, Тӑвай районӗнчи Кивӗ Пуянкассинче, чухӑн хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Малтан хӑйсен ялӗнчи пуҫламӑш шкултан, унтан Вӑрмар районӗнчи Кавалти сакӑр ҫул вӗренмелли шкултан вӗренсе тухнӑ. 1930 ҫулта Шупашкарти медицина техникумне вӗренме кӗнӗ, анчах ӑна унтан вӗренсе тухма май килмен. Пӗр ҫулталӑк хушши Вӑрмар районӗнчи Пӑртасри участок больницинче медицина сестри пулнӑ. 1932—1934 ҫулсенче вӑл Куславкка районӗнчи хаҫат редакцийӗнче ӗҫленӗ. 1934 ҫулта «Канаш» (хальхи «Коммунизм ялавӗ») хаҫат редакцине куҫнӑ. 1936—1938 ҫулсенче хаҫат редакцийӗсенче ӗҫлеме хатӗрлекен шкулта вӗреннӗ. 1938—1968 ҫулсенче Чӑваш АССР Министрсен Совечӗ ҫумӗнчи Радиовещанипе телевидени комитетӗнче ачасем валли паракан передачӑсен редакторӗ пулса ӗҫленӗ.
В. Эльби 1940 ҫултанпа — КПСС членӗ, 1965 ҫултанпа — СССР писателӗсен Союзӗн членӗ.
Писательницей пирвайхи калавӗсем республикӑри хаҫат-журналсенче 1946 ҫулта пичетленме пуҫланӑ. Унтанпа вӑл ҫакӑн пек кӗнекесем ҫырса кӑларчӗ: «Куҫса ҫӳрекен ҫурт» (калавсем, 1956), «Вунтӑваттӑ тултарас умӗн» (повесть, 1959), «Калавсем» (1960), «Ҫав кунсен чапӗ ҫухалмӗ» (Г. Пласкинпа пӗрле ҫырнӑ драма, 1960), «Кочующий домик» {калавсем, Детгиз, 1960), «Эпӗ халь телейлӗ» (повесть, 1963), «Аппапа пӗрле» (Марииздат, 1963), «Тӑрӑр вӑйӑ картине» (повеҫпе калав, 1964), «Чӗнтӗрлӗ кӗпер» (повеҫсем, 1967).
В. Эльби пултарулӑхӗпе тата кӗнекисемпе ҫак рецензисемпе статьясем паллаштараҫҫӗ: В. Канюков — «Рассказы Валентины Андреевой» («Литература и жизнь», 73 №, 1958), В. Компанией, Б. Калир — «Самое главное — труд человека» («Литература и жизнь», 143 №, 1960), Г. Пилеш — «Пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫ» («Ялав», 9 №, 1961), В. Алендей — «Таник телей тупать» («Эпӗ халь телейлӗ» кӗнеке ҫинчен, («Коммунизм ялавӗ», 1963, июнӗн 4-мӗшӗ), М. Юрьев — «Ачасен тусӗ» (В. Эльби 50 ҫул тултарнӑ май, Вӑрмар районӗнчи «Хӗрлӗ ялав» хаҫат, 1963, декабрей 20-мӗшӗ).

Ку статьяна М. Юрьев ҫырнӑ «Чӑваш писателӗсем» кӗнекерен илнӗ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-07-20 23:53:41 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7660 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем