Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ыйту палли (ПП)

Чӑваш чӗлхи пунктуацийӗн тӗп правилисен пайӗ.

. Ыйту паллине ыйтуллӑ прелложени хыҫҫӑн лартаҫҫӗ. Чӑваш чӗлхи ыйӑва ятарлӑ сӑмахсемпе с ыйту татӑксемпе палӑртнине ытларах килӗштерет.
Тӗслӗх:
— Эсир Кӳлхӗрри Улкашран-и? — ыйтрӗ ҫамрӑк ҫын (Кипек М.)

Асӑрхаттарнисем. 1. Ыйту самахӗсемие ыйту татӑкӗсем ыйту пӗлтерӗшне ҫухатма пултараҫҫӗ. Ун пек чух предложени хыҫҫӑн ыйту палли, лартмаҫҫӗ, сӑмахран: Тӑхта акӑ пӑртак, пурнӑҫ епле юсанса кайӗ (Л. Агаков).
2. Ыйту сӑмахӗсемпе татӑксем ҫук чух та предложени ыйттуллӑ пулма пултарать. Ыйту паллине ун пек чух предложени пӗлтерӗшӗ тӑрӑх лартаҫҫӗ. Сӑмахран: Тен, эсӗ ӳкӗнетӗн пуль, Савтепи? Тен, эсӗ йӑнашрӑн пуль? (Хв. Уяр).

. Риторикӑллӑ ыйту хыҫҫӑн (урӑхла каласан, ыйту формипе ҫирӗплетсе каланӑ чухне) пӗлтерӗше пӑхса чарӑну паллисене виҫӗ тӗрлӗ лартма юрать:
1) ыйту палли:
Хирти сарӑ чечеке ӑшӑ куҫпа кам пахмӗ? (К. Иванов).
2) кӑшкӑру палли:
Михетер. Эх, хӗр, хӗ-ӗр... хӗр-и эс! (К. Иванов).
3) ыйтупа кӑшкӑру палли:
Аслӑ калӑм эрнинче мӗнле чӑваш ӗҫмен-ши?! (К. Иванов).

10§. Союзсӑр е сыпӑнуллӑ хутлӑ предложенисем хыҫҫӑн ыйту палли ҫакӑн пек чух лартаҫҫӗ:
1) хутлӑ предложенин икӗ пайӗ те ыйтуллӑ пулсан: Сахал ҫын тӗл пулна-им пурнӑҫра — пурне те ӑҫта астуса ҫитерӗн? (А. Артемьев).
2) хутлӑ предложенин иккӗмӗш пайӗ ыйтуллӑ пулсан:
Ырӑ ҫын ачисен чӗлхи ҫемҫе, мӗншӗн савӑнмӗҫ унӑн ашшӗ-амӑшӗ? (Халӑх юрринчен).

Асӑрхаттарни. Ыйту хутлӑ предложенин пӗрремӗш пайӗнче кӑна пулсан союзсӑр е сыпӑнуллӑ хутлӑ предложени хыҫҫӑн ыйту палли лартмалла мар, сӑмахран: Миҫе хутччен каланӑ ӗнтӗ сана, мӗн чухлӗ ӳкӗтленӗ — ҫук, хӑлхана та чикесшӗн пулмарӑн (А. Артемьев).

11§. Пӑхӑнуллӑ хутлӑ предложени хыҫҫӑн ыйту паллине тӗп предложенийӗ ыйттуллӑ чухне ҫеҫ лартаҫҫӗ. Сӑмахран: Килте ватти пулсассӑн пирӗн ҫамрӑк пуҫра мӗн хуйхӑ? (Халӑх юрринчен).

12§. Пӗр йышши членлӑ предложенисенче ыйтӑва вӑйлатма ыйту паллине кашни пӗр йышши член хыҫҫӑн лартма юрать, сӑмахран: Мӗн ҫырса савӑнтартӑн ӗнтӗ ку хушӑ вулакана — калав-и? повесть-и? роман-и?

13§. Цитатӑсенче скобкӑри ыйту палли автор шухӑшӗ уҫӑмлӑ маррине е унпа килӗшме ҫуккине кӑтартать: «Союзлӑ (?) сыпӑнуллӑ хутлӑ предложение кӗрекен та, те, тата, е союзсемпе ҫыхӑнакан хутсӑр предложенисене, союзсем пӗр хут тӗл пулнӑ чухне те, запятойпа уйӑрмалла» (С. П. Горский. Чӑваш чӗлхинче чарӑну паллисем лартас йӗрке. Ш-р, 1971, 16 с.).

14§. Диалогра ыйту палли сӑмахсӑр ыйтӑва палӑртма пултарать, тӗслӗхрен: Лутра пӳллӗ, вичкӗн куҫлӑ ҫырӑ ҫын вӑл, манпа пӗр ҫулсенеллех пулас.
— Кам пултӑр вара эсир?
Вал манӑн хушаматах каларӗ.
— ?
— Тӗленмелле-и? Манӑн тата шӑллӑм пурччӗ, унӑн хушамачӗ кӑна мар, ячӗ те сирӗнниехчӗ
(Ю. Скворцов).


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Çынăм тӳрлетнӗ, информацие 2022-07-02 07:30:19 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 592 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем