Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӗлхене калаҫма тунӑ (ЧХЧЭФ)

Вырӑсла куҫмасть

Куҫару ӗҫӗ йывӑр. XVII ӗмӗрте хӑш-пӗр куҫаруҫӑ хӑй ҫине алӑ хуни те паллӑ. Апла куҫару ӗҫне хӑрушӑ та теме юрать.
Эпир хӑракан йышши мар. Пӗр чӑваш «халӑх» юмахне вырӑсла куҫаратпӑр.
Пӗр карчӑк Шупашкара кайма тухнӑ тет. Автобуса кӗрсе ларнӑ чухне ӑна алӑк хӗстресе лартнӑ.
Карчӑк:
— Ай, кута! Ай, кута!
Юнашар тӑракан хӗр:
— В Чебоксары, бабушка, в Чебоксары.
Мӗнле вара?
Ҫук, куҫмасть ку юмах вырӑсла.

«Орленок»: 20 ҫул иртсен

Асра юлнӑ темиҫе самант<<
Хура тинӗс хӗрринчи «Орленок» лагере вырнаҫса пӗтнӗ ҫӗре тӗттӗмленчӗ. Кунта, Чӑвашран аякра-аякра, пурте вырӑсла ҫеҫ калаҫаҫҫӗ.
– Наша дружина – «Стремительная», – ӑнлантарать пире вожатӑй. – Вас хочет видеть директор дружины.
Пуҫлӑхӑн йӑли ҫапла пуль – кашни делегацие кӗтсе илесси.
– Хамӑр ял! – тет хайхи директор вӑтӑр ҫынран тӑракан чӑваш ушкӑнне ыталаса. – Мӗнле килме пӗлтӗр?..
Кунта, Чӑвашран аякра-аякра, хамӑрла калаҫакан пулни самаях килӗшет пире. Кайран пӗлтӗм – пирӗн пуҫлӑхӑмӑр Куславкка чӑвашӗ, Лев Смирнов юлташ.
Темиҫе кун иртсен каллех пуҫлӑхпа калаҫмалли сиксе тухрӗ.
Эп вун виҫҫӗри ҫамрӑк ҫын. Ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере чӑвашран ӗҫчен халӑх ҫуккине пӗлетӗп эпӗ. Ҫав кунхине пӳлӗме ман тасатмаллаччӗ. Урай ҫӑвас килмен-ши, тен, ӗлкӗреймен – директор кӗчӗ тӑчӗ. Тасалӑха тӗрӗслет: «Почему не убрано?» Ним шарламасӑр шӑпӑр тытатӑп та урай шӑлма тытӑнатӑп. Директорӑн паян кӑмӑлӗ начартарах пулмалла – вӑрҫать. Пӳлӗме шӑлмалла мар, ҫумалла тет.
– Ан вӑрҫӑр-ха. Эпӗ те сирӗн пекех чӑваш, – теес килет Смирнова. Ятлама пӑрахӗ-и тен? Ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере ӗҫчен ҫук та чӑвашран. Вун виҫӗ ҫулхи ача пулсан та, ҫак чӑнлӑха лайӑх пӗлетӗп эпӗ. Ҫавӑнпа та Смирнова «Ан вӑрҫӑр-ха. Эпӗ те сирӗн пекех чӑваш», – тесе каламастӑп.
Намӑс.

Конверчӗ те чӑвашла

Эпӗ Чулхулана питӗ юрататӑп. Шупашкара кӑмӑлланӑ пекех. Унта ман юлташ нумай. Ӗлӗкрех вӗсем ман пата ахаль йышши ҫыру яратчӗҫ (халӗ эпир смс ҫӳрететпӗр). Хӑй ҫырӑвӗ вырӑслаччӗ, конверчӗ ҫинчи адресӗ чӑвашлаччӗ. Ҫырусем вырӑс хулинчен Шупашкара ҫав-ҫавах ҫитетчӗҫ.
Пирӗн почтӑна – мухтав! (Пач шӳтлемесӗр калатӑп).

Нимӗҫсен типӗ пурнӑҫӗ

2002-мӗш ҫулта икӗ нимӗҫ Шупашкара чӑваш чӗлхи вӗренме килнӗ. Вӗренӳ хӑвӑртрах пултӑр тесе апатне те чӑвашла ятлине ҫиес тенӗ.
Хӑрушӑ пӗтӗмлетӳ: нимӗҫсен, тӗпрен илсен, «Акатуй», «Шупашкар», «Нарспи», «Сетнер» эрех ӗҫсе, «Ҫавал» сигарет туртса пурӑнма тивнӗ. Сайра хутра шӑрттанпа «Нарспи и Сетнер» канфет куҫ тӗлне пулкаланӑ. Ҫавӑ ҫеҫ.
Питӗ шел чӑвашла ятлӑ апат-ҫимӗҫ пулманни. Пирӗн тӑрӑхра чӑваш сӑмахӗ хӑех япалине туянма хистет.

Шупашкарта – чӑваш, Мускавра – вырӑс, Киевра – украинец

«Ӳсен-тӑран пурнӑҫӗ» (НТВ) кӑларӑмӑн пӗр сыпӑкӗ.
П а в е л Л о б к о в: Эсир Чӑваш халӑх артисчӗ, тутар ялӗнче ҫуралнӑ…
С т а н и с л а в С а д а л ь с к и й: Аннем хохлушка.
Л о б к о в: Хӑш халӑх ҫынни эсир?
С а д а л ь с к и й: Сире мӗнли кирлӗ?
Пурте кулаҫҫӗ.
Чӑнах, мӗн вӑл национальность? Чӗлхе мар – чӑвашла пӗлмен ҫын та хӑйне чӑваш теме пултарать. Юн тӑрӑх та татса пама ҫук – сайра-им, ашшӗ-амӑшӗ чӑваш, ачи-пӑчи хӑйне вырӑс тет. Ҫуралса ӳснӗ ҫӗр-шыв та национальноҫе палӑртмасть – нумай чӑваш республика тулашӑнче пурӑнать: Тутарта, Пушкӑртра, Чӗмпӗрте, Самарта…
Национальность вӑл – туйӑм. Хӑвӑра чӑваш тесе шутлатӑр пулсан, эсир чӑваш эппин. Француз пек туятӑр пулсан, мӗнех, француз-тӑр.
Ҫыннӑн пӗр харӑсах темиҫе национальность та пулма пултарать: чӑваш та вырӑс, коми те тутар, нимӗҫ те француз. Ҫавна май пирӗн ентешӗн Станислав Садальскин шӳтӗнче тӗрӗслӗх те пур. Тепӗр чухне вӑл хӑйне чӑваш пек те туйма пултарать. Уйрӑмах Шупашкара килмессерен.

Хуй ятлӑ хулара пурӑнакана халалласа ҫырнӑ тӗрленчӗк

Китайра Хуй ятлӑ хула пур. Чӑваш чӗлхинче «хуй» сӑмах тӗл пулать: лаша хуйса кайрӗ.
Вырӑс чӗлхин ҫакӑн евӗр янӑракан сӑмахне ҫырас та, калас та килмест. Ытла та киревсӗр вӑл.
Филологшӑн усал сӑмах ҫук. Вырӑс чӗлхеҫисем кун йышши сӑмаха юлашки вӑхӑтра нумай тӗпчеҫҫӗ, мехел ҫитерсе ҫине-ҫине ятарлӑ словарь кӑлараҫҫӗ.
Эпир пӗр кӗнеке те хатӗрлейрес ҫук, мӗншӗн тесен пирӗн чӗлхере усал сӑмах тӗл пулмасть. Ҫавӑнпа вырӑса кивҫен кайма тивет. (Каймасан лайӑхрах).
…Вырӑс журналисчӗ телевизорпа Китайра вырнаҫнӑ темле Фуй хули ҫинчен каласа парать. Сапӑр шкул ачи ҫыру ӗҫӗнче «хуй» сӑмаха «ӗрӗх» синонимпа ылмаштарса ҫырать: лаша ӗрӗхсе кайрӗ. Вӗрентекен темскéр каласа вӑрҫасран шикленет-тӗр.

«Бист ду?»

Тӑваттӗмӗшсем нимӗҫле калаҫма хӑнӑхаҫҫӗ. «Их бин», – тет вӗрентекен. «Их бин», – теҫҫӗ ачасем. «Бист ду?» – вӗрентет учитель. Ачасем шӑп. «Бист ду?» Ачасем каллех чӗнмеҫҫӗ. Вырӑсла пӗлни чӑрмантарать вӗсене ҫак самантра. Тепӗр чӗлхе витӗмӗ.
Тепӗр чӗлхе витӗмӗ пур чухне те капла киревсӗр мар. Ар ҫыннисем халӗ хӗр ҫине авланма тытӑнчӗҫ. Тахҫан качча илетчӗҫ. Икӗ ҫын пыраҫҫӗ. Ӗлӗкрех икӗ ҫын пыратчӗ. Эпир халӗ юлташпа пуян, юлташран мар. Апла-капла каласан та ӑнланмалла та темех мар пек. Пуплев кӑмӑллӑхӗ ҫухалать ӗнтӗ.
Ну «бист ду» тени вара нимӗҫле ирӗклӗ калаҫма пӗлмесен чӑн та киревсӗр илтӗнет.

Калама юраман сӑмах усалланса кайни ҫинчен

Ку тӗрленчӗке ҫырасшӑн та марччӗ. Анчах эпӗ пӗлетӗп: «Пирӗн чӗлхере те усал сӑмах пур вӗт-ха, – тейӗр эсир. – Тӗслӗхрен, к…»
Вӑл усал сӑмах мар. Хӑй вӑхӑтӗнче ӑна кашни пӗле тӑркачах калама юрман. Ӑслӑлӑхра ҫакна табý теҫҫӗ. Кайран Тӑван ҫӗр-шывӑн аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ, нумай чӑваш ар ҫынни вырӑспа пӗрле тӑшмана хирӗҫ тухнӑ. Вырӑссем усал сӑмах каласа вӑрҫма юратнӑ. Чӑвашсем шутланӑ вара: пирӗн хамӑрӑн та ҫакӑн пек сӑмах ҫук-и? Вара хайхи леш сӑмахӗ аса килнӗ те.
Сӑмахӗ айӑплӑ мар. Эпир хамӑр пӑсӑк.

Икӗ чӗлхеллӗ хӑма

Шупашкар вӑл музей пек: унта каян – палӑк, кунта пӑхан – асӑну хӑми:
«Ҫак ҫуртра чӑваш халӑх поэчӗ Ухсай Яккӑвӗ ӗҫлесе пурӑннӑ
В этом доме работал и жил народный поэт Чувашии Яков Ухсай»
Вара ҫурчӗпе юнашар иртсе пынӑ чухне тӳрех унӑн сӑввине аса илетӗн:

Юратрӑм эп, хирсем, сире,
Сана та, сӗм хура вӑрман.
Нихҫан та шухӑ чӗрере
Ку юрату ҫухалмӗ ман…

Пирӗн хутлӑхра асӑну хӑмине тӳрех чӑвашла-вырӑсла ҫыраҫҫӗ. Ку вӑл икӗ чӗлхи те пӗр тан тесе ҫирӗплетекен ырӑ йӑла. Чӑваш чӗлхи чул ҫи ҫырӑвӗнче питӗ хитре те ҫыпӑҫуллӑ, мӑнаҫлӑ курӑнать. Ытти чухне те пирӗн хутшӑну вырӑслипе пӗрлех чӑвашла та пулинччӗ!.. Асӑну хӑмипе троллейбусра кӑна мар.
Ура тапса, пуҫа ухса
Сире мухтатӑп эп, Ухсай!
Вӑйлӑ вӗт.

Лев Толстой тата глобализаци

Лев Николаевич хӑйӗн тӑватӑ кӗнекерен тӑракан «Вӑрҫӑ тата тӗнче» романне алӑпа ултӑ хут куҫарса ҫырнӑ. (Эсир ӑна вуласа тухнӑ-и-ха?) Кӗнекери предложенийӗсем вӑрӑм, ҫуршар страница таран: Ун пек вӑрӑм ҫырма пултаракан ҫынна ӑслӑ теҫҫӗ.
Эпир глобализаци тапхӑрӗнче пурӑнатпӑр. Пурнӑҫ хӑвӑртлӑхӗ пысӑк. Ирхине Хусанта кофе ӗҫрӗм, кӑнтӑрла Мускавра уҫӑлса ҫӳрерӗм, каҫхине Рейкьявика ҫитрӗм…
Глобализаци этемлӗхӗн пур хутлӑхӗнче те йӗр хӑварать. Чӗлхере те. Чӑвашла менеджмент, кастинг; вырӑсла каллех менеджмент, кастинг; акӑлчанла та mana…
Ку ҫеҫ те мар: пуплев те палӑрмаллах кӗскелет. Лев Николаевич хальхи вӑхӑтра пурӑннӑ пулсан хӑйӗн романне пӗр кӗнекенех вырнаҫтарӗччӗ пуль.

Икӗ тӗнче – икӗ ачалӑх

Пӗр чӑваш ялӗнче пурӑнакан хӗрарӑм, тахҫан ӗне сӑвакан пулса ӗҫленӗскер, хӑйӗн ачи-пӑчине тӳрех вырӑсла вӗрентет: «Патшалӑх валли ҫуратнӑ». Кун пеккине курнӑ-ха. Сӑмахран, район центрӗнче, уйрӑмах икӗ хутлӑ ҫуртра пурнакан хушшинче. Пур ҫавӑн пек йӑла. Анчах ку ялӗ центртан вунӑ ҫухрӑмра вырнаҫнӑ.
Ҫав хушӑрах. «Мӗнле майпа, – тет ман Шупашкарти тепӗр пӗлӗш, – Хамӑн Ачапа ют чӗлхепе калаҫас-ха? Ӑнланмастӑп». Вара вырӑсланнӑ Шупашкарта ачисемпе чӑвашлах калаҫать.
Философсем пурнӑҫ тӗшши пирки тавлашаҫҫӗ, эпир ӗҫлессишӗн, хитрелӗхшӗн, хамӑр чуна аталантарассишӗн пурнатпӑр теҫҫӗ. Ҫут ҫанталӑк философине ӑнланмасть. Вӑл тахҫанах тӗв туса хунӑ: пурнӑҫ тӗшши – ача-пӑчара.

Чи хитре чӗлхе

Пире чӑваш чӗлхи тӗнчепе паллаштарнӑ, ӑс-тӑн панӑ, ҫын тунӑ. Эпир тӗнчепе паллашрӑмӑр, ӑслӑ-тӑнлӑ пултӑмӑр, ҫынна тухрӑмӑр. Вӑхӑт ҫитрӗ, халӗ пирӗн хамӑрӑн чӑваш чӗлхине тав тумалла. Вӑл ҫавӑн пек хисепе тивӗҫ.


 
Категорисем: Чи хитре чӗлхе
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-03-28 16:41:35 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3486 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем