Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑрӑшкасси (Урхас Кушкӑ ял тӑрӑхӗ)

Чӑрӑшкасси
Чӑрӑшкасси ялӗ, ваттисем каланӑ тӑрӑх, 1600 ҫулта пуҫланнӑ. Малтан ял вырӑннӗнче сӗм вӑрман кашласа ларнӑ пулать. Вара чухӑнсем пуянсем патӗнче пурнӑҫ йывӑррипе тарса килсе пӗчӗк хӳмесем лартнӑ. Мӗншӗн чухӑнсем вӑрмана тарса килнӗ-ха? Мӗншӗн тессен чухӑн тавраш иртен пуҫласа мӗн каҫчен ӗҫлесен те хӑйне валли пусмӑрласа ҫитернипе чухӑнсем пӗрерӗн-пӗрерӗн ялтан тарса кайнӑ.
Ҫапла вара сӗм вӑрман вырӑнӗнчен пӗчӗк ял пуҫланса кайнӑ. Мӗнле вырӑна килсе ларнӑ-ха халӑх? Йӗри-тавра вӑрман. Ҫав вӑрманта тӑп-тӑрӑ ҫӑл шывӗ юхса выртнӑ пулнӑ. Вара ҫав ҫӑл тавра чухӑнсем вырнаҫнӑ. Ҫӑл шывӗ питӗ сивӗ пулнӑ. Малтан ялта вун ик кил пулнӑ. Вӑл вӑхӑтра таврара вӑрӑ-хурахсем питӗ алхасса ҫӳренӗ, вара ҫавсем яла пырса тухнӑ та вут ертсе хӑварнӑ. Яла ҫунтарса янӑ хыҫҫӑн ял халӑхе урӑх вырӑна куҫса кайнӑ. Каллех вӗсем шыв ҫывӑхнелле пурӑнма вырнаҫнӑ. Вара ку хутӗнче ҫуртсене хальхи планпа лартнӑ.
Ялта тӗне кӗнӗ ҫын пӗр ҫын пулнӑ. Вӑл Нюркке ятлӑ пулнӑ. Каярахпа ҫав Нюркке хӑйӗн ятне улӑштарнӑ, Нюрккерен Юрий пулнӑ. Вара ҫапла ҫав пӗчӗк ялта Юрков йӑхӗ пуҫланса кайнӑ. Мӗншӗн яла Чӑрӑшкасси тесе ят панӑ-ха? Мӗншӗн тесен ӗлӗк Чӑрӑшкасси вырӑнӗнче чӑрӑшсем питӗ нумай пулнӑ, ҫавӑнпа яла Чӑрӑшкасси ят панӑ.

1979 ҫ. Чр Куславкка р-чи Черешкассинче Л. Юркова пухса хатӗрленӗ. ЧПГӐИ, I, 631, 1-4 л.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Kharima тӳрлетнӗ, информацие 2017-03-10 09:39:49 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 1562 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем