Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чи лайӑх шкулта — практикӑра

Вӗрентекен… Кам вǎл? Ачасене пӗлӳ тӗнчине ҫавǎтса кӗрекен, вӗсене ǎc парас тесе ырми-канми тǎрǎшакан ҫын. Практикǎна часрах каяс тесе ӗмӗтленекенсем хамǎра терӗслеме Шупашкарти 1-мӗш гимназие ҫул тытрǎмǎр. Сǎмах май каласан, ҫак вӗренӳ учрежденийӗ кǎҫал «Шупашкарти чи лайǎх шкул» ята тивӗҫнӗ. Кунта шкул пурнǎҫӗ вӗресе тǎрать темелле: тӗрлӗ олимпиадǎсене, турнирсене, проектсене хутшǎнса малти вырǎнсене йышǎҫҫӗ. Кунта, паллах, вӗрентекенсен тӳпи пысǎк.
Практика пуҫланиччен хула ачисене чǎвашла мӗнле вӗрентмелле тесе шухǎшлаттǎмǎр. Шкулта уроксем итленӗ хыҫҫǎн куҫ умне пачах урǎх ӳкерчӗк тухса тǎчӗ: ачасем тǎрǎшсах калаҫаҫҫӗ, чǎвашла пӗлеҫҫӗ, вӗсене ытларах хавхалантарма, ӗҫлеттерме пӗлмелле ҫеҫ. Хаҫат валли сǎвǎ-калав, юмах е кроссворд йӗркелеме сӗнтӗмӗр. Пуҫланчӗ вара ӗҫ! Пӗр сǎвǎ хыҫҫǎн тепӗр сǎвǎ, калав хыҫҫǎн калав, кроссворд пухǎнчӗҫ, нумайǎшӗ хаҫатра пичетленсе тухрӗҫ. Хаҫатра хǎйӗн ятне курсан мӗнле савǎнчӗ Кристина Васильева, 4 «б» класс вӗренекенӗ! Ара, хǎех ӗҫленӗ-ҫке, никам та пулǎшман, ҫемьере чǎвашла пӗлекен те ҫук! «Ҫамрǎксен хаҫачӗ» тухасса пурте чǎтǎмсǎррǎн кӗтрӗҫ.
Ачасемпе пӗр чӗлхе тупасси пысǎк исскуство. Акǎ пӗр ача анекдот калассишӗн ҫунса ларать, урок ирттерме кансӗрлет. Ирӗк илсен, сǎмахсене юлташӗсем пулǎшнипе куҫарчӗ, анекдотне каласа пачӗ те шǎпланчӗ. Урок аванах иртсе кайрӗ.
Практика вǎхǎтӗнче класс ертӳҫи те пулса куртǎмǎр. Ачасемпе «Класс презентацийӗ», «Эпир - пулас олимпиецсем» мероприятисем хатӗрлерӗмӗр. Практика вǎхǎтǎнче ачасем те пире хǎнǎхрӗҫ, эпир те вӗсене юратма пуҫларǎмǎр. Юлашкинчен: «Ан кайǎр, эсирех вӗрентӗр!» - тесе йǎлǎнакансем те пулчӗҫ. Практика савǎнǎҫлǎ иртсе кайрӗ. Халӗ вара хавас ачасем аса килеҫҫӗ. Каллех шкула, ачасем патне каяс килет, анчах та вӗренмелле! Тата тепӗр ҫул ǎс пухмалла.

Студенцова Алина, 14-04


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-09-16 18:29:47 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3349 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем