Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чечек (М. Удалов, VIII пай)

Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.



Уяр кун килнӗ аслати пек
Ирех пит ахӑрчӗ хыпар.
Ӑш ҫуннипе чӗлхе те типӗ —
Ахлатрӗ пӗтӗм Шуршувар.
Ял-йыш аптранӑ: ӗмӗрне
Кӳрши-арши пӗр-пӗрине,
Ыррисӗр, нимӗн те сунман.
Хӑш чух кӳрентерни пулсан та,
Ҫилленнипе ӑш-чик тулсан та
Ҫул урлӑ вӑрттӑн юнаман.
Усал ӗҫ. Вӑл чуна хӑратрӗ;
Пулса тухни яла хумхатрӗ.

Калаҫура — ҫав ҫын шӑпи —
Унран иртеймӗн нихӑҫан.
«Ҫапла пул, ку пул» — хушӑп-и?
Ҫук, ҫук: ялан эс курнӑҫан.
Вилетӗн те выртан каска пек;
Ҫынсен вара пӗр калаҫу:
«Ҫапла этемӗн ӑраскалӗ —
Паян сывлать, ыран, тен, — ҫук».
Тӑраҫҫӗ йышӗсем, пуҫ уснӑ.
Пит ылханаҫҫӗ хураха.
Ак ял-йышне те шухӑш пуснӑ;
«Таса пулсассӑн ҫеҫ паха».

Тӑмасть ял-йышӗ кӑнн кӑнса.
Сӗрлет, шавлать: «Вӗлернӗ, ах!»
Кураҫҫӗ: витере чӑнах
Ухтер тӑрать-мӗн ҫакӑнса.
«Пит йӑсӑрланчӗ тӗтӗм пек,
Шӑлт чыхӑнтарчӗ ял-йӑхне.
Тен, ҫак илемсӗр вилӗмпе
Халь каҫарттарчӗ ҫылӑхне».
Усал ӗҫ питӗ тӗлӗнтерчӗ;
Вӑл хуҫрӗ ялӑн кӑмӑлне.
Килтисене вӑл ҫӳҫентерчӗ:
«Мӗнле калас-ха ывӑлне?»

«Кавруҫ, — йӑсларӗ ватӑ карчӑк, —
Никам та унсӑр пултарман!»
«Сӑлтавсӑр мар пуль ят кӑларчӗ, —
Шутлать ял-йыш. — Ма-ха тарман?»
Каллех ӑсра вӑл иккӗленӗ:
«Тен, хур тунишӗн тавӑрать?
Пулмарӗ вилӗм тӗлленӳ».
Пуҫа леш карчӑк ҫавӑрать:
«Ҫавах! Ӑнпа вӑл чалӑш-тӗлӗш,
Унпа вӑрман хурахӗ пӗлӗш!»
Ял-йыш тӑрать шӑлт аптраса:
«Кавруҫ ял умӗнче таса».

Ҫынсем ак кайрӗҫ хумханса,
Кашни этемӗн кӑмӑл тӗрлӗ:
Пӗри ак аслати пек кӗрлӗ,
Тепри ахаль тӑрать, канса.
Кавруҫшӑн чухӑнсем тӑраҫҫӗ:
«Хураймӑр, — теҫҫӗ, — кӑкарса!»
Ухтер майли те пур — ураҫҫӗ,
Хапха пек ҫӑварне карса:
«Тытса килес те тӑратас
Ӑна халь халӑх, тур умне!
Хурах, вӗлерекен — ватас!
Тӑкас ун йӗрӗнчӗк юнне!»

Хыпар — юмах-сӑмах апачӗ:
Пуҫлаҫ, пӗлсе тӑр, ваклама.
Паян та вӑл, ак, йӳтӗм пачӗ
Шӑп тултармалӑх урама.
Ирхи хыпар ӑша ҫунтарчӗ,
Сӳнмерӗ ҫулӑм чӗрере.
«Каллех, каллех телей юнтарчӗ,
Йӑванчӗ шанчӑк та ҫӗре...»
Ял ыйӑхра; сӗм каҫ; лӗп ҫилӗ
Питрен йӑвашшӑн ачашлать.
Анчах куҫ умӗнче ун... вилӗ.
Чуна салху кӑшлать... кӑшлать.

Чечекӗн хурлӑх; кӑкӑрта
Тӑрать чул евӗр: пысӑк, йывӑр.
Ниҫта тухма ҫук — пӑчӑ, тӑвӑр:
Йӗри-тавра хӳме, карта.
Кавруҫ умра. «Ах, мӗн калас,
Мӗнле сӑмах тупсан чун канӗ?
Савни... Куҫран мӗнле пӑхас,
Те макӑрсан чӗре лӑпланӗ?»
Кавруҫ чӗнмест. Вӑл тупаймарӗ
Хӗре йӑпатакан сӑмах.
Ҫук, ниепле те хайламарӗ,
Уҫмарӗ тӗрӗс тупсӑма.

Сӳсленчӗ чунӗ хурлӑ хӗрӗн;
Халь ҫук пек пурнӑҫра тӗллев, —
Ҫавна сиссессӗн вӑрттӑн йӗрӗн, —
Пуҫра вырнаҫнӑ пек вӗлле.
Анчах чун сӳсленни самантлӑх —
Вӑл тӑтӑш мар-ха, вӑл иртет.
Ҫынна ялан мӗн илӗртет? —
Илемлӗ пурнӑҫ: канӑҫ, хӑтлӑх.
Ҫапах та суракан чӗри
Ӑс хушнине халь парӑнмарӗ:
Кӳреннӗ кӑмӑл ҫаврӑнмарӗ,
Пӑлханчӗ чунӗ ҫав тери.
Ӑшра йӗксӳ Чечекӗн тулчӗ, —
Ҫук, ҫук, пулмарӗ ятлаҫу, —
Тен, ҫавӑнпа вӗсен халь пулчӗ
Хӗрӳллӗ, тӳрӗ калаҫу.
«Кавруҫ, — тет хӗр, — кала, кала,
Мана эс мӗншӗн хӗрхенмерӗн,
Кӑшт та пулин аса илмерӗн,
Сӑмах тытмарӑн манпала.
Тен, кӑварланнӑ чӗрӳпе,
Ытла чарусӑр хӗрнипе
Усал ӗҫ турӑн? Ҫырлахма
Шутларӑн имӗш. Эс ухмах!

Ман ятӑма ан варала,
Тискерлӗхе ҫӑварлӑхла.
Ял-йыш пуплет: «Кавруҫ туслашнӑ
Халь аскӑн вӑрӑ-хурахпа».
Йӗри-тавра яту сан кайнӑ
Ылханлӑ, йывӑр сӑмахпа.
Кайсам кунтан, эс кӑлӑх килнӗ,
Эс маншӑн пӗтнӗ, ҫуннӑ, вилнӗ.
Итле, ман ӗмӗт, манӑн шанчӑк
Килми ҫухалчӗ. Уласа
Йӗрет чӗрем. Ман хурлӑх — анчӑк:
Чуна юнларӗ туласа».

Кавруҫ курать: хӗр пит пӑлхавлӑ, —
Тӑрать куҫҫуль халь юхтарса, —
Вӑл ҫавӑнпа пит асӑрхавлӑ
Каларӗ ӑс-тӑн пуҫтарса:
«Сӑлтавӗ пур сан ҫилленме.
Пӗлетӗп, пин хут пуҫ ҫапсан та,
Сан умӑнта эп макӑрсан та,
Эс пултараймӑн ӗненме.
Ҫапах пӗлсе тар: ҫук ман айӑп, —
Хӑвах эс пӑх-ха шутласа, —
Тен, ҫын пӗлмен ҫӗре эп кайӑп,
Анчах ман чун-чӗрем таса».

Сӑмах чунран тухать — вӗри,
Анчах та Чечеке чӗртмерӗ.
Ытла та хытӑ-ҫке чӗри —
Сӑмах хӗлхемӗ ҫемҫетмерӗ.
Ах, хӗр чӗри пит тараватлӑ:
Ялан ыр вырӑн тупӑнать.
Ӗненекен этемшӗн хӑтлӑх,
Иккӗленсессӗн, хупӑнать.
Хӗре, куҫҫульсӗр йӗресрен,
Хӑй тивӗҫлӗхе ҫеҫ хӑтарчӗ...
Кавруҫ сӑнне асра хӑварчӗ —
Таса, чи вӑрттӑн кӗтесре.

Чуна халь хурлӑх ҫӗмӗрет;
Кавруҫ ҫулне вӑл урлӑ пӳлчӗ,
Вӑрларӗ ҫамрӑк ӗмӗре,
Асапланма ӑна вӑл кӳлчӗ.
Кам курӗ санӑн инкекне,
Пырса ларса кам лӑплантарӗ,
Кӑтартӗ ырлӑхӑн сӑнне,
Ыр хыпарпа кам савӑнтарӗ?
Ку ҫын — пӗртен-пӗр асламу;
Ҫав ҫех халь чӑнлӑха пӗлтерӗ.
Вӑл саншӑн чикӗсӗр тӗп мул;
Ӑшри пӑрна ҫав ирӗлтерӗ.


Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-04-18 18:10:10 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2586 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем