Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чечек (М. Удалов, IX пай)

Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.



Васса сыв пуллашать ялпа;
Сӑмах вӗҫлет вл халалпа:
«Чӗрӳсене ан ыраттарӑр,
Чуна ан пӑсӑр хурланса.
Ан кайӑр ман хала манса:
Ман пурнӑҫ вӗҫленсен, вырттарӑр
Упӑшкампа шат юнашар —
Пӗрле лере те танлашар.
Пӗлетӗп, манӑн вилӗм ҫитрӗ.
Мӗн тӑвӑн-ха, эп йышӑнатӑп.
Тепле пулсан та пурнӑҫ иртрӗ
Таса, типтерлӗ. Ӑшӑнатӑп

Ҫав шухӑшпа паян, Каҫарӑр
Сире кӳрентерни пулсан.
Ах, Туррӑм, кӑмӑлна эс ҫавӑр
Ман шӑлӑнмасӑр ҫӳп юлсан.
Куҫҫульсӗр хупӑнать ман куҫ —
Эп ҫырлахап, анчах пӗччен
Тӑрса юлать-ҫке-ха Кавруҫ...
Ӑна курасчӗ виличчен».
Сас илтӗнчӗ: килет хайхи;
Хапха, ак, уҫӑлса шалтлатрӗ.
Кавруҫ чӗнмест... Ӑна хуйхи,
Тен, хӗрхенмесӗрех ҫаклатрӗ?

Кӗтет асламӑшӗ, кӗтет,
Куҫне вӑл вӑрттӑн типӗтет.
Тӑрсан-тӑрсан Кавруҫ йӑл кулчӗ —
Чунне вӑл ячӗ ҫемҫетсе.
«Кавруҫ, Кавруҫ, кала, мӗн пулчӗ,
Ӑҫта эс пурӑнтӑн ҫӗтсе?»
«Ах, асаннем, йӑлтах аташрӑм...
Пит ылханаҫҫӗ, хӑв пӗлетӗн.
Пӗр эс кӑна мана пиллетӗн.
Телейӗмпе эп сыв пуллашрӑм.
Ял-йышшӑн эп паян — хурах...
Тухас пулать ман Атӑлах».

«Мӑнукӑм, ҫамрӑк эс, тӗреклӗ,
Сан пӗтӗм пурнӑҫу малтан
Ялан хӑвна хӑв тыт ӗретлӗ
Эс ҫын ҫинче, ӗҫре, ҫулта.
Пулать вӑл: хуҫӑлӗ сан кӑмӑл,
Чуна, тен, пуҫлӗ пӑлхатма.
Ҫумра чӑн тус пулсассӑн ҫӑмӑл:
Вӑл ҫеҫ пултарӗ йӑпатма.
Нихҫан та туслӑх ан хуплантӑр,
Чӑн пултӑр хушӑрта тату.
Сан чӗрӳнте ялан упрантӑр
Таса, илемлӗ юрату.

Ашра тапраннӑ тӑвӑла
Юратупа ачашлӑх чарӗҫ,
Вӗсем ыр пурнӑҫа пуҫарӗҫ,
Ҫынсемшӗн уҫӗҫ кӑмӑла.
Хӑвах пӗлетӗн: хӗл иртсессӗн
Килет ҫурхи кун йӑл кулса,
Сип-симӗспе ҫӗр витӗнсессӗн
Янрать кун ырлӑхпа тулса.
Анчах та пурӑнӑҫ — сукмак.
Хӑш чух вӑл палӑрса та выртмӗ.
Утма пӗлеймесен — ухмах.
Ун чух сана такам та ҫыртӗ.

Хӑш чух вал пурнӑҫ — хур та терт:
Ӑҫта пӑрнатӑн — ҫул тискер.
Чуна вӑл касӗ, ҫӳҫентерӗ.
Лӑпланӑн ӑс-хална пухса,
Тен, урӑм-сурӑм тӗлӗнтерӗ,
Сасартӑк умӑнта тухса.
Юри кӳрентерме шӑл йӗрӗҫ
Ӑҫтиҫуксем; ахаль ан хирӗҫ —
Хӑв ӑсупа хӑв пул хуҫа.
Эс тӗтрене сирсе ан хӑшкӑл,
Сӑлтав пулса ан тӑтӑр мӑшкӑл,
Сая яма хастар пуҫа.
Санпа ман пурӑнӑҫ тивлетлӗ —
Эс пултӑн маншӑн йӑпану...
Эс чирлесен пулман кану.
Мӗн чухлӗ минтере йӗпетнӗ
Вӗри куҫҫульпеле ҫӗрле
Эп тулнӑ уйӑхпа пӗрле?
Сахал-и ыйӑха курмасӑр,
Эп сӑпкунтан самант хӑпмасӑр,
Куҫа хупмасӑр, сиктерсе
Ҫӗр каҫиччен-ҫке лӑплантарнӑ,
Усалсенчен те хӳтерсе,
Телейлӗ тӗлӗкпе кантарнӑ.

Ялта хӑрушӑ халь... Ҫӳре,
Ӑраскална шыра, тен, тупӑн.
Ун хыҫҫӑн эс тем чухлӗ чупӑн,
Анчах тӗл пулӑн-ши тӳрех?
Сисеп, пӗлетӗн: эсӗ тимлӗ —
Санра ман юн, санра ман хӗм.
Ҫулне кӑтартӗ пӳлӗхӗм.
Таҫта та пултӑр саншӑн пиллӗх.
Пӗл, асламу нихҫан та манмӗ.
Халь ватӑлтӑм, кӗтет масар.
Сан телее эп курмасан,
Леш тӗнчере те чунӑм канмӗ...»

Каллех Кавруҫ юлать пӗччен.
Ӑшра асаплӑх: йывӑр чул пек
Вӑл пусарать. Ах, хӑш енчен
Ҫитсе, халь перӗнӗ те чупӗ
Ун ӑраскалӗн пайӑрки,
Ӑҫта Кавруҫ ун хыҫҫӑн кайӗ,
Ӑҫта ҫитсе пуҫне вӑл тайӗ,
Ӑна кам парӗ ҫул курки?
Пуҫ ҫаврӑнать; умри тӗссем
Иртеҫҫӗ тарӑн картланмасӑр...
Шат юнашар пырса лармасӑр,
Шӑпи кулать куҫа хӗссе.
Вӑрман асамлӑн тӗлӗрет...

Хускалчӗ те сывларӗ ассӑн.
Сӗм тӗттӗмре тӳлеккӗн, сассӑр
Каҫхи ҫил сӳрӗккӗн ҫӳрет.
Ват хурама, ак, тӑнк тӑрать пек,
Сӑнать пек вӑрттӑн, пытанса,
Таҫта ват ӳхӗ ӳхӗрет пек,
Те хурланса, те ылханса.
Каҫра мӑш-мӑш: чуна та илӗ...
Шевле вылять ҫут хӗҫӗпе.
Пите шӑлать пек кӑнтӑр ҫилӗ
Ҫемҫе тӗк тутӑр вӗҫӗпе.
Вӑрман чӑн тус; вӑл хӳтӗлесшӗн —
Ыйха каймасӑр хураллать.
Иртнисене Кавруҫ йӗрлесшӗн.
Ӑс алипе ӑна аллать.
Анчах нумайӑшӗ, — мӗн тӑвӑн? —
Юлмарӗ шӑтӑк алӑра.
«Ҫапах та, ӗмӗтӗм, ан ывӑн,
Чупах хамран та маларах».
Кавруҫ ҫыврать... Сывларӗ ассӑн,
Вӑл канӑҫланчӗ-мӗн тинех...
Вӑранчӗ те, хӗвел тухсассӑн,
Вӑл тухрӗ Аслӑ ҫул ҫине.

Ак ҫитрӗ ир; сӗм тӗттӗм кайрӗ —
Кӗрсе вырнаҫрӗ ҫурӑка.
Ҫил йывӑҫ тӑррине лӑскарӗ,
Йӗпетрӗ сывлӑм курӑка.
Кавруҫ утать; ҫап-ҫутӑ кун
Ӑна ыр кӑмӑлпа пиллерӗ,
Анчах ун хуйхине сисмерӗ —
Сӳнмерӗ ҫулӑм ӑшӗнче.
Ҫӑл куҫӗнчен выртса шыв ӗҫрӗ:
«Тен, сивӗнӗ хӗмленнӗ чун».
Ӑҫта-ха шухӑшӗ ун вӗҫрӗ.
«Чӗрем, — тет вӑл, — ытла ан ҫун».


Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-04-18 18:46:03 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3289 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем