Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Челепи (Г. Юмарт)

Хаҫ папай та Эссепе,
Е Мехмет ятпа ҫӳретӗн,
Ӑсупа та ӗҫупе
Ҫур пин ҫул тӗлӗнтеретӗн.

Тымару сан хамӑрта,
Чӑвашран ӳтленнӗ эсӗ.
Вил тӑпру – ют масарта,
Ют масар - тутар кӗтесӗ.

Эс тухса мӑсӑльмана
Ун тӗнне мухтанӑ, сарнӑ.
Пӗтӗмпех тӑван ялна
Ислама кӗртме пултарнӑ.

Пулнӑ эсӗ Меккӑра,
Мӑхамет ҫӗрне пуҫ тайнӑ.
Стамбула юлса вара
Ӑс пухса ҫынна ӑс панӑ.

Эс каланӑ: пул ӗҫчен,
Чун илемӗ вӑл — сӑпайлӑх...
Кӗнеке те ун ҫинчен
Эс ҫырса хӑварнӑ лайӑх.

Челепи – сан тӗп яту,
Сулейман патшан ыр хакӗ.
Ятунта – сан хӑвату,
Ҫав хӑват – чӑваш ахахӗ.

Таврӑнсан пӑхатӑн та –
Аллаха ялу йӑлт маннӑ.
Юлмасан та ялунта
Пулмӑн эс чӑваш тӑшманӗ.

Кам кама пуҫ ҫапасси –
Ҫыннӑн ирӗкӗ вӑл теҫҫӗ.
Ҫураҫулӑх тупасси –
Акӑ мӗн сӑваплӑ теҫҫӗ.

Эс тахҫан хайланине,
Ах, тупасчӗ те вуласчӗ.
Ыр сунса каланине
Халӗ ман ӑша хывасчӗ...

Геннадий Юмарт
Сӑвва «Хыпар», 87№ (2008, ҫу, 5) хаҫатран илнӗ


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-05-14 20:11:35 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2227 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем