Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Тумлам шыв та тинӗсе пулӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Х (ЙЧХСПС)

Йут чӗлхесенчен хутшӑннӑ сӑмахсен пӑчӗк словарӗн пайӗ

Хаккультет — ним. — Универҫиттетӑн пӗр пайӗ: пӗр тӗрлӗ науккӑсене вӗрентекен аслӑ шкул пек пулса тӑрать.
Хаккир — Интири ыйткаласа ҫӳрекен манах, тӗрлӗ хвоккуссем тӑвакан.
Хактӑ — лат. — Чӑн пулнӑ йапала.
Хактӑр — лат. — 1) Суту илӳре — суттӑвакана таварсем тупса паракан. 2) Типпокрахвисенче — ӗҫе астуса, пӑхса пыракан. 3) Пӗр-пӗр ӗҫе, йавленине, сопыттине вӑй парса пыракан услови.
Хапрӑк — лат. — Ӗҫе машшинсемпе тӑтакан, нумай ӗҫлекенлӗ пысӑк претприйатти: таварсене рынӑк валли хатӗрлени хапрӑкӑн ремеслерен уйӑрӑлса тӑракан палли.
Хаприккат — Хапрӑк протукчӗ, хапрӑк хатӗрлекен таварсем.
Хаҫат — ит. — Кашни кун, йе ернере пӗр хутран сайра мар тухса тӑракан, пӗр йатлӑ, номерлене хут: тӗнчере мӗн пулнине пӗлтерсе, хальхи вӑхӑтӑн ыйтӑвӗсене тӗрлӗ йенчен кӑтартса пырать.
Халат — ар. — Ҫийелтен тӑхӑнмалли, сӑкман майлӑ, ҫӳхе, илемлӗ тумтир, вырӑссен — ҫемҫе йапаларан ҫӗлетнӗ, шалпар, пӳртре тӑхӑнакан йарт тумтир.
Хамили — лат. — 1) Ҫемйе, ӑратне; ӑратнене кӗрекен пур членӗсем; 2) ҫемйери, ӑратнери ҫынсен хушамач 3) кирек мӗнле хушамат.
Ханатьик — Пӗр итейӑпа анчах, ытти ҫинчен ним шухӑшламасӑр пурӑнакан ҫын.
Ханаттисӑм — Пӗтӗм пурӑнӑҫа пӗр итейӑна пӑхӑнтарса, пӗр шухӑшламасӑр, ҫав итейӑшӑн анчах тӑрӑшша пурӑнни.
Ханттаҫи — крек. — 1) Пур-ҫук йапаласем ҫинчен чарусӑр шухӑшласа кайни; 2) шухӑш, йумах, тӗрӗс мар, чӑн пулма пултарайман йапала.
Характӗр — крек. — 1) Пӗр-пӗр ҫыннӑн, халӑхӑн, йе урӑх йапалан ытти ҫавӑн пек йапаласенчен ӑрасна палӑрса тӑракан ӑшри качӗствӑсем; 2) ҫыннӑн кӑмӑлӗ; 3) нимле чарусене те пӑхмасӑр хӑй ирӗкне кӑтартма пултарни; ирӗкӗн, кӑмӑлӑн вӑйӗ.
Хариҫҫей — крек. — Икӗ питлӗ, ултавҫӑ ҫын.
Хаос — крек. — Йӗркесӗрлӗх, пӑтранчӑк, ним йӗрки-паллине тупма ҫукки.
Хуҫа — 1) Пӗр-пӗр йапалана ҫын ку манӑн йапала тет пулсан, ҫав йапала чӑнахах та унӑн пулсан, — ҫав ҫын ҫав йапалан хуҫи пулать. 2) Пуйан ҫын, хӑй аллинче нумай йапала тытакан.
Хуҫайствӑ — 1) Пӗр хуҫа аллинче тӑракан, ыттисенчен уйрӑм, происвотствӑ йетинитси (хресчен хуҫайстви). 2) Опчӗствӑн происвотствӑ тӗлӗшӗнчен уйрӑм паллӑ тӑракан пайӗ (йалхуҫайстви). 3) Етем опчӗствин историнче происвотствӑ тӗлӗшӗнчен ытти вӑхӑтсенчен уйрӑм паллӑ тӑракан вӑхӑтӑн йӗркисем (каппитталисӑмла хуҫайствӑ, крепӗҫ хуҫайстви т. ы.).
Хункси — дат. — 1) Хиҫиолокинче — оркӑнсем ӗҫлени. 2) тӑвас ӗҫ 3) мӗлле те пулин мехханисӑмӑн, йе вӑйӑн ӗҫӗ.
Хелйеттон — хран. — 1) Хаҫатӑн литтераттурӑ пайӗ. 2) пӗчӗкҫеҫ, саттирӑлла, пурӑнӑҫран илсе ҫырнӑ статьйа.
Хермӑ — 1) Практиккӑра кӑтартса вӗрентме тунӑ йалхуҫайстви учрештени; 2) ҫавӑн пек учрештений ҫӗрӗ.
Хевраль — Ҫулталӑкӑн 2-мӗш уйӑхӗ; Нарс уйӑхӗ.
Хевральти револьутси — 1) Хрансире 1848-мӗш ҫулӑн хевраль уйӑхӗнче пулнӑ револьутси; 2) Раҫҫейре 1917-мӗш ҫулӑн, хевральӗн 27-мӗшӗнче (кив шутпа) Питӗрти ӗҫлекенсемпе салтаксем Микулай патшана кӑларса сирпӗтни: Раҫҫейри аслӑ револьутсин пуҫламӗш кунӗ.
Хеоталисӑм — хран. — Вӑтам ӗмӗрсенче Йевроппӑри пурӑнӑҫӑн, вӑл еппоххӑна ытти еппоххӑсенчен уйӑрса тӑракан паллӑсем: мӗн пур хуҫайствӑ ҫӗр еҫӗ ҫинче, ҫӗр пӗтӗмпех улпутсен (хеоталсен) аллинче, хеоталсем пӗчӗккисем аслӑраххисене пӑхӑнса пурӑнаҫҫӗ, чи аслӑ, пуринчен пуйан хеотал патша, король пулса тӑрать.
Хикси — лат. — Суйа, ахаль шухӑшласа кӑларнӑ йапала.
Хиҫиккӑ — крек. — Тӗрлӗ тулти сисӗмсемпе (туйӑмсемпе) сисекен йапаласен куҫас йавленисене пӑхса тӗплекен науккӑ; хиҫиккӑ пӑхакан йавленисем йапалан елеменчӗсене улӑштармаҫҫӗ, йапалана, куҫнӑ ҫӗрте, ҫийелтен анчах пӑхаҫҫӗ.
Хрониккӑ — крек. — 1). Пӗр-пӗр вырӑнта мӗн пулнине кунран-кун ҫырса пыни; 2) хаҫатра — хальхи вӑхӑтри вак-тӗвек сопыттисене ҫыракан пай.
Хронолоки — крек. — 1) Вӑхӑта виҫесси ҫинчен калакан вӗрентӳ; 2) мӗнле те пулин сопыттисем хӑш вӑхатра пулса пыни ҫинчен ҫырни; 3) ҫулталӑк шучӗ.
Хветератси — хран. — 1) Сойуслӑ патшалӑх; 2) Ахтономлӑ патшалӑхсен сойусӗ; 3) тӗрлӗ уйрӑм орканисатсисен, йе опчӗствӑсен сойусӗ.
Хвелтшӗр — ним. — Тухтӑр пумушникки.
Хвоккус — лат. — 1) Оптиккӑлла кантӑк витӗр тухакан ҫутӑ пӗрҫӗре пухӑнакан пӑнча. 2) алура правурӗпе туса кӑтартакан тӗрлӗ пӑхса тӗлӗнмелле йапаласем.
Хвонттан — хран. — Йури тунӑ, йе хӑй тӗллӗн пулнӑ ҫӗрти шӑтӑкран ҫӳлелле тапса сирпӗнсе тӑракан шыв, йе урӑх шӗвӗ йапала (нехтӑ хвонттанӗ).
Хоттокрахви — крек. — 1) Ҫутҫыру; ҫутӑ саккунӗсене вӗренсе, ҫутӑ пулӑшнипе тӗрле карттинсем ӳкермелли майсем, меттӑтсем; 2) хоттокрахвипе карттинсем ӳкерекен ҫӳрт; ӳкернӗ карттинӗсем, карттӑчкӑсем.
Хонт — 1) тӗпӗ, никесӗ; 2) претприйаттин тӗп каппитталӗ.
Хор — крек. — Темиҫе, тӗрлӗ сасӑллӑ, пӗрле йурлама пухӑннӑ ҫынсем, пӗр ҫын кӑтартнипе пӗрле йурлакан ушкӑн.
Хормӑ — лат. — Йапала тӗсӗ, калӑпӗ, ҫийелтен пӑхсан курӑнакан сӑнӗ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-10-09 21:40:44 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3378 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем