Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хутлӑ предложенири запятой (ПП)

Чӑваш чӗлхи пунктуацийӗн тӗп правилисен пайӗ.

33§. Хутлӑ предложенин союзсӑр ҫыхӑнакан пайӗсем хисеплев интонацийӗпе пӗрлешнӗ чухне вӗсем хушшине запятой лартаҫҫӗ, сӑмахран: Пӳртре кӑмака шӑрчӑкӗ чӗриклетет, сехет шаккать, хӑмӑр кушак хӑрлаттарса ларать (И. Мучи).

Асӑрхаттарни. Тепӗр чух союзсӑр хутлӑ предложенири хутсӑр предложенисем ӑнлантару интонацийӗпе ҫыхӑнсан та вӗсем хушшине запятой лартма юрать (икӗ точка лартасси ҫинчен 63-мӗш параграфа, тире лартасси ҫинчен 69-мӗш параграфа вулӑр), сӑмахран: Астумастӑп, те тӑрна, те эпӗ хам малтан чарӑннӑ? (Кипек М.).

34§. Сыпӑнуллӑ хутлӑ предложени пайӗсене пӗр-пӗринчен запятой лартса уйӑраҫҫӗ (точкӑпа запятой лартасси ҫинчен 30-мӗш параграфа, тире лартасси ҫинчен 69-мӗш параграфа вуламалла), сӑмахран: Лида темшӗн урӑх ташламарӗ, Верӑна чӗнсе илчӗ те, иккӗшӗ клубран тухса кайрӗҫ (А. Артемьев).

Асӑрхаттарнисем. 1. Сыпӑнуллӑ хутлӑ предложенири хутсӑр предложенисене кашнинех ӑнлантаракан сӑмахсем пур чухне те вӗсене пӗр-пӗринчен запятойпа уйӑраҫҫӗ, сӑмахран: Пахчара улмуҫҫисем шап-шурӑ чечексемпе витӗннӗ, тата сирень тӗмӗсем шупка кӗрен тум тӑхӑннӑ (Л. Агаков).
2. Хутлӑ предложенири пӗрремӗш хутсӑр предложенин сказуемӑйӗ -са(-се) аффикслӑ деепричастирен пулнӑ чухне хутсӑр предложенисене пӗр-пӗринчен запятойпа уйӑрмаҫҫӗ, сӑмахран: Хӗвеллӗ ҫу иртсе хура кӗркунне ҫитеймен-ха (В. Ухли).

35§. Союзлӑ сӑмахсемпе тата мӗншӗн тесен (ма тесен) союзпа ҫыхӑнакан пӑхӑнуллӑ предложенисене тӗп предложенирен запятой лартса уйӑраҫҫӗ (тире лартасси ҫинчен 67-мӗш параграфра ҫырнӑ), сӑмахран: Ар епле, йыш ҫапла (Ваттисен сӑмахӗ). Ҫак кӗре эпӗ уйрӑмах палӑртса хӑварасшӑн, мӗншӗн тесен кунта хӑйне евӗр сӑнлӑхсем пур (А. Ӗҫхӗл).

36§. Пӗлтерӗшӗпе пӑхӑнуллӑ предложенипе тӗп предложение иккӗшне те ӑнлантаракан сӑмахсене пӑхӑнуллӑ предложенирен запятойпа уйӑрмаҫҫӗ, тӗп предложение кӑна ӑнлантараканнисене уйӑраҫҫӗ, сӑмахран: Ҫапӑҫура вара кам вӑйлӑ, ҫав ҫӗнтерет. Кун пек ҫынсем, ҫил хӑш еннелле хытӑрах вӗрет, ҫавӑнталла тайӑлаҫҫӗ (Хв. Уяр.).

Асӑрхаттарнисем. 1. Ӑҫта ҫитнӗ унта, мӗн кирлӗ ҫавӑ йышши фразеологизма тухса кайнӑ пӗрлешӳсене запятойпа уйӑрмалла мар, сӑмахран: Ҫӗрпӳ пасарӗнче мӗн тенӗ ҫавӑ пур.
2. Ыйту сӑмахӗпе кӑтарту сӑмахне тепӗр чух шухӑша палӑртуллӑ тума пӗрлештереҫҫӗ, ун пек чух вӗсене запятойпа уйрӑмаҫҫӗ, тӗслӗхрен: Эпир вилсен мӗн юлать? Мӗн калаҫнӑ чӗлхе ҫав юлать (Халӑх юрринчен).

37§. Ытти союзсемпе е хыҫ сӑмахсемпе, е урӑх мелсемпе ҫыхӑнакан пӑхӑнуллӑ предложенисене хутлӑ предложенин пӗлтерӗшӗ ыйтман чухне тӗп предложенирен запятойпа уйӑрмаҫҫӗ: Пуҫӗ пулсан ҫӳҫӗ шӑтать (Ваттисен сӑмахӗ).

Асӑрхаттарнисем. 1. Ҫакӑн йышши пӑхӑнуллӑ прелложенисемех шухӑшӗ тӑрӑх икӗ е ытларах тӗп предложенипе ҫыхӑннӑ чухне пӑхӑнуллӑ прелложение запятойпа уйӑраҫҫӗ сӑмахран: Тулли залра хӗрпе каччӑ хӑйсен вырӑнне тупнӑ ҫӗре, ҫутӑ сӳнчӗ те, кино пуҫланчӗ (Е. Ос.).
2. Темиҫе пӗрешкел пӑхӑнуллӑ предложение, икӗ е ытларах тӗп предложение пӗр-пӗринчен уйӑрасси пӗр йышши членсене уйӑрмалли йӗркенех пӑханать, сӑмахран: Аван иккен вӑл эсӗ ҫынсем хушшинче ытлашши мар пулсан, сана юратакан ҫын хупа юнашар ҫӳресен (Хв. Уяр).

38§. Хутлӑ предложени шухӑшӗнчен тухса тӑракан пӗлтерӗш ҫыхӑнӑвӗсене тӗрӗс палӑртма пӑхӑнуллӑ предложение, ытти ахаль сӑмахсем пекех, тӗп предложенирен запятой лартса уйӑраҫҫӗ, тӗслӗхрен: Каҫсерен, сулхӑн ҫил вӗрнипе, начарланнӑ шӑм-шака шӑнтса пӗтерет (Ҫ. Элкер).

Асӑрхаттарни. Пӑхӑнуллӑ предложени умӗнчи пӗр е темиҫе сӑмах ун тытӑмне кӗменнине ҫав сӑмахсем хыҫҫӑн запятой лартса палӑртмалла, пӑхӑнуллӑ предложение запятойпа уйӑрмалла мар, сӑмахран: Ӗҫ ҫинче, килтисем пурте утӑ ҫулма е тырӑ вырма кайнӑ чух анне мана Иван пичче патне хӑваратчӗ (Трубина М.).


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Çынăм тӳрлетнӗ, информацие 2022-07-10 11:01:43 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 1616 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем