Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Хурлӑхлӑ пурнӑҫ шухӑшӗ (Г. Юмарт)

Ваҫҫа АниҫҫиВаҫҫа Аниҫҫи ҫуралнӑранпа — 115 ҫул

Ку юбилей ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче лекет. Ваҫҫа Аниҫҫи кивӗ стильпе 1892 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Ҫӑнӗ стильпе вӑл — кӑрлачӑн 7-мӗшӗ. Кӑҫалах тепӗр хӗрарӑм-ҫыравҫӑ Марфа Трубина ҫуралнӑранпа 120 суя ҫитет.
Асӑннӑ ҫынсене иккӗшне те чӑваш литературинчи малтанхи хӗрарӑм ҫыравҫӑсем тесе калама тивет.
Ваҫҫа Аниҫҫи хӑйӗн "Иртсе кайнӑ кун-ҫулӑм" аса илӗвӗнче ҫапла пӗлтерет: "Пӗрремӗш сӑвва «Усал пуп» ятпа 1904 ҫулта ҫыртӑм". Ӑна автор ҫийӗнчех пӗрле вӗренекенсене вуласа панӑ.
1905-1906 вӗренӳ ҫулне Аниҫҫа Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче ирттернӗ. Ҫӑв тапхӑрта вал "Тимӗрҫсен", "Ҫуркунне", "Хӗрачана шкула вӗренме ямаҫҫӗ" сӑвӑсене ҫырнӑ-мӗн. Пӗр литературӑпа музыка каҫӗнче вӑл К.Иванов сцена ҫинче вуланине итленӗ хыҫҫӑн И.Крыловӑн "Шӑрчӑкпа Кӑткӑ" юптарӑвне вырӑсла каласа панӑ. Ун чухне Аниҫҫа аслӑрах класра вӗренекен Марфӑна пӗлкеленӗ те пулӗ, анчах пӗр-пӗринпе хутшӑнни ҫинчен асӑнни ҫук. 1978 ҫулта больницӑра выртакан ватӑ сӑвӑҫран ҫакӑн ҫинчен ыйтса пӗлме чухлаймарӑм.
Марфа Чӗмпӗрте 1903 ҫулта вӗренме тытӑннӑ. Малтан вӑл вырӑс прозине юратса вуланӑ, 1904-1905 ҫулсенче поэзие кӑмӑлларах панӑ. А. Хольцов кӗнекине тупсан ӑна вӑл ҫийӗнчех пилӗк хугчен вуласа тухнӑ та хай те сӑвӑсем ҫырма пикеннӗ. 1904 ҫул пуҫламӑшӗнче К.Иванов хӑйсемпе тӑван хӗр /ашшӗн йӑмӑкӗ/ вилни ҫинчен сӑвӑ ҫырнӑ. Ҫав хыпар пӗрле вӗренекенсен хушшинче сарӑлсан Марфа ҫамрӑк сӑвӑҫ япалисемпе паллашас тесе чиркӳри кӗлӗ вӑхӑтӗнче Кӗҫтукӑн альбомӗпе вӑрттӑн паллашнӑ.
Марфа Трубинапа Ваҫҫа Аниҫҫин пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗнче ытти пӗр пеклӗх те пур. Вӗсем иккӗшӗ те ӗмӗрне ачасене шкулта вӗрентсе ирттернӗ, ҫӗре кӗричченех ҫыравҫӑ ӗҫне пӑрахман. Иккӗшӗ те литературӑн тӗрлӗ анинче вӑй хунӑ. Сӑвӑсӑр пуҫне вӗсем проза хайлавӗсем те ҫырнӑ, илемлӗ куҫару ӗҫне те хутшӑннӑ. Акӑ Чӗмпӗрте вӗреннӗ чухне Марфа Л.Толстой калавӗсене вырӑсларан чӑвашла 250 страница ытла куҫарнӑ /сӑмах шкул тетрачӗ ҫине ҫырни ҫинчен пырать/. Кайран вӗсене редакцилесе Л.Толстойӑн 1907 ҫулта тухнӑ вулав кӗнекисене кӗртнӗ пулас. Ҫак ӗҫ тӑлмача калав-юмах ҫырма хавхалантарнӑ. Ваҫҫа Аниҫҫи те ҫамрӑклах сӑвӑсем куҫарнӑ.
Сӑмахӑм ҫыравҫӑсен малтанхи сӑввисем ҫинчен кӑна-ха. Уйрӑмах акӑ мӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ: авторсем халӑхӑн йывӑр хуйхи пирки шухӑша кайнӑ. Унта вӑйӑ-кулӑ, шӳт-хаваслӑх кӗввисем пачах илтӗнмеҫҫӗ. Хӗрарӑмсем те ҫапла хӑюллӑн сас пани савӑнтарать. М.Трубина 1906-1908 ҫулсенче ҫырнӑ сӑвӑсенчен виҫҫӗшӗ кӑна упранса юлнӑ. 1909 ҫулта Чӗмпӗртен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн хӗр-сӑвӑҫ хӑй ҫырнисене К.Иванова кӑтартма шутланӑ, ун пирки иккӗш калаҫса та татӑлнӑ. Шел, тӳр килмен. Марфӑн маларах хӑюлӑхӗ ҫитеймен пулас. "Нарспи" авторӗ вӑл ҫырнисемпе паллашнӑ хыҫҫӑн чылай ырӑ канаш панӑ пулӗччӗ, вара Марфӑн хӑй ҫырнисене, тен, пӗтерес те ҫукчӗ. Мӗн упранни те хаклӑ. "Елик" сӑвӑра ҫармӑса ирӗксӗр качча паракан хӗр Атӑла сиксе вилет /1906/. Тепӗр икӗ сӑввине 1908 ҫулта ҫырнӑ. "Вилӗм" ятлинче пытару йӑли ҫинчен каланӑ, автор вилӗм ҫинчен йывӑр шухӑша путать. "Чухӑн ҫын" сӑвӑра хӑлтӑр-халтӑр ҫуртри выҫӑлла-тутӑлла пурнӑҫ ҫинчен сӑмах пырать. "Хурлӑхлӑ пурнӑҫ шухӑшӗ пуҫран каймасть", — тет автор мӗскӗн чӑваш пирки.
Ваҫҫа Аниҫҫин ку тапхӑрти "Ялта" сӑввинче, "Хура халӑх" поэминче тата куҫарнӑ тӗслӗхсенче те хайхи "хурлӑхлӑ пурнӑҫ шухӑшӗ" тӗпре тӑрать. Унта та 'Чухӑн ҫын" сӑвӑри ӳкерчӗксемех, анчах урӑх сӑмахсемпе сӑнланӑ. Хӗр куҫӗ ытларах хӗрарӑм ӗҫне-хӗлне ҫивӗчрех, анлӑрах курать /макӑракан ачана йӑпатни, пир тӗртни т.ыт.те/. Ваҫҫа Аниҫҫи тертлӗ пурнӑҫ ҫинчен каланипе ҫеҫ ҫырлахмасть. Вӑл ӗҫ ҫыннин хӑйӗн ҫине тӑма кирлине асӑрхаттарать. "Ҫын асаплӑ пурӑнни хӑйӗнченех килет", — тесе ҫирӗплетет. Ҫапла вӑл 1905-1907 ҫулсенчи революци юхӑмӗ кӗрешӗве чӗннине хӑйне май палӑртать. Г. Гейнерен куҫарнӑ "Камран пулӑшу ыйтас?" сӑвӑра та ҫак шухӑш-туйӑм: пулӑшӑва чи малтан хӑвӑнтан кӗтмелле иккен.
Ваҫҫа Аниҫҫин асӑннӑ виҫӗ хайлавӗ 1907 ҫулта "Хыпар" хаҫатра пичетленме ӗлкӗрнӗ. Кӗҫех унӑн хӑйне хавхалантарса пынӑ Тӑваньялсем Сергейрен уйрӑлма тивнӗ, Мелеккес енне ӗҫлемелле пулса тухнӑ. Ҫырас-куҫарас ӗҫе пачах пӑрахман-ха вӑл, анчах литература пурнӑҫӗнчен аякра тӑнӑ. Ватлӑхра сӑвӑҫ ҫырав ӗҫне ҫӗнӗрен кӳлӗнет. Ҫак енӗпе ӑна журналистсемпе ҫыравҫӑсем нумай пулӑшнӑ. 1904-1907 ҫулсенчи сӑввисем экспромтла ҫырнӑ пек туйӑнаҫҫӗ. Вӗсене ҫичӗ сыпӑклӑ силлабикӑпа кӗвӗленӗ. "Хура халӑх" поэмӑра ӑна ҫирӗпех тытса пыманни те тӗл пулать. Поэзи ӑсталӑхне ятарласа вӗренменскертен нумаях ыйтаймӑн. Чи пахи — пичетре сас пама хӑюлӑх ҫитерни.
Марфа Трубина ун чухнехи сӑввисене сулмаклӑрах та тирпейлӗрех ҫырнӑ. Авторӑн пӗлӗвӗ те, хӑнӑхӑвӗ те ытларах пулни сисӗнет. Вӑл нумайрах сыпӑклӑ силлабикӑпа кӗвӗлет, халӑх юррисемпе тата халапӗсемпе усӑ курать /"Арҫури" халапа та сӑвӑлама пуҫланӑ/. Унӑн рифма-састаш тӑвас тимлӗхӗ те палӑрать.
XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче хамӑр регионти халӑхсен йышӗнче хӗрарӑмсенчен чи малтан шӑпах Марфа Трубинапа Ваҫҫа Аниҫҫи поэзире сас панӑ. Тутарсемпе пушкӑртсен малтанхи поэтессисем кӑшт каярах курӑнма пуҫланӑ. Тӑван поэзи малтанхи чӗкеҫсен сассисер кичемрех те чухӑнрах пулӗччӗ.

Геннадий Юмарт,
«Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2008, 5 (5682) №


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-03-08 15:45:40 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5241 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем