Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Халӑх юнӗ (Г. Юмарт)

Камӑн-камӑн юнӗ
Хутшӑнман пирӗннипе.
Сӑнчӑрлать чӑвашӑн чунӗ
Вӗсене пӗр-пӗринпе.

Пӑлхарпа сӑварӑн
Тӗп хӑват парать тесен,
Хамӑрпа тӑван хасарӑн
Вӑйӗ те унта иккен.

Кам йӑлтах ӑнланӗ,
Пӗлӗ ҫак хутшӑнӑва?
Перс, авар, эрмен, аланӗ
Лекнӗ ҫак пӑтранӑва.

Кунтарах килсессӗн
Вӑл татах та пуянрах.
Хыпарлать тӑван кӗтесӗн
Ячӗ-шывӗ уҫҫӑнрах.

Ҫармӑсӗ, Пӑртасӗ,
Мӑкшӑел те Ирҫесем...
Хутӑшах кунта тӑраҫҫӗ
Вырӑспа Тутаркассем.

Пурте чӑвашланнӑ,
Йӑлисем йӑлт хамӑр май.
Малашне мӗскер хӑтланӗ -
Пӑтрану ытла нумай.

Пӑтранать чӗлхемӗр,
Хавшаса вӑл ҫӗнелет.
Кун кунламӗ ӗмӗр-ӗмӗр,
Тӑсасси пиртен килет.

Мӗн тери пуянлӑх
Пухнӑ ҫӗр-ҫӗр ҫул хушши!
Тӑрӗ упранса яланлӑх
Хамӑрла ҫути, ӑшши.

Малаша ҫул хывӗ
Ҫак еткер те сумлӑ ят.
Паянхи Чӑваш ҫӗршывӗ
Малаллах-и талпӑнать.

Аптраман чӑвашӑм,
Хытӑрах калаҫ, юрла!
Вырӑса-и эс тухасшӑн? -
Ан аташ-ха суккӑрла.

Хамӑр ӑс еткерӗ
Вырнаҫать ҫӑмӑлтарах.
Хамӑр сӑвӑ-юрӑ, тӗрӗ
Хитрелетӗ ытларах.

Геннадий Юмарт
Сӑвва «Ҫамрӑксен хаҫачӗн», 17№ (2008, ҫу, 2) хаҫатран илнӗ


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-05-14 20:22:51 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2156 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем