Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

У (ЙЧХСПС)

Йут чӗлхесенчен хутшӑннӑ сӑмахсен пӑчӗк словарӗн пайӗ

Украинӑ — Сотсиалисӑмла Канаш Респупликӗсен Сойусӗнче тӑракан Канаш Респупликӗ; ӗлӗкхи Раҫҫейӗн 14, хаххулсем пурӑнакан, кӗпӗрнесенчен пулнӑ. Тӗп учрештенисем - Харккӑвра.
Укроп — Апат-ҫимӗҫ ҫине йамашкӑн акса ӳстерекен тутлӑ шӑршлӑ курӑк.
Уттоппи — крек, — Ӗҫе кӳртме май килмен шухӑш.
Уттоппис — крек — Тӗрлӗ уттопписем ҫинчен шухӑшласа ҫӳрекен ҫын.
Уттоппилле сотсиалисӑм — 19-мӗш ӗмӗрен пуҫламӗшӗнче Ҫен-Ҫимон, Хвурйе, Оуйен т. ы. сарса йанӑ, ҫын пурӑнӑҫне лайӑхлатас шухӑшшем; вӑл вӑхӑтра пролеттариат вӑйсӑр пулнӑ пирки, пуршуаҫипе ҫапӑҫҫа ирӗке алла илес тесе никам та шухӑшламан, ҫавӑнпа пуршуаҫине ҫын телейӗсем ҫинчен ӑшӑ сӑмахсем каласа, ӗҫлекенсен пурӑнӑҫне йепле майпа лайӑхлатасси ҫинчен, вӗрентме тӑрӑшнӑ. Кун йевӗрлӗ шухӑшшем чӑнахта уттоппи анчах пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл вӗрентӳне „уттоппилле сотсиалисӑм" теҫҫӗ.
Утьтьилисатси — лат. Усӑ курни.
Утьрештени — Пӗр-пӗр ӗҫе туса тӑмашкӑн тытнӑ ҫынсем ӗҫлекен вырӑн; ӗҫлекенсем хӑйсем; ӗҫе йурӑхлӑ хатӗр, аппарат; патшалӑх учрештенисем — патшалӑх ӗҫне туса тӑракан аппаратсем.
Усурппаттӑр — лат. — Сакконсӑр туртса илекен, усурппатсилекен ҫын.
Усурппатси — лат. — Ҫын йапалине сакконсӑр туртса илни; пуринчен ытла влаҫ туртса илни ҫинчен калаҫҫӗ.
Устав — Пӗр-пӗр партти, ушкӑн, йе сойус тӑвас ӗҫӗсем ҫинчен, членӗсем мӗе тӑвасси ҫинчен, мӗлле ӗҫлесси ҫинчен пур те килӗшше йышӑннӑ йӗрке.
Услови — 1) Килӗшӳ; тӑвас ӗҫ ҫинчен сӑмах пӗтерсе, хут ҫине ҫырса ал пусни; 2) ӗҫе малалла йаракан, йе чӑрмантарса тӑракан сӑлтавсем; опстановкӑ.
Ульттиматтӑм — лат — Йулашки хут татӑклӑ калама хушни; патшалӑхсем вӑрҫӑ пуҫлас умӗн пӗр-пӗрне ульттиматтӑм параҫҫӗ.
Универҫиттет — лат. Пур науккӑсене те вӗрентекен чӑн аслӑ шкул, науккӑсем тӑрӑх темиҫе хаккульттетлӑ пулать.
Комунисла универҫиттет — Р. К. П. аслӑрах хуласенче канашпа партьтьи ӗҫӗсене вӗренме туна аслӑ шкулсем: ӗҫлекенсемпе хресченсене анчах илеҫҫӗ.
Уран — Хӗвел тавра ҫавӑрӑнакан планеттӑсенчен пӗри; хӗвелтен пите инҫе пирки (Уранпа хӗвел хушши 2.848.000.000 километ.) хӗвел тавра 84 ҫулта тин пӗрре ҫӑвӑрӑнса ӗлкӗрет.
Урок — 1) Паллӑ вӑхӑтра туса пӗтерме панӑ ӗҫ; 2) шкулта пӗр сехет вӗрентни — пӗр урок. 3) кама та пулин вӗрентсе йатлаҫни.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-10-04 21:26:19 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4196 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем