Тепикасси (выр. Тебикасы) — Чӑваш Республикинчи Ҫӗрпӳ районӗнчи ял. Иккӗмӗш Вӑрманкас ял тӑрӑхне кӗрет.
Ял Чӑваш Енӗн ҫурҫӗр пайӗнче, район центрӗнчен — Ҫӗрпӳ хулинчен — ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫнелле тӳррӗн 8 километр яхӑн вырнаҫнӑ. Шупашкара ҫити 30 километр, чукун ҫул станцине ҫити — 18 километр.
Ял 1719 ҫултанпа паллӑ. Малтанхи ячӗ — Искеево. Историри документсенче ӑна ҫавӑн пекех Тебеки тож тата Тибикасы тесе асӑннӑ. XIX ӗмӗрте Тепикасси хальхи вӑхӑтра ҫук Бажарова ялӗн околотокӗ пулнӑ.
Пурӑнакансем — чӑвашсем. 1724 ҫулччен вӗсем ясак тӳлекен хресченсен категорине кӗнӗ, 1866 ҫулччен — патшалӑх хресченӗсем пулнӑ. Халӑхӑн тӗп ӗҫӗсем ҫӗр ӗҫӗ тата выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси пулнӑ. Ҫавӑн пекех ял ҫыннисем щетка тата пичке тӑвас, тимӗрҫӗ, чӑпта ҫапас, ҫӗвӗ ӗҫӗсемпе ӗҫленӗ.
1882 ҫулхи юпан 14-мӗшӗнчен пуҫласа ялта хутла вӗрентекен шкул ӗҫленӗ. 1920-мӗш ҫулсенче пӗрремӗш пусӑмри шкул ӗҫленӗ. XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче лашапа ӗҫлекен кӗрпе арманӗ пулнӑ.
1920 ҫулхи утӑн 19-мӗшӗнче тӑмран, йывӑҫран, шӑвӑҫран тата тимӗртен япаласем тӑвакан вӗренӳпе кӑтартмалли ӗҫ эртелне йӗркеленӗ. 1929 ҫулта ялта «Пожанар» колхоз йӗркеленнӗ.
Администраци тӗлӗшӗнчен ял XVIII ӗмӗртен пуҫласа 1927 ҫулччен Ҫӗрпӳ уесӗнчи Ҫӗрпӳел тата Ҫӗрпӳ вулӑсӗсене кӗнӗ. 1927 ҫултанпа Ҫӗрпӳ районне кӗрет.
Ялти халӑх йышӗн динамики:
2010 ҫулта ялта «Хорошавин» хресчен-фермер хуҫалӑхӗ ӗҫленӗ. Икӗ лавкка тата суту-илӳ киоскӗ пулнӑ.
Статья каҫми() :: Пичет версиӗ 