Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сӳпенкке Илли

Сӳпенкке Илли (вар. Ил. Сӳпенке) — чӑваш ҫыравҫи. Чӑн ячӗ — Соловьев Илья Тихонович. 1906 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Красноармейски районӗн Ҫӗньял Шетмӗ ялӗнче ҫуралнӑ. 1943 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Смоленск облаҫӗнчи Холмск ялӗ патӗнчи ҫапӑҫура пуҫне хунӑ.

Пурнӑҫӗ

Илья Тихонович Шупуҫӗнчи пуҫламӑш, Ишекри икӗ сыпӑклӑ шкулсенче ӑс пухнӑ. Каярах Шупашкарти рабфакра, педагогика институтӗнче вӗреннӗ.

Самарӑри «Вӑтам Атӑл» журнал редакцинче ӗҫленӗ. Каярах вӑл Кушкӑ пуҫламӑш шкулӗн заведующийӗ пулать, ун хыҫҫӑн ӑна Мӑн Шетмӗри шкул директорӗн пуканне шанса параҫҫӗ.

1942 ҫулта фронта кайнӑ. 1943 ҫулта ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче пӗр ҫапӑҫура пуҫне хунӑ.

Пултарулӑхӗ

Илья Тихонович республикӑра тухса тӑракан хаҫат-журнал редакцийӗсемпе ҫыхӑну тытнӑ. Хӑйӗн хайлавӗсене вӑл, ытларах енӗпе йӗплӗ шӳтсене, Сӳпенкке Илли псевдонимпа пичетленӗ. Вӗсенче вӑл пурнӑҫри тӗрлӗ ҫитменлӗхсене тӑрӑхланӑ.

Паллӑ хайлавӗсем: «Велосипед», «Протест», «Йӑваш ҫын» памфлетсем, «Цӳзмер» заметка, «Хальхи самана» тӗрленчӗк.

Каҫӑсем

Вуламалли

  • Улӑхсем В. Ҫыравҫӑ-педагога сума суса / В. Улӑхсем // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 2006, юпа, 3.
  • Васильев Н. Супенкке Иллине асӑнса / Н. Васильев // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 2006, юпа, 31.
  • Соловьев Илья Тихонович // Константинов В. Кладезь здоровья и патриотизма / В. Константинов. – Чебоксары, 2012. – С. 217.
  • Соловьев Илья Тихонович // Красноармейский район. Люди и судьбы: [энцикл.]. – Чебоксары, 2005. – С. 76.
  • Соловьев Илья Тихонович // Энциклопедия Красноармейского района:[энцикл.]. – Чебоксары, 2018. – С. 507.


 
Категорисем: Сӳпенкке Илли
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2023-07-01 00:26:15 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 405 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем