Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Степанов Николай Степанович (тӑлмач)

Степанов Николай Степанович — чӑваш тӑлмачӗ, ҫыравҫи.

Ӗҫӗсем

«Ҫунтал» журналӑн 1939 ҫулхи 8-мӗш кӑларӑмӗнче унӑн виҫӗ новелли пичетленнӗ: «Хӗр тусӗ», «Билет», «Плащ».

Степанов Николай Степанович ытларах енӗпе шкул вӗренӳ кӗнекисем чӑвашла куҫарнӑ. Вӗсен йышӗнче 8-мӗш класра вӗренмелли «Ҫӗнӗ истори», 6–7-мӗш классем валли хатӗрленӗ «Алгебра задачисен сборникӗ».

Николай Степанов чылай хайлава чӑвашла куҫарнӑ. Вӗсен йышӗнче:

  • Е. Герасимов, М. Эрлих. Щорс (1940);
  • Антон Чехов. Таркӑн (1940);
  • О. Генри. Юлашки ҫулҫӑ (1941);
  • Ханс Кристиан Андерсен. Юмахсем (1951);
  • Николай Никитин. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ (Северная Аврора, 1954).

Статьясем

  • Сиенлӗ калавсен сборникӗ (И.Й. Тӑхти — «Шерхулла», Чӑвашиздат, 1936 ҫ.) — Сунтал, 1937, 12№.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2020-08-08 12:14:15 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 1480 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем