Соколов Валериан Сергеевич — бокс енӗпе чемпион ятне илнӗ чӑваш спортсменӗ. 1946 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Аслӑ Пинер ялӗнче ҫуралнӑ.
Ялти ытти ачасем пекех Валериан та спортпа туслӑ пулнӑ. Техникумра вӗренме тытӑнсан вӑл вӑхӑтра анлӑ сарӑлнӑ бокс секцине кӗме ӗмӗтленнӗ, анчах унта ӑна тӳрех илмен. Ҫапах та кӑштахран, 1962 ҫулта, хыткан яш Николай Лукин тренер аллине лекнех.
1981–1986 ҫулсенче СССР Хӗҫ-пӑшаллӑ ҫарӑн тӗп тренерӗ пулнӑ.
Пысӑк спортран кайнӑ хыҫҫӑн Валериан Соколов Ленинградри физкультурӑн ҫар институтӗнчен вӗренсе тухса педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗн ятне илнӗ.
Шупашкар хула Канашӗн депутачӗ пулнӑ. 1992 ҫултанпа усламҫӑ ӗҫӗпе аппаланнӑ. 1998 ҫултан Раҫҫейӗн бок федерацийӗн тренерсен тӗп канашӗн председателӗ пулнӑ. Ун хыҫҫӑн Раҫҫейӗн пӗрлешӳллӗ командин спортла хатӗрлекен центрӗн спортла кӗрешӳ управленийӗн ертӳҫи вырӑнӗнче ӗҫленӗ. Хальхи вӑхӑтра патшалӑхӑн пӗрлешӳллӗ командине пулӑшать, Раҫҫейӗн бок енӗпе патшалӑх шайӗнчи тренер шутланать.
Халӗ Мускавра пурӑнать. Арӑмӗпе пӗрле икӗ ача пӑхса ӳстернӗ.
Ринг ҫине 216 хут тухнӑ, вӗсенчен 196-шӗнче ҫӗнтернӗ.