Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

П (ЧЧҪС, I том)

«Чӑваш чӗлхин ҫӗнӗлӗх словарӗ» кӗнекен пайӗ



ПАИ, ҫ.с., кӗск. Патшалӑхӑн автомобиль инспекцийӗ; ГАИ (ГИБДД). ЧР Шалти ӗҫсен министерствин ПАИ ертӳҫи Н.Степанов. Х-р, 4.08.1993, 2 с. ПАИре ӗҫлекен 37 ҫынна Дагестанпа Чечня чиккине, чи «вӗри» вырӑнсенчен пӗрне янӑ. Х-р, 29.02.1996, 3 с. Авари пулнӑ вырӑна ПАИн икӗ сотрудникӗ килнӗ. ҪХ, 2001, 49 /, 12 с.
— ПАИ посчӗ (Х-р, 11.09.1996, 3 с.; ҪХ, 1999, 49 /, 4 с.); ПАИ ӗҫченӗ (Х-р, 12.05.1997, 3 с.); ПАИ пуҫлӑхӗ (ҪХ, 1998, 42 /, 3 с.).
ПАИШНИК (ПАИшник), ҫ.с., калаҫ. Патшалӑх автоин-спекцийӗнче ӗҫлекен ҫын; ПАИ ӗҫченӗ, ГАИ (ГИБДД) сотрудникӗ. Паишниксем ҫула пӳлчӗҫ, пурсӑмӑра та хулари шалти ӗҫсен пайне илсе кайрӗҫ. Х-р, 9.01.1997, 3 с. Тӗрӗслев пункчӗсенче халь паишниксем ҫеҫ мар, шырав инспекторӗсем те тӑраҫҫӗ. Х-р, 12.05.1997, 3 с.
— чӑваш ПАИшникӗ (ҪХ, 1999, 6 /, 5 с.).
ПАЙӐРЛӐХ, п.с. 1. Пӗр-пӗр ҫынна ыттисенчен уйӑракан паллӑсен пӗрлӗхӗ; сӑпат(лӑх). Манӑн та упранасчӗ, питӗ те упранасчӗ санӑн ӑшунта, санӑн чунунта. Санӑн тулӑх та пехетлӗ пайӑрлӑхунта. А.Назул, 1981, 30 с. Сӑнарсене калӑпланӑ чух [Б.Чиндыков] ... сайра е пӗртен-пӗрре анчах тӗл пулакан паллӑсене шырать. Урӑхла каласан, типлӑха мар, пайӑрлӑх мелне кӑмӑллать автор. Ю.Артемьев, 1991, 72 с.
— ВЧС, 1971, 254 с.
2. Уйрӑм ҫын пурлӑхӗ; харпӑрлӑх, супинкке. Ҫак пуянлӑх пире пӗр тӳлевсӗр тивӗҫнӗ. Ҫавӑнпах ҫак пайӑрлӑха, пуянлӑха, ним хака хумастпӑр. Д.Гордеев //Х-р, 6.06.2000, 4 с.
— Егоров, 1936, 326 с.
ПАЙЛАНМАНЛӐХ, ҫ.с. Пӗрлӗхлӗх, пӗрлӗх, пӗтӗмлӗх. Ҫӗршыв пайланманлӑхне сыхласа хӑварма тесе 1994 ҫул вӗҫӗнче Чечен РеспубликинеИчкерие Раҫҫей ҫарӗсене кӗртсе ячӗҫ. Х-р, 7.05.1998, 2 с. Паян пурте Раҫҫей пайланманлӑхне упрамалла теҫҫӗ. ҪХ, 2000, 12 /, 5 с. Захир Шах АПШпа унӑн союзникӗсенчен Афганистан территори пайланманлӑхне хисеплеме ... ыйтнӑ. Х-р, 9.10.2001, 2 с.
ПАЙРӐМ, п.с. Пӗр-пӗр япалан пӗчӗкҫӗ пайӗ (сыпӑкӗ); деталь, компонент, элемент. Талантлӑ поэтсем ӑсласа тунӑ чӑн-чӑн илемлӗх пайрӑмӗсен пахалӑхӗ вӑл — вӗсен ӳкерчӗклӗхӗпе ансатлӑхӗ. А.Горшков //Чӑваш илемлӗ литература чӗлхи. 1978, 67 с. Калаҫусен чылай пайрӑмӗ, паллах, асран тухса ӳкнӗ. Я-в, 1991, 11 /, 5 с. Кунта [хайлавра] пӗр пайрӑм та ытлашши мар. ҪХ, 1998, 48 /, 9 с.
— пӗрешкел пайрӑмсем (В.Каховский, 1984, 77 с.); витӗмлӗ пайрӑмсем (Ю.Артемьев, 1988, 59 с.); символла пайрӑмсем (Ю.Яковлев //ХЧЛ, 1990, 27 с.); вак-тӗвек пайрӑмсем (В.Егоров //Х-р, 26.09.1992); сӑнарлӑ шухӑш пайрӑмӗсем (Г.Федоров, 1994, 21 с.); чӗрӗ пайрӑмсем (ЧЛ, 1994, 11 кл., 212 с.); уйрӑм пайрӑмсем (Х-р, 25.08.1998, 3 с.); тӗп пайрӑм (Ҫ-т, 1998, 1 /, 2 с.);
— пайрӑм ӑсти (ЧЛ, 1994, 11 кл., 151 с.).
ПАЙТАҪӐ, ҫ.с. Ӗҫлӗ ҫын; усламҫӑ (туп.), бизнесмен. Экономика, бизнес, финанс секцийӗн ертӳҫиВ.Павлов пайтаҫӑ. В.Станьял //ХК, 2000, 3 /, 4 с. Пайтаҫӑсем авӑ ҫӗрӗн-кунӗн укҫа тӑваҫҫӗ. Х-р, 4.08.2000, 1 с. Тулли мар яваплӑ «Энерго-контур» обществӑна Осипова пайтаҫӑран ... укҫа шыраса памалла. К-н, 2002, 16 /, 15 с.
ПАКӐЛТАТУ, п.с. Сӑмах авӑртни; сӳпӗлтетӳ, пуш сӑмах. Эсир, ҫамрӑк ҫыннӑм, урокӑрсене ... пакӑлтатупа виҫерен кӑларатӑр. К-н, 1984, 8 /, 6 с. «Тӑван халӑхшӑн тӑрӑшатпӑр, уншӑн ӗҫлетпӗр» тесе калаҫни пакӑлтату кӑна. Х-р, 23.05.2001,1с.
ПАКУНЛИ, ҫ.с., калаҫ. Йӗркелӗх хуралҫи, милиционер. Преступник пакунлисене курсан тарма хӑтланнӑ. Х-р, 13.02.1996, 1 с. Сӗнтӗрсем каллех лаша ҫухатнӑ. Паллах, пакунлисене чӗнсе илнӗ. ҪХ, 1998, 47 /, 2 с. Пакунлисем вӑрӑ йӗрӗ ҫине ӳкнӗ. А-д, 17.12.1999, 1 с. «Пакунлисенчен» тарса ӳкме ан хӑтланӑр. Ар, 2001, 4 /, 3 с.
— пакунлисене шан (ҪХ, 1998, 48 /, 4 с.); пакунлисене тав ту (ХС, 1999, 25—26 /, 2 с.).
ПАЛӐРТУ, ҫ.п. Паллӑ туни, регистрацилени; палӑртса хуни, тӗв туни. Журнал ҫинчи палӑртусем те пӗр-пӗринпе саплашмаҫҫӗ. К-н, 1985, 21 /, 2 с. Манӑн 150 изобретени, чылайӑшӗпе патент илнӗ. Черетре ҫӗнӗ шухӑшсем, палӑртусем. ЧҪ, 1998, 11 /, 5 с.
ПАЛКАВ, п.с. Пакӑлтату (туп.). Тамара Павловна ... манӑн палкава итлесе йӑлӑхрӗ пулас. А.Емельянов, 1990, 276 с. Программа ҫуккӑ унӑн, палкав кӑна. Х-р, 19.08.1993, 3 с.
ПАНКАВЛӐХ (ПАНККАВЛӐХ), ҫ.с. Тӑрпалтайла-ансухла хӑтланни; мӑкалӑх, тӑмсайлӑх. Тӗрӗс сӑмаха, ырӑ ӗҫсене мухтат-пӑр; нӗрсӗрлӗхе, панккавлӑха сивлетпӗр. В.Никитин //КЯ, 5.03.1988, 3 с. Ҫирӗмре чухнех панкавлӑх палӑрсан, темӗн, ӑс кӗрес ҫук пулӗ ватӑлсан. В.Ахун //Х-р, 11.03.1997, 4 с.
ПАНКРУТЛАН, ҫ.с., экон. Парӑма тӳлейми пул; панкрута (банкрота) тух. Панкрутланакансем сахал мар. Пӗччен ӗҫ пуҫаракансенчен пуҫласа Ҫӗмӗрлери хими завочӗпе ... «При-волжский» банк филиалӗ таранах! Х-р, 26.03.1996, 2 с.
ПАН УЛМИҪӖ, ҫ.я., шӳтл. Г.А.Явлинский ертсе пыракан «Яблоко» парти йышӗнчи ҫын; яблочник. Пирӗн республикӑна Раҫҫейӗн тӗп «пан улмиҫи» Г.Явлинский килсе кайрӗ. Ар, 2002, 13 /, 1 с.
ПАПАРАЦЦИ, ҫ.с. Паллӑ ҫынсене мелсӗр вӑхӑтра ӳкерсе илме хыпӑнакан, пӑтӑрмахшӑн тӑрӑшакан фоторепортер. Ҫав сӑн ӳкерчӗксен авторӗсем — шӑпах папараццисем, сенсаци кӑна шыраса ҫӳрекен фотографсем. ҪХ, 1999, 2 /, 4 с. Эдуард Лек-сейччӑ метеор евӗр ыткӑнать кӑна, хӑваласа ҫитме ҫук. Папа-рацци ӗҫне, йывӑр пулсан та, вӗҫне ҫитермелле. ҪХ, 1998, 37 /, 2 с. Диана «мерседесне» тӑхӑр папарацци йӗрленӗ. Х-р, 12.07.2002, 3 с.
ПАРАГЛАЙДИНГ, ҫ.с., спорт. Вӗҫев спорчӗн тӗсӗ, парап-ланпа (туп.) ӑмӑртни. Экспедицие ЧР Ҫамрӑксен ӗҫӗсен патшалӑх комитечӗ тата республикӑн Параглайдинг федерацийӗ йӗркеленӗ. Х-р, 20.06.2000, 1 с. Параглайдинг федереацине ... параплансем упрама, типӗтме лайӑх вырӑн кирлӗ. ҪХ, 2000, 34 /, 8 с.
ПАРАППАНЛӐХ, ҫ.с. Каппайланса пуш сӑмах ҫапни. Тепри ҫапать, ав, кӑкӑрнеҫаплах пырать-ха параппанлӑх. Г.Илепер //ТА, 1998, 1 /, 56 с.
ПАРАПЛАН, ҫ.с. Туллӑ-варлӑ вырӑнта ярӑнса вӗҫмелли тӑваткал (вӗрсе хӑпартмалли матрас евӗрлӗ) парашют. Парапланпа вӗҫни те чылайччен асра юлмалла. Х-р, 20.06.2000, 1 с. Кермен умӗнче ... параплан та пулмаллаччӗ тет. ЧХ, 2003, 36 /, 4 с.
ПАРАПСИХОЛОГ, ҫ.с. Ӑс-тӑнӑн асамлӑ пулӑмӗсене, вышкайсӑр сисӗмлӗх тӗсӗсене (пуласлӑха туйнине, шухӑшпа витернине т.ыт.) тӗпчекен ҫын. Парапсихолог пекех, тӑтӑшах пӗр сӑмаха калать поэт, «кил», «кил»... [.]. В.Абрамов, 1998, 10 с. Анастасия Семеновна парапсихолог тӗлӗксен пӗлтерӗшӗпе ҫыхӑннӑ темиҫе сӗнӳ парать. Х-р, 8.07.1999, 3 с. Лайӑх психо-аналитик вӑлпӗр вӑхӑтрах психолог та, психиатр та, прсихоте-рапевт та, хӑш чухнепарапсихолог та. С-х, 2000, 35 /, 1 с.
ПАРАШЮТҪӐ, п.с. Парашютпа сикекен, парашют спорчӗпе аппаланакан ҫын. Пулӑн харсӑр парашютҫӑ, вӗҫӗн ҫич ҫӑлтӑрпа тан. П.Хусанкай, 1941, 16 с. Кӑвак тӳпере ярӑнан парашютҫӑн выртать ҫӗр шапи, тяппипе сарӑлса. Х-р, 1.08.1996, 4 с. Ҫак тӑрӑхра тӗнче рекордсменки тата чемпионки Майя Костина парашютҫӑ ҫуралса ӳснӗ. А.Т.-Ыхра, 2000, 52 с.
ПАРӐМҪӐ, п.с. Тӳлеве, налука е кивҫен илнине парса татман ҫын е организаци; парӑмлӑ сӑпат (туп.). Эс лар чӗнмесӗр, парӑмҫӑ пекех. Фауст, 1979, 176 с. Эпир административлӑ мерӑсем йышӑннипе парӑмҫӑсем бюджета 30 миллиарда яхӑн хыврӗҫ. Х-р, 5.09.1996, 2 с. Парӑмҫӑ-ертӳҫӗсене халӑх пӗлмест-ҫке, тӳрех Раҫҫей е Чӑваш Республикин президенчӗсене ӳпкелеме тытӑнать. Х-р, 13.02.1997, 1 с.
— парӑмҫӑ-потребитель (Х-р, 1.08. 2000, 1 с.; Х-р, 11.10.2000, 1 с.).
ПАРӐНМАНЛӐХ, п.с. Ҫӗнеслӗх туртӑм, пӑхӑнманлӑх. Кун пек чухне Нинӑн чун-чӗринче хавхалану тапса тӑрать. Парӑнманлӑх ҫӗкленет. В.Алендей, 1986, 82 с. Ҫеҫпӗлре пирӗн ӗмӗр пӗтмесле пуласлӑх пур, парӑнманлӑх пур. Г.Айхи //Я-в, 1990, 9 /, 15 с. [Хаваслӑ] ҫыннӑн чир-чӗре парӑнманлӑхӗ ӳсет. С-х, 1998, 7 /, 1 с.
— парӑнманлӑх ялавӗ (М.Волкова, 1970, 3 с.; 1984, 3 с.);
— пуҫлӑха парӑнманлӑх (В.Петров, 1985, 27 с.); никама парӑнманлӑх (М.Сунтал, 1990, 145 с.).
ПАРӐНУ, п.с. Кӗрешме чарӑнни, хирӗҫ тӑма пӑрахни; пӑхӑну. Парӑну мӗнне пӗлмест вӑл, ҫӗнтерӳун кунӗ. П.Хусанкай, 1952, 140 с. Ҫакӑвӗсен парӑнӑвне чи айван сӑлтавпа ӑнлантарса пани. Х-р, 1.02.1997, 3 с.
ПАРЛАМЕНТҪӐ, ҫ.с. Саккунсем йышӑнакан органа суйланнӑ ҫын; парламент депутачӗ. Парламентҫӑсем ... пысӑк шалу илсе ҫӗрме пуян та пулса тӑчӗҫ пулӗ. Х-р, 7.04.2001, 2 с.
ПАРНЕЛӲ, п.с. Асӑнмалӑх япала халаллани; парне пани. Ӑна [сирень туратне] именчӗклӗн эп тӑсрӑм сан енне... Телейлӗччӗ маншӑн парнелӳ саманчӗ. М.Сениэль, 1971, 33 с. Питӗ мӑнаҫлӑн пырса ҫитрӗҫ вӗсем парнелӳ церемонине ... Камӑн укҫа пур, ҫавӑ хуҫа паян. ҪХ, 1997, 38 /, 4 с. Парнелӳ килӗшӗвӗ (договор дарения) пирки парнелекен хӑй те, ... ҫынсем те тавӑҫ тӑратма пултараҫҫӗ. ЫХ, 2001, 20 /, 2 с.
ПАРОДИЛЕ, ҫ.с. Пӗр-пӗр жанрӑн е хайлавӑн (произве-денин) хӑй евӗрлӗхне, паллӑ ҫыннӑн манерне тӑрӑхласа евӗрле. Ухсай хӑй поэмине ҫав жанр [эпос] паллисемпе килӗшӳллӗн пуҫласа ярать, ҫав вӑхӑтрах вӗсене пародилет те. ЧЛ, 1994, 11 кл., 28 с. Халӗ эпӗ И.Вдовина пек юрлама, Кӗлпук мучи евӗр пуплеме пӗлетӗп... М.Горбачева пародилеме пултаратӑп. Т-ш, 1998, 2 /, 2 с. Пӗри эстрада ҫӑлтӑрӗсен юррисене пародилесе шӑрантарчӗ. Х-р, 11.04.2001, 1 с.
ПАРТНОМЕНКЛАТУРА, ҫ.с. Партие ертсе пыракансен йышӗ; парти номенклатури. Экономика рынокалла ытла та хавшаккӑн куҫнӑшӑн теприсем ... партноменклатурӑна айӑплаҫҫӗ. Кунта тӗрӗсси ытлашшипех. А.Леонтьев //Х-р, 21.08.1992. Конгресс делегачӗсем А.Хусанкайӑн хӑй вӑхӑтӗнче партноменкла-тура сивленӗ шухӑшӗсене иккӗленмесӗр суйласа илчӗҫ. Х-р, 13.10.1992, 1 с. Эпир халӗ те унчченхи партноменклатура ертсе пынипе ҫӑтмахра пурӑнма ӗмӗтленетпӗр. ХС, 1999, 36 /, 2 с.
ПАРТОКРАТ, ҫ.с., сивл. Партократи йышӗнчи ҫын. [Б.Ельцин] ӗлӗкхи партократсен чирӗпех чирлет. А.Емельянов //Х-р, 30.06.1992, 3 с. Демократсем партократсене хирӗҫ кӗрешме тытӑннӑ тапхӑр... Х-р, 15.09.1992, 2 с. Чӑвашла пӗр сӑмах та калайман партократ валли пукан кирлӗ пулнӑ. Х-р, 25.12.1997, 3 с.
— ӗнерхи партократ (Х-р, 24.09.1992, 2 с.); ӗлӗкхи партократ (В-х, 1992, 12 /).
ПАРТОКРАТИ, ҫ.с., сивл. Ҫӗршыври влаҫа хӑйсен аллине ҫавӑрса илнӗ парти (КПСС) пуҫлӑхӗсем. Партократипе патшалӑх органӗсем халӑхран ютшӑнни питӗ хӑрушӑ япала. А.Хусанкай //П-н, 1990, 2 /, 3 с. Партократи чиновникӗсенчен чылайӑшӗ тӑруках Ельцин майлӑ пулнӑ пек кӑтартма тӑрӑшрӗҫ. Х-р, 22.07.1992, 2 с.
— партократи тарҫи (Х-р, 17.03.1992, 5 с.).
ПАРТФУНКЦИОНЕР, ҫ.с. Парти функционерӗ (туп.). Ӳлӗм партфункционерсем партстационарта мар, хура халӑхпа пӗрле сипленме шутлаҫҫӗ. П-н, 1990, 2 /, 11 с.
ПАРХӐТ, п.в. Ҫӑра, кӗске, ҫемҫе тӗклӗ пир; бархат. Кӗпӳ сан пултӑр пархӑтран! Г.Айхи, 1968, 110 с. Ма пархӑт сӑхманли шукӑльленме пуҫламӗ. Н.Теветкел //Х-р, 30.11.2000, 3 с.
— пурҫӑн-пархӑт (П.Хусанкай, 1968, 178 с.); пархӑт чаршав (Т-ш, 1995, 27 /, 3 с.).
— Ашмарин, IX, 116 с.
ПАСАРҪӐ, п.с. Пасарта сутӑ тӑвакан ҫын; пасар сутуҫи. Ну-ка, пасарҫӑсем, кӑшт хӗсӗнкелӗр-ха унта... Ҫула май кӗреҫесемпе наҫилккесем тиесе каятпӑр. К-н, 1967, 3 /, 5 с. Пасар-ярмӑрккӑ вӗревӗ... Пасарҫӑсем, япала илекен[сем], сӑнаса ҫӳрекенсем. Х-р, 14.06.2000, 3 с. Ятлисемясарта, сумлисемпасарта, эпирясар мар, пасарҫӑ та мар. А.Т.-Ыхра, 2001, 66 с.
ПАССИОНАРЛӐХ, ҫ.с. Чӑрмавсене харсӑррӑн сирсе малалла талпӑнма пултарни; хӗрӳлӗх. Ун [Лев Гумилевӑн] сӑмахӗпе каласан, ... чӑваш халӑхӗн пассионарлӑхӗ пӗчӗккӗ. Х-р, 20.12.1991, 1 с. Чӑваш нацийӗ пассионарлӑхне ҫирӗплетсен ӗмӗр-ӗмӗрех упранса юлма пултарать. Я-в, 2000, 5 /, 51 с.
танл. пассионарлӑ халӑх (Я-в, 1991, 7 /, 6 с.).
ПАТАКЛА, п.с. Патак пар, патак ҫитер; ислет, кӳпке. Анне пӗчӗкрен патакласа, ӑс парса ӳстернӗ мана. В.Алендей, 1979, 412 с. Ну, ку ача-пӑчана! Киле ҫитсенех патаклӑп-ха пӗрре. К-н, 1985, 22 /, 10 с. Арҫынна илсе тухса патакласа яраҫҫӗ. Х-р, 20.10.1992, 4 с. Шипка тӑвӗ ҫинче турккӑсене епле патаклани ҫинчен кала-кала кӑтартмалла. Н.Ларионов //Х-р, 7.06.1996.
ПАТЕНТ, п.п. Услам ӗҫӗпе (бизнеспа) аппаланма ирӗк паракан документ. Патентсӑр услам тӑвакансем... К-ш, 4.09.1927. Муҫҫа Наташӗ ... шӑкӑр-макӑр суткалатчӗ пӗр па-тентсӑр-мӗнсӗрех. Я.Ухсай, 1952, 85 с. Предпринимательсем ... коммерци ӗҫӗ-хӗлӗпе аппаланнӑ чухне ятарласа патент туя-наҫҫӗ... Патент илнисене тавар сутнишӗн тытакан налукран хӑтараҫҫӗ. Х-р, 8.10.1998, 2 с.
ПАТНУС, п.в. Сӗтел патне апат-ҫимӗҫ йӑтса пымалли тата пушаннӑ чашӑк-тирӗке леҫмелли хатӗр; ывӑс, поднос. Вӑл, Мускаври чи чаплӑ ресторан официантки пек вӑр-вар ҫаврӑнса, хӑй йӑтса килнӗ патнусне сӗтел хӗррине лартрӗ. А.Талвир, 1979, 351 с. Ресторанра, ав, официантсем патнус ҫине вунӑ-вунпилӗк турилкке утлантараҫҫӗ. К-н, 1986, 14 /, 8 с. Кӑчӑк туртсанах чупаҫҫӗ патнуспа хупахҫӑсем. К.Бельман, 1999, 221 с.
— пӑхӑр патнус (Я-в, 1967, 6 /, 21 с.); йывӑҫ патнус (Х-р, 7.10.1998, 3 с.).
— Ашмарин, IX, 134 с.
ПАТШАЛӐХЛӐХ, ҫ.с. Наци (этнос) суверенитетне па-лӑртмалли тата хӳтӗлемелли май; патшалӑх тытӑмӗ, патшалӑх йӗрки. Патшалӑхлӑх кунӗпе ҫыхӑннӑ уявра та вӗсем сумлӑ хӑна-сем пулнӑ. ҪХ, 1998, 46 /, 2 с. 1995 ҫултанпа республикӑра эпир ҫуллен ҫӗртмен 24-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑхлӑх кунне паллӑ тӑ-ваттӑмӑр. Х-р, 28.04.2000, 2 с. Ҫакӑ Раҫҫей патшалӑхлӑхне кон-ституциллӗ мар меслетпе хаклани пулать. Х-р, 11.08.2000, 1 с.
ПАХЧА, ача пахчи, п.я. Шкул ҫулне ҫитмен (3—7 ҫулхи) ачасене ӑс парса ӳстермелли учреждени; ача сачӗ, ача йӑви. Ача пахчинчи е пуҫламӑш класри йӑмӑкӑрсемпе шӑллӑрсем... ЧС, 1993, 10 кл., 41 с. Ҫул-йӗр кооперативӗ ача пахчи уҫрӗ. Я-в, 1995, 9 /, 70 с. Ача пахчине ҫӳресе ҫӗр таран шутлама вӗреннӗ. Т-ш, 1998, 11 /, 3 с.
танл., ачасен пахчи (Егоров, 1936, 337 с.).
ПАЧЧУШКИ, п.с., калаҫ. Хытӑ тӗлӗннине е унпа пӗрлешнӗ кӑмӑл хусканӑвне (тӗсл., хӑраса кайнине) палӑртакан пулӑшу сӑмахӗ. Паччушки! Камит кӑтартас терӗн-им, Хӗветӗр. К-н, 1972, 23—24 /, 19 с. Пачушки-и! Мӗнле кӑна ҫимӗҫ ҫук-ши унта [уяв сӗтелӗ ҫинче]! К-н, 1982, 21 /, 2 с. Паччушки, Гений Моторовичӑн ... ывӑлӗ те гение тухса пырать-иҫ! В.Енӗш, 1986, 15 с. Ай, паччушки, ачам, ывӑлӑм! Ӑҫта эс. ХС, 1999, 130 /, 2 с.
ПАЯНЛӐХ, п.с. Хальхи вӑхӑт, хальхи самана; паянхи пурнӑҫ. Паянлӑхра ман чунӑм варкӑшать. А.Петтоки, 1936, 15 с. Хӑй аваллӑхра чакаланнӑран паянлӑха такамран та лайӑхрах пӗлетӗп тесе шутлать. А.Емельянов, 1975, 255 с. Сӑвӑҫ [Ҫеҫпӗл] шавах ырӑ вӑхӑт килессе шанать, ӑна ыранлӑхра кӗтет. Паянлӑхра телей тупаймасть вӑл. Г.Федоров, 1996, 29 с.
— паянлӑхран малашлӑха (Н.Ишентей, 1997, 62 с.); аваллӑхран паянлӑха (ЧТАП, 2002, хупл.).
ПӐЛХАВӐР, ч.с., ҫ.п. Общество тытӑмне аркатса улӑш-тарни; революци. 1905—1907 ҫулсенчи пӑлхавӑра тискеррӗн путлантарнӑ. В.Станьял //КЯ, 25.05.1990, 1 с. Вӑл 1917 ҫулхи пӑлхавӑр вӑхӑтӗнче патша ҫарӗн офицерӗ пулнӑ. Т-ш, 26.03.1998. Октябрь пӑлхавӑрӗпе халӑх вӑрҫи ҫулӗсенче унӑн [В.Г.Егоровӑн] пурнӑҫӗнче пӑтӑрмахсем сиксе тухаҫҫӗ. ХШ, 2000, 4 /, 102 с. Октябрьти пӑлхавӑра И.Я. Яковлев «зараза» тенӗ. Х-р, 15.08.2000, 4 с.
— большевиксен аслӑ пӑлхавӑрӗ (Х-р, 27.02.1996; Х-р, 13.03.1996).
ПӐЛХАВӐРЛӐ, п.с. Пӑлхавлӑ; пӑтравлӑ, тӑнӑҫсӑр, канӑҫсӑр. Митта Ваҫлейӗ пирӗн пӑлхавӑрлӑ вӑхӑтӑн шанчӑклӑ юлташӗ. КЯ, 5.03.1988, 3 с. Малтанах унӑн [Ю.Айдашӑн] пӑл-хавӑрлӑ кӑмӑлӗ романтизмра палӑратчӗ. Я-в, 1990, 5 /, 28 с. «Нарспи» поэмапӑлхавӑрлӑ ХХ ӗмӗр пуҫламӑшӗ ҫуратнӑ вилӗмсӗр хайлав. ЧС, 1994, 9 кл., 69 с.
— пӑлхавӑрлӑ самана (Н.Мранькка, 1961, 409 с.; М.Юхма, 1983, 251 с.; Я-в, 1990, 6 /, 2 с.); пӑлхавӑрлӑ тӗнче (Н.Ис-муков, 1990, 111 с.); пӑлхавӑрлӑ кунсем (ЧС, 1994, 8 кл., 169 с.); «пӑлхавӑрлӑ» шухӑш (Я-в, 1995, 10 /, 69 с.).
ПӐЛХАВӐШНИ (ПӐЛХАВИШНИ), п.с. Православи чиркӗвӗ ака уйӑхӗн (апрелӗн) ҫиччӗмӗшӗнче паллӑ тӑвакан Аслӑ уяв. Пӑлхавӑшни кунӗнчи ҫанталӑк та ҫу мӗнле килессине тӗрӗс калать. М.Юхма, 1990, 192 с. Пӑлхавишни кунӗ ҫил тухсан, тырӑ тутӑ пулмасть. Ҫ-т, 1993, 2 / [«Ҫутҫанталӑк кӗтесӗ» рубрика]. Пӑлхавӑшни каҫӗ ӑшӑ тӑрсан, ҫуркунне вӑраха тӑсӑлать. Х-р, 31.03.1994, 4 с.
— Пӑлхавишни каҫ (Х-р, 25.03.1998, 4 с.);
— Ашмарин, Х, 113 с.
ПӐЛХАВҪӐ, ч.с. Пӑлхав ҫӗклекен, пӑлхава хутшӑнакан, пӑлхану пуҫаракан (ҫын, хутлӑх т.ыт.). Аслан Масхадов тытӑма хирӗҫле политик шутланать, «пӑлхавҫӑ республикӑна» ертсе пырать. Х-р, 6.08.1998, 3 с. Пикем хальчӑн пӑлхавҫӑ! К.Бельман, 1999, 17 с. ГКЧП вӑхӑтӗнче пӑлхавҫӑсем ... Гор-бачевпа ҫапла хӑтланнӑ. Х-р, 17.04.2001, 2 с.
— пӑлхавҫӑ мотор (М.Мерчен //Т-ш, 1998, 4 /).
ПӐНТӐ-ПӐНТӐ (ПӐНТӐ), п.с. Карӑнчӑк, нӑкӑ, пиҫӗ. Ҫырлисем пиҫсе ҫитнӗ. Пӑнтӑ-пӑнтӑ мӑнтӑр. В.Долгов, 1962, 60 с. Андрей ... нӑтӑ-нӑтӑ та пӑнтӑ-пӑнтӑ ҫан-ҫурӑмлӑ. А.Емельянов, 1985, 12 с. Пирус та, хӗрарӑм та малтанлӑха пӑнтӑ-пӑнтӑ хытӑ. Иккӗшне те ... ҫемҫетмелле. Я-в, 1991, 4 /, 32 с.
— пӑнтӑ-пӑнтӑ кӑкӑр (В.Енӗш, 1986, 41 с.); пӑнтӑ сумка (ЧҪ, 1998, 3 /).
ПӐНТӐХ, пӑнтӑх вӑхӑт, пӑнтӑх самана е пӑнтӑх самани, пӑнтӑх тапхӑрӗ, ҫ.я. Обществӑпа экономика аталанӑвӗ хытса ларнӑ вӑхӑт; аталанусӑр тапхӑр (туп.). Аталанусӑр иртсе кайнӑ ҫулсем вӗсем — пӗтӗмпех пӑнтӑх вӑхӑт. КЯ, 24.02.1989, 3 с. Пӑнтӑх тапхӑрне каялла тавӑраймӗҫ [Пуҫелӗк]. ХС, 1991, 15 /. Унӑн сӑнарӗнче ... пӑнтӑх (застой) тапхӑрӗнче вӑй илнӗ тӳнтерлӗхсем палӑрма пуҫланӑ. ЧЛ, 1994, 11 кл., 47 с.
— пӑнтӑх саманин палли (П-н, 1991, 21 /, 10 с.); пӑнтӑх тапхӑрӗнчи ҫынсем (Я-в, 1990, 5 /, 28 с.); «пӑнтӑх вӑхӑтӗнчи» ҫулсем (ҪХ, 1998, 50 /, 9 с.); «пӑнтӑх самана» ҫӑмӑллӑхӗсем (ТА, 1998, 1 /, 37 с.).
ПӐНТӐХЛӐХ, п.с. Кивӗлле хӑтланни, ҫӗнӗлӗхрен ют-шӑнни; пурнӑҫ аталанӑвӗнчен юлни. Лӑпкӑлӑлӑх, пӑнтӑхлӑх чирӗпе минреме пуҫларӑмӑр-ши эпир. А.Емельянов, 1990, 176 с. Романра А.Емельянов писатель административлӑха, бюрократилӗхе, пӑнтӑхлӑха ҫивӗч питлет. М.Ставский //Я-в, 1991, 1 /, 21 с.
— ВЧС, 1971, 298 с.
ПӐНЧӐ, п.п. Пӗр-пӗр ӗҫ-пуҫ (суту-илӳ, вӑрҫӑ-харҫӑ) пулса иртекен вырӑн. Тепӗр ирхине ... унӑн тусӗсем хулари суту-илӳ «пӑнчисене» сырса илнӗ. К-н, 1967, 6 /, 4 с. Пирӗн районта пурӗ 120 суту-илӳ пӑнчи. К-н, 1981, 16 /, 9 с. Вӑл та ҫавнашкал бизнес пуҫарнӑ, виҫӗ «пӑнчӑ» тытса тӑнӑ. Х-р, 11.04.2001, 1 с. «Вӗри пӑнчӑна» пӗр хӑрамасӑр каякан хӗрарӑм юрӑҫ тупӑнӗ-ши тата. Х-р, 11.10.2000, 2 с.
танл., хӗрӳ «точкӑсем» (Х-р, 27.07.2001, 4 с.).
ПӐРАЛАВ, ҫ.с. Ҫӗре пӑраласа шӑтарни, хӑвӑллани. Пирӗн нефть те, газ та пур. Тӑвай районӗнче разведкӑпа ҫыхӑннӑ пӑралав ӗҫӗ пырать ӗнтӗ. К-ш, 1998, 7 /, 2 с.
ПӐРТАС (ПӐРТТАС), п.с. Мӑкшӑсемпе хурӑнташлӑ пулнӑ, Атӑлҫи пӑлхарсемпе тата ытти халӑхсемпе хутӑшса пӗтнӗ авалхи йӑх ҫынни. Атӑл тӑрӑхӗнчи авалхи йӑхсем хушшинче араб авторӗсем пӑртассене те асӑнаҫҫӗ... Чӑваш этногенезне пӑртассем сахаллӑн хутшӑннӑ. В.Каховский, 1984, 40—41 с. Пӑртас сали вырӑнӗнче пӑртас халӑхӗ пурӑннӑ пулас. А.Т.-Ыхра, 2000, 21 с. Пӑрттассем XI ӗмӗрсенче хӑйсен ятне ҫухатнӑ. Вӗсен культури мишерсемпе мордва йӑхӗсен культурине сӗм парса хӑварнӑ. Х-р, 26.06.2003, 4 с.
ПӐРУ, ҫ.п., астрол. Вӑкӑр (туп., 3). Пӑрӑвӑн нумай ӗҫлеме тивет. Т-ш, 13.02.1991, 7 с. «Сурӑх» ... «Пӑрусемпе» туслашма пултарать. Ҫ-т, 1992, 3 /, 30 с.
ПӐСАВҪӐ, п.с. Ҫирӗпленнӗ йӗркене пӑсакан, килӗшӳлӗхе сарӑп кӳрекен ҫын. Вӑрҫӑ умӗн поэт «Феликсчикӗ пӑсавҫӑ» ятлӑ поэма ҫырнӑччӗ. П.Хусанкай, 1968, 38 с. «Эсир» сӑмаха «эсӗр» тесе те ҫырма хушаҫҫӗ кунти чӗлхе академикӗсем-пӑсавҫисем. ТА, 2000, 2 /, 1 с.
ПӐСӐКЛӐХ, п.с. Путсӗрлӗх, йӳнсӗрлӗх, ӗренкесӗрлӗх. Влаҫ туса хурасси Турӑ ӗҫӗ, влаҫа айӑплӑ ҫынсем кӗрсе каясси ... вара ҫынсен пӑсӑклӑхӗнчен килет. Я-в, 1999, 11—12 /, 110 с.
— ВЧС, 1971, 262 с.
ПӐТРАВЛӐХ, ҫ.с. Хирӗҫӳлӗх, майсӑрлӑх, уҫӑмсӑрлӑх (туп.). Акӑ ӑҫта унӑн [сӑнарӑн] пӑтравлӑхӗ, аташӑвӗ, ҫылӑхӗ. В.Эктел //Я-в, 1992, 9 /, 29 с. Театрти лару-тӑру «пӑтравлӑхне» кура Тани Юн тепӗр ӗҫе — куҫару ӗҫне... — пуҫӑнать. ХК, 1993, 6 /, 2 с.
ПӐХӐНМАНЛӐХ, п.п. Ӳкӗте кӗменни, итлеменни, пӑхӑн-манни. Гражданла пӑхӑнманлӑх вӑл парламент меслечӗсемпе кӗрешесси ҫеҫ мар, вӑлсоциалла пурнӑҫа аркатма ... хӑтланни. КЯ, 2.11.1990, 2 с.
—ВЧС, 1971, 400 с.
ПӐХӐР, ҫ.п. Спорт ӑмӑртӑвӗнче е конкурсра виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑшӑн паракан медаль тата унӑн пахалӑхӗ; бронза, туйӑр (туп.). Дистанцие Алина чи малтан вӗҫлерӗ, Еленавиҫҫӗмӗш! Апла тепӗр ылтӑн тата пӑхӑр медаль чӑваш хӗрӗсенче! Ҫ-т, 1992, 9—10 /, 19 с. Т.Герасимова 3 ҫухрӑмра иккӗмӗш, ҫухрӑм ҫурӑра виҫҫӗмӗш пулса «кӗмӗлпе» «пӑхӑр» ҫӗнсе илнӗ. Х-р, 11.07.1997, 4 с. Тӑваттӑмӗш пултӑм, темиҫе ҫеккунт ҫеҫ ҫитмерӗ пӑхӑр медаль валли. ҪХ, 30.04.1998, 4 с. «Красноярская» сортли [вермишель] вара виҫҫӗмӗш степень диплома тата пӑхӑр медале илме тивӗҫ пулнӑ. Х-р, 3.04.2001, 1 с.
ПӐШӐЛТАТУ, п.с. 1. П.п. Сасӑ чӗлӗхӗсене вылятмасӑр шӑппӑн калаҫни; сассӑр пуплев. Зал тӑрӑх пӑшӑлтату шуса иртет. А.Железковӑпа К.Семенова, 1964, 170 с. Хӗр пӑшӑлтатрӗ. Анчах ҫав пӑшӑлтату кӑшкӑрнӑ майлӑ илтӗнчӗ. Г.Ефимов, 1984, 128 с. Хӗрпе каччӑн ӑшӑ пӑшӑлтатӑвне итлесе тӑма аванах мар. В.Эктел, 1996, 78 с.
— юрату пӑшӑлтатӑвӗ (Ю.Айдаш //Х-р, 14.05.2003, 4 с.);
— ВЧС, 1971, 869 с.
2. П.п. Килӗшӳллӗн илтӗнекен вӑйсӑр сасӑ (шӗпӗлтетни, чӑшӑлтатни т.ыт.). Шӑнкӑрав янӑранӑ чух... йывӑҫсем яланхи пӑшӑлтатӑвне татӗҫ. И.Лисаев //Я-в, 1974, 4 /, 3 с. Хум пӑ-шӑлтатӑвӗ [Кӗнеке ячӗ]. М.Карягина, 1995. Ав, ... парка йывӑҫ ҫулҫисен пӑшӑлтатӑвӗ хӑлхара. Х-р, 3.06.1997, 3 с. Сӳ кайрӗ чун ылмашрӗҫ тейӗн аслатипе пӑшӑлтату. Н.Ишентей //Я-в, 2000, 5 /, 3 с.
3. Ҫ.п. Ӑшри пуплев. Шухӑш — чарӑнми вӗҫ-хӗррисӗр темӗнле пӑшӑлтату. Г.Айхи, 1988, 52 с. Ӗмӗт пӑшӑлтатӑвӗ [Пуҫелӗк]. М.Мерчен //К-н, 2002, 7 /, 13 с.
4. Ҫ.п. Сӑмах сарни; сӑмах-юмах, сас-хура. Пӑшӑлтату пӑтти... Ку пӑшӑлтату мар, кучӑнлӑх. ҪХ, 1997, 38 /, 4 с.
ПЕДКАНАШ, ҫ.с., кӗск. Шкулта вӗрентекенсен пухӑвӗ; педагогсен канашӗ. Педканаш пирӗн пирки мӗн йышӑннине калӑр-ха. ХШ, 1998, 2 /, 30 с. Профсоюз пухӑвӗнче, педканашра ... ку ӗҫе вӑйлатмалли пирки асӑрхаттартӑмӑр. Т-ш, 1999, 4 /, 9 с. Ыран манӑн уҫӑ урок... Кайран педканаш пулмалла. Х-р, 19.05.2003, 4 с.
ПЕДКОЛЛЕДЖ, ҫ.с. Педагогсене хатӗрлекен ятарлӑ вӑтам шкул; педагогика колледжӗ. Стерлитамакри педколледжра вӗре-некен О.Гришина ӗҫӗсем... УС, 10.04.1998, 7с. Канаш педколлед-жӗн 2-мӗш курсӗнче вӗренекен Катя... Т-ш, 1999, 10 /, 2 с.
— педколледж студентки (Т-ш, 1999, 12 /, 11 с.).
ПЕДУНИВЕРСИТЕТ, ҫ.с. Педагогика университечӗ. Халӗ каччӑсем аслӑ шкулта вӗренеҫҫӗ ӗнтӗ. Андрейпедуниверситетра, АлексейЧПУра. ҪХ, 1998, 47 /, 12 с. Чӑваш енри чи ватӑ аслӑ шкулӑн ӳсӗмӗсем унӑн статусне пысӑклатма, пед-институтран педуниверситет туса хума май параҫҫӗ. ХШ, 1999, 4—5 /, 120 с. И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх пед-университечӗ... Х-р, 16.08.2000, 2 с.
— педуниверситетӑн ҫӗнӗ корпусӗ (Х-р, 8.10.1999, 1 с.); педуниверситет историйӗ (Х-р, 28.04.2000, 2 с.); педуниверси-тетран вӗренсе тух (ПЧЕ, 2001, 4 /, 3 с.).
ПЕЙДЖЕР, ҫ.с. Телефонпа пӗлтернӗ васкавлӑ хыпара дисплей (экран) ҫине кӑларакан пӗчӗкҫӗ ҫыхӑну хатӗрӗ. Самар хулинчи пейджер туса кӑларакан компани... Х-р, 29.04.1999, 3 с. Пейджер сас пачӗ-тӗкхуҫи патне пӗлтерӳ ҫитнӗ. ЧХ, 2001, 29 /, 4 с. Пейджер ҫине телекуравҫӑсенчен хыпарсем килме пуҫларӗҫ. Ар, 2002, 13 /, 2 с.
— пейджерпа усӑ кур (ҪХ, 18.09.1998, 3 с.); пейджер ҫыхӑнӑвӗ (Х-р, 13.04.2001, 2 с.); пейджер номерӗ (Х-р, 4.08.2001, 1 с.); пейджер парнеле (К-н, 2002, 7 /, 3 с.); пейджерсемпе тивӗҫтер (Х-р, 16.03.2002, 1 с.).
ПЕЙДЖИНГ, ҫ.с. Пейджер пулӑшнипе ҫыхӑнмалли, хыпар ҫитермелли мел. Пейджинг ҫыхӑнӑвӗ. Х-р, 15.08.2000, 4 с. Пейджинг компанийӗ. Х-р, 16.03.2002, 1 с.
танл., пейдж-ҫыхӑну (Х-р, 4.08.2001, 1 с.).
ПЕЙӖТ (ПАЙӐТ), п.с. Балладӑлла сюжетлӑ (синкерлӗ ӗҫ-пуҫа сӑнлакан) халӑх юрри. Хӑш-пӗр чӑваш пейӗчӗсем тутар халӑхӗн баичӗсене питӗ ҫывӑх. ХЭ, 1996, 21 с. Ҫак тискерлӗх ҫинчен пӑлхар-чӑвашсен пӗр пайӑт упранса юлнӑ. А.Т.-Ыхра, 2000, 92 с. Эс ... пейӗтре хӑварнӑ ху ятна. Я-в, 1997, 7 /, 68 с.
— пейӗт хыв (Х-р, 10.01.2002, 3 с.);
танл., Ашмарин, IX, 152 с.
ПЕПСИ, ҫ.с. е ПЕПСИ-КОЛА, п.с. Ӑша уҫӑлтарса хавал кӳрекен газлӑ пылак шыв тӗсӗ. Ашшӗпе пӗрле пепси, шампански кӗленчисенчен ӳпле ӑсталанӑ. ҪХ, 1998, 49 /, 12 с. Ҫие юлсан газлӑ пылак шывсем, лимонад, кока- тата пепси-колаӗҫме юрамасть. С-х, 1999, 19 /, 3 с. Кусем ... «пепси» ӗҫеҫҫӗ, «попса» итлеҫҫӗ, боевик пӑхаҫҫӗ. Х-р, 14.06.2000, 3 с.
ПЕРЕКЕТСӖРЛӖХ, п.с. Пурлӑха тирпейлӗ тытма пӗлменни, пуҫтарусӑр пулни. Ҫак тумхахлӑ ҫул ҫинче ӑна [завода] каялла тӗкме хӑтланакансем те тупӑнаҫҫӗ. ВӗсемХуҫасӑрлӑх тата Перекетсӗрлӗх. К-н, 1984, 7 /, 4 с. Тепӗр хӑруш тӑшман вӑлперекетсӗрлӗхпе тирпейсӗрлӗх. Х-р, 17.07.2001, 2 с.
— сӑмах перекетсӗрлӗхӗ (Н.Петров // Я-в, 1973, 3 /, 29 с.).
ПЕРЕСТРОЙКА, ҫ.с. Ҫӗнетӳ (туп.). «Перестройка» пурнӑҫа ҫӗнетмеллине ҫеҫ мар, ҫӗнӗлле йӗркелемеллине пӗлтерет. ТА, 1988, 6 /, 5 с. Перестройка текен пакӑлтату тапхӑрӗнче... К-н, 1992, 6 /, 2 с. Малтанах перестройка текен ҫӗнӗлӗхе вӑя шеллемесӗр хутшӑнтӑм. А.Емельянов //Х-р, 30.06.1992. Ку ҫын [М.Горбачев] Раҫҫейре перестройка туса халӑх историне кӗрсе юлчӗ. Х-р, 3.04.2001, 3 с.
— перестройка вӑхӑчӗ (К-н, 1988, 2 /, 5 с.; Х-р, 29.03.2000, 4 с.).
ПЕСТИЦИД, п.с. Ял хуҫалӑхӗпе вӑрман хуҫалӑхӗнче ҫум курӑкпа тата сиенлӗ хурт-кӑпшанкӑпа кӗрешме усӑ куракан им-ҫам. Кӗҫӗн Ҫавал ... гербидцидсемпе, пестицидсемпе, минераллӑ удобренисемпе пӑсӑлса пырать. Я-в, 1991, 7 /, 2 с. Вӑрнарта ҫӗр пахалӑхне 21 хут тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн хлорорганикӑллӑ пестицид нумай пулнине асӑрханӑ. ҪХ, 1998, 40 /, 4 с. Асӑннӑ заводра ӳсен-тӑрана хӳтӗлемелли химилле препаратсемпеситицидсем ... хатӗрлеҫҫӗ. ХС, 1999, 1 /, 1 с. Диоксинсемпе пестицидсемрака пуҫаракан тӗп веществосем. С-х, 2000, 31 /, 3 с.
— пестицид-гербицид (ТА, 1988, 10 /, 4 с.); гербицид-пестицид (М.Сениэль, 1990, 133 с.).
ПЕСУК, п.в. Хӑйӑр пек вӗтӗ сахӑр; песок. Пӗрин алли янтӑ песук патне туртӑнать. К-н, 1982, 1 /, 3 с. Кӗске хушӑрах икӗ михӗ песук, 800 килограмм тырӑ ӗҫлесе илтӗм. Х-р, 17.07.1992, 2 с. 80-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче ... пӗр кило песукшӑн епле хӗпӗртенӗ. Х-р, 24.01.1996, 3 с. Пӗр литр шыва 80 грамм песук, 50 грамм тӑвар ямалла... Ч-х, 1999, 14 /, 8 с.
— сахӑр песукӗ (Х-р, 22.04.1993, 1 с.; Х-р, 4.08.1993, 1 с.).
ПЕТТИНГ, ҫ.с. Арлӑх ҫыхӑнӑвне кӗмесӗр пӗр-пӗрин ачаш вырӑнӗсене сӗртӗнсе (чуп туса, тӑрмаласа т.ыт.) киленни; савӑшу вӑййи, ачашлану (туп.). Ачаран иртсе пӑча шайне ҫиткелесен, 15—16 ҫулсенче, кӑмӑла онанизмпа тата петтингпа тивӗҫтереҫҫӗ. Я-в, 1991, 3 /, 32 с. «Петтинг» сӑмах эрогенлӑ зонӑсене ачашласа туйӑмсене вӑратнине пӗлтерет. С-х, 1998, 7 /, 4 с. «Сивӗ» хӗрарӑмсем петтингпа усӑ кураҫҫӗ, кун пек чухне вӗсем оргазм та туяҫҫӗ. ҪХ, 1999, 10 /, 5 с.
ПЕХЕТЛӖ, п.с. Артаклӑ, ырлӑхлӑ; сипетлӗ, пархатарлӑ. Илӗпӗр кӗтсе эпир пехетлӗ ӗмӗре. Венгри поэчӗсем. 1974, 77 с. Пехетлӗ ҫумӑрсем тӑкса ҫусан, ҫапас килет ташша — чупса тухса. В.Ахун, 1990, 114 с. Тута хӗррисем хӗрӳллӗ вакуумран вӗҫерӗнеймерӗҫ. Пехетлӗ евӗклӗх пӗви татӑлса кайрӗ. Ар, 2002, 38 /, 2 с.
— пехетлӗ сывлӑш (К-н, 1981, 3 /, 2 с.); пехетлӗ тапхӑр (В.Энтип, 1987, 120 с.); пехетлӗ пурнӑҫ (В.Петров, 1989, 199 с.); пехетлӗ витӗм (К-ш, 1997, 12 /, 2 с.).
ПЕХЕТЛӖХ, ҫ.с. Пархатар, тивлет, ырлӑх. Кунашкал хӑтлӑхра ... паянхи тӑнӑҫ пурнӑҫ, кил-йышри пехетлӗх ҫинчен шӑкӑл-шӑкӑл пуплесе ларма кӑмӑллӑрах. В.Петров, 1989, 364 с. Ял ҫынни ... йӗкел пуҫтарнӑ, эмел курӑкӗсем пухнӑ. Ҫав вӑхӑтрах пӗтме те паман вӑрман пехетлӗхне. А.Емельянов //Я-в, 1991, 7 /, 2 с.
ПӖЛӖМҪӖ, ч.с. Юмлама тата имлеме пӗлекен ӑста; ӑрӑмҫӑ (туп.). Ҫав суккӑр хӗрарӑма [Вангӑна] ахальтен мар витӗркуран, пӗлӗмҫӗ теҫҫӗ. А.Дмитриев //Я-в, 1991, 8 /, 30 с. Чи аслӑ пӗлӳ вӑлюмӑҫсен пек, пӗлӗмҫӗсен пек пӗлӳ. Ю.Яковлев //ҪХ, 1997, 47 /, 4 с.
ПӖЛМЕНЛӖХ, ҫ.п. Паллӑ мар вырӑн, уҫӑмсӑр тӗл; паллӑ-марлӑх. Темле самолет пуҫ тӑрринче ... таҫти пӗлменлӗхе вӗҫрӗ. Г.Юмарт //Я-в, 1995, 10 /, 117 с.
ПӖРЕШКЕЛЛИ, ҫ.с., эвф. Гомосексуалист (туп). Хӗрарӑмсен зонисенче ... Роза Смирнова та пӗрешкеллисен юратӑвне ас тивнӗ, ҫакна хӑнӑхнӑ. Х-р, 5.10.2000, 3 с.
ПӖРЛӖХҪӖ, ҫ.с., калаҫ. «Пӗрлӗх» (каярах — «Пӗрлехи Раҫҫей») парти йышне кӗрекен ҫын. «Пӗрлӗх» сpездне Аслӑ Новгородра ирттерме палӑртнӑ... [Атӑлҫи] Федераци округӗнчи «пӗрлӗхҫӗсен» ячӗпе унта Н.Пугин тухса калаҫать. Х-р, 24.10.2000, 1 с.
ПӖРШУХӐШЛӐХ, п.с. Тӗрлӗ ҫынсем шухӑш-кӑмӑлпа пӗр майлӑ пулни; пӗр пек шухӑшлани. Тӗнчери пӗршухӑшлӑх вӑйӗ ҫине таянса Сальвадор патриочӗсем ... кӗрешӗве малалла тӑсаҫҫӗ. КЯ, 1982, 99 /, 3 с. Тӑватӑ ҫулта пӗрре ирттерекен спортпа пӗршухӑшлӑх уявӗОлимпиадакилсе ҫитрӗ. Х-р, 22.07.1992, 4 с. Сатирик «Раҫҫейре пӗршухӑшлӑха вӑя кӗртесси ҫинчен» проект сӗннӗ. Х-р, 14.03.1996, 3 с.
— ВЧС, 1971, 180 с., 735 с.
ПӖҪЕРТ, п.п. Ют пурлӑха вӑрттӑн ил; вӑрла, йӑкӑрт. Каллех ҫурта укҫине пӗҫертнӗ ӗнтӗ ҫак эсрел. К-н, 1967, 7 /, 11 с. [Чанасем] сӗтел ҫинчи апат-ҫимӗҫе пӗҫертсе кайма та вӑтанса тӑмаҫҫӗ. Хв. Уяр, 1978, 156 с. Кӗнекене пачах урӑх арҫын ача ... пӗҫертсе тухнӑ-мӗн. В.Петров, 1989, 306 с. Вӑрӑсем 50 кӗленче эрех, 22 банка консерва ... тата ыттине пӗҫертнӗ. ҪХ, 1999, 41 /, 8 с.
ПӖТЕР, п.п., калаҫ. Ар вӑрлӑхне юхтарса кӑлар; арлӑх ки-ленӗҫне туй. Юлашки вӑхӑтра манпа ӑнланмалла мар япаласем пулса иртеҫҫӗ, е ар органӗ тӑми пулать, е питӗ хӑвӑрт пӗтеретӗп. С-х, 2000, 37 /, 4 с. Секс енчен те йӗркеллех... Пӗр кӑлтӑк ҫеҫ пур. Саша пӗтернӗ чухне ытла хытӑ кӑшкӑрать. Х-р, 20.09.2003, 13 с.
ПӖТӖЛЕНӲ, ҫ.с. Ҫие юлни, ӳтленни, йывӑрланни; йӑхни, пӗтӗҫленни. Пӗтӗленӳ хайхи шӑпах ҫавӑнта (фаллопи кӗпҫинче, амалӑхра) пулса иртет те ӗнтӗ. А-и, 1991, 22 /, 4 с.
ПӖТӖҪӲ, п.п. Ар ҫыхӑнӑвне кӗни; пӗтӗҫ(лен)ни, арлашни (туп.), ҫыхлашни. Ку мел мӑшӑрсене иккӗшне те пӗтӗҫӗве пӗрешкел йӗркелесе пыма, вӑя перекетлеме май кӳрет. А-и, 1992, 22 /, 5 с. Пӗтӗҫӳшӗн ҫеҫ ҫыхӑнӑва кӗресси чи ҫӑмӑл, ансат ҫул. ҪХ, 1998, 6 /, 5 с. Петтинг пӗтӗҫӳ умӗн савӑшмалли вӑйӑ та пулма пултарать. С-х, 1998, 7 /, 4 с.
— арлӑх пӗтӗҫӗвӗ (ҪХ, 3.04.1998, 5 с.);
— пӗтӗҫӳ ӑшлӑхӗ «амалӑх умӗ» (МТВЧС, 1996, 51 с.; ҪХ, 10.04.1998, 6 с.).
ПИАР, ҫ.с. Халӑх кӑмӑлне пӗр-пӗр ҫынна (йыша, пулӑма) майлӑ е хирӗҫ ҫавӑрни. Унӑн ӗҫӗпиар. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл «Метро» мюзиклӑн пиар-менеджерӗ пулнӑ. ҪХ, 2001, 21 /, 8 с. «Хура технологи» е «хура пиар» ... нумайӑшне кӑмӑла каймасть... Тӗп пултӑр хура пиар! Х-р, 6.10.2001, 2 с. Пиар тени «хура» та, «шурӑ» та пулма пултарать. Х-р, 9.10.2003, 2 с.
танл., пиаркампани (Х-р, 16.03.2000, 23 с.); пиар-технологи (Х-р, 19.12.2001, 1 с.).
ПИКЕНӲ, п.в. Тимлени, ӑнтӑлу, тӑрӑшу; пикенчӗк. Ӑна аталантарма хӑтлантӑм. Мӗн тӑвӑн, пикенӳ ӑнӑҫмарӗ. А.Аттил //ТА, 1988, 10 /, 62 с. Чӑвашшӑн пикенӳпе перекетТурӑ хушни те, йӑла та, саккун та, ҫӑлӑнӑҫ та, тупа та... Г.Волков // Х-р, 2.07.2002, 2 с.
танл., пикенӳллӗ ӗҫле (ЧҪ, 1998, 14 /, 13 с.).
ПИНҪУЛЛӐХ е ПИН ҪУЛЛӐХ, ҫ.с. Пин ҫула пӗрлеште-рекен тапхӑр; вунӑ ӗмӗр. Хӑҫан та пулин килсе ҫӑвӗ ҫак ҫумӑр, пӑсмасӑр пин ҫуллӑх йӑли-йӗркине. П.Яккусен, 1993, 17 с. Иртнӗ пин ҫуллӑхсенче чӑваш халӑхне нумай-нумай хут кӑкланӑ — пурпӗрех пӗтереймен. ҪХ, 1999, 49 /, 1 с. Пинҫуллӑх кӑнчӗ... А.Т.-Ыхра, 2000, 136 с.
— ҫӗнӗ пинҫуллӑх (Х-р, 10.09.1992, 2 с.; Я-в, 2000, 12 /, 3 с.); пирӗн эрӑчченхи пинҫуллӑх (ЧХ, 11.04.1998, 8 с.); пинҫуллӑхсем хушши (ҪХ-рӗ, 29.12.1999, 3 с.); иккӗмӗш пинҫуллӑх (Я-в, 2000, 12 /, 13 с.); виҫҫӗмӗш пинҫуллӑха кӗр (ЧТ, 1998, 5 /, 2 с.; ХС, 1999, 27—28 /, 2 с.).
ПИРАМИДА, ҫ.п., куҫӑм. Укҫа хывакансен ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ йышне илӗртсе явӑҫтарнипе тытӑнса тӑракан ултавлӑ услам тытӑмӗ. Эпир халӑха улталамалли пирамидӑсем тумастпӑр. Х-р, 27.07.2001, 2 с. Кукӑр алӑллисем «пирамидӑсем» туса айван халӑха улталанине патшалӑх лӑпкӑнах пӑхса тӑчӗ. Х-р, 18.09.2001, 2 с.
ПИРАТ, ҫ.п., куҫӑм. Саккунлӑ майпа ирӗк илмесӗр (автор прависене пӑсса) ыттисен ӑс-хакӑл пурлӑхӗпе услам тӑвакан ҫын. Юрӑҫсене те профсоюз кирлӗ... Унсӑрӑн пиратсемпе кӗрешеймӗпӗр. ҪХ, 2002, 17 /, 5 с.
ПИҪӖХӲ, п.с. Пиҫӗлӗх, ҫирӗплӗх, тӳсӗмлӗх. Ӗнтӗ Нико-лайӑн пиҫӗхӳ-хӑнӑху ҫук мар. Вӑл салтакра та руль умӗнчен кайман. Л.Таллеров, 1979, 354 с. Ҫар хӗсмечӗ, Шупашкар завочӗсем ӗмӗтлӗ ҫамрӑка пурнӑҫ пиҫӗхӗвӗ параҫҫӗ. Я-в, 1999, 2 /, 94 с.
ПИТЛЕВ, п.с. Сивлесе тӑрӑхлани; хаяр кулӑш, сатира. Вӑл повестьпитлев, сатира! К-н, 1978, 15 /, 9 с. Иван Мучи пултарулӑхӗнче кулӑшпа питлевӗн мӗнпур тӗсӗсене курма пулать. ЧС, 1994, 8 кл. 152 с. Кулӑш ӑстисен питлевӗ ... нӗрсӗр типсене тӑрӑннӑ. ЧЛ, 1994, 11 кл., 157 с.
— питлев сӑвви (М.Юхма, 1990, 447 с.); питлев сӑмахӗ (Ар, 2001, 21 /, 2 с.);
— тӑрӑхлав-питлев (Х-р, 17.05.2003, 3 с.).
ПИТЛЕВҪӖ, п.с. Тиркекен, сивлесе тӑрӑхлакан ҫын; сатирик. Халӑх поэчӗ ҫакӑн йышши шӑлсӑр питлевҫӗсемпе тӗнкӗл-тӗнкӗл такмакҫӑсене хӑюллӑрах пулма чӗнсе ... ҫырнӑччӗ. Ю.Артемьев, 1984, 92 с. Тӗнче литературин хутлӑхӗсенче тиркевҫӗ-питлевҫӗсемпе хӗрхи вӗрентӳҫӗсем вырӑнне ырӑ сунӑмлӑ тӗпчевҫӗсем йышӑннӑ имӗш. В.Энтип //Я-в, 1991, 12 /, 26 с.
ПИТРАВ, п.с. Православи чиркӗвӗ утӑ (июль) уйӑхӗн 12-мӗшӗнче паллӑ тӑвакан Аслӑ уяв. Такине питрав кунӗ ҫитичченех пусма тиврӗ. В.Алентей, 1988, 191 с. Питравра ... хӑна пухнӑ, сӗтел хатӗрленӗ. Х-р, 8.10.1999, 2 с. Авалхи йӑлапа уявларӗҫ Питрава [Пуҫелӗк]. Х-р, 16.07.2002, 4 с. Питрав кунӗ — пулӑҫ праҫникӗ. КҪ, 2002, 51 /, 1 с.
ПИТЬЕН, п.с. Мал ен, пиччӗн; курӑмлӑ ен, ырӑ ен. Мӗншӗн-ха эсӗ [пурнӑҫ] вӗҫӗм-вӗҫӗмех питьен кӑна мар, хыҫьен те. Хв.Агивер, 1980, 210 с. Поэт пурнӑҫӗн питьенне ҫеҫ ҫутатни ҫителӗксӗр. В.Эктел //Я-в, 1990, 5 /, 28 с.
ПИЦЦА, ҫ.с. Аш-пӑш, пахча ҫимӗҫ, кӑмпа турамӗсем тата сыр кӗрпекӗсем ярса, соуспа юрса пӗҫернӗ пӳремеч. Театр буфечӗсенче чӑваш апачӗ мар, ӗнерхи-виҫӗмкунхи пицца ... сутаҫҫӗ. Х-р, 17.12.1992, 3 с. Кам нумайрах пицца ҫийӗ, сӑра ӗҫӗвӗсене парне. ҪХ, 1998, 22 /, 2 с. Пицца текеннине ӑнланаймарӑм, чуста ҫине шеллесе ҫеҫ ҫӑмарта сарри, ҫӳхен каснӑ 3—4 татӑк кӑлпасси, сухан хунӑ. Х-р, 29.05.2001, 2 с.
— пицца пӗҫер (ҪХ, 1999, 39 /, 12 с.; ҪХ, 2001, 33 /, 2 с.).
ПИЧЕВ е ПИЧЕВРИ, п.п., куҫӑм. Хушма ӗҫсем тӑвакан, пулӑшса пыракан ҫын; шакӑрча, пулӑшуҫӑ (туп.). Колхоз пред-седательне А.Иванов юлташа хӑйӗн ҫумӗнчи пичеврисенченбригадирсенчен, ял хуҫалӑх специалисчӗсенченҫирӗпрех ыйтма ... хушнӑ. К-н, 1965, 11 /, 11 с. Пичевӗ ҫав таҫти-таҫти председатель пулать... Эсӗ пӗччен вӑй ҫитерейместӗн. Л.Таллеров, 1978, 209 с. Пӗтӗм йывӑрлӑх кил хуҫи ҫине тиеннӗ... Хветуҫҫа вара пичеври ҫеҫ пулнӑ темелле. В.Алентей, 1991, 33 с. Григорий Яковлевич [Хирбю] мана хӑй ҫумне пичеве илесшӗн пулчӗ. Х-р, 29.10.1996, 4 с.
ПЛЕЙЕР, ҫ.с. Аудиоплейер (туп.). Вӑрланӑ япаласен списокӗ пӗр страницӑна та вырнаҫмӗ, 100 плейер, 31 видеомагнитофон... Х-р, 13.10.1992, 3 с. Ашшӗ-амӑшне вара видика е плейера тусӗсенчен вӑхӑтлӑха ... илтӗмӗр тесе улталанӑ. ҪХ, 2001, 33 /, 8 с.
ПЛЕЙ-ОФФ, ҫ.с., спорт. Пӗр-пӗр спорт вӑййине хутшӑ-накан командӑсем юлашки тапхӑрти тӗл пулусенче тухса ӳкмелле («выляса ятӑн — тухса кайрӑн» йӗркепе) выляни. Чемпионат вӗҫленес умӗн малти тӑватӑ вырӑна палӑртма вӑйӑсене «плей-офф» йӗркипе ирттереҫҫӗ. Х-р, 29.10.1996, 4 с. Халӗ ӗнтӗ чемпионатра [баскетбол ӑмӑртӑвӗнче] «плей-офф» йӗркипе вӑйӑсем пуҫланаҫҫӗ. Х-р, 11.04.1998, 8 с.
ПЛЮРАЛИЗМ, ҫ.с. Общество пурнӑҫӗнчи ӑрасналӑх ирӗклӗхӗ; нумай евӗрлӗх, тӗрлӗ шухӑшлӑх. Хальхи дискуссисем социализмлӑ плюрализмпа альтернативлӑ шухӑшсемсӗр ӑнӑҫлӑ иртеймӗҫ. ТА, 1989, 7 /, 64 с. Плюрализм тапхӑрӗнче унӑн та [статья пирки] Чӑвашра кун ҫути курма тивӗҫ пур. Я-в, 1990, 7 /, 30 с. Наукӑра та, вӗрентӳ ӗҫӗнче те плюрализм тени пулмаллах, тавлашӑпӑр-тавлашӑпӑр та Хусанкайла «халь иккӗш те паха» тесе калӑпӑр. Х-р, 7.05.1996, 3 с.
ПНО, ҫ.с., кӗск. Пӗрлешнӗ Нацисен Организацийӗ; ООН. 1992 ҫулта Рио-де-Жанейро хулинче ПНО тавралӑха сыхлас енӗпе конференци ирттернӗ. Х-р, 2.10.1998, 3 с.
— ПНО Генеральнӑй Ассамблейи (Х-р, 15.05.1996, 1 с.); ПНО Генеральнӑй секретарӗ (Х-р, 15.05.1997, 2 с.); ПНОн полномочиллӗ представителӗ (ҪХ, 2003, 8 /, 10 с.); ПНО статистики (Х-р, 21.03.2003, 3 с.).
ПОДИУМ, ҫ.с. Мода ҫурчӗн сцени. Мода ҫурчӗн ... подиум залӗнче куравсем йӗркелеме майсем хӗсӗкрех. Х-р, 20.02.1997, 4 с. Вӑхӑт иртнӗ май Оксана чи паллӑ подиумсем ҫине те тухӗ-ха. ҪХ, 1998, 49 /, 4 с.
— подиум ҫӑлтӑрӗ (ҪХ, 1997, 38 /, 4 с.).
ПОЗА, п.с. Ҫын хӑйӗн кӗлеткине мӗнле тытни; тыткалу мелӗ. Ура явса эс лартӑн ман ума, чавсупала диван хӗрне таянтӑн... Ҫав позӑна манмастӑп эп паян та. С.Шавлы, 1969, 72 с. Поза вӑл хӑех ҫур эффект. Д.Гордеев, 1986, 141 с. Обӳектив умӗнче вӑл илӗртӳллӗ позӑсенче ларнӑ. ҪХ, 1998, 25 /, 4 с. Китай меслечӗ те пур. Унпа пур позӑра та усӑ курма пулать. С-х, 2000, 17 /, 3 с.
ПОЛИАТЛОН, ҫ.с., спорт. Тӗрлӗ енлӗ ӑмӑрту, йӗлтӗрпе (ҫулла — кросс) чупни, гимнастика, винтовкӑпа пени. «Шупашкар трикотажӗ» АОра ӗҫлекен Н.Иванова Раҫҫей Федерацийӗн Ҫуллахи полиатлон чемпионӗ ятне 5-мӗш хут ҫӗнсе илчӗ. Х-р, 13.09.1996, 4 с.
— ЧР Полиатлон федерацийӗ (ҪХ, 1999, 12 /, 7 с.); Полиатлонӑн тӗнче ассоциацийӗ (Х-р, 28.08.2003, 1 с.).
ПОЛИАТЛОНИСТ, ҫ.с. Полиатлон ӑмӑртӑвне хутшӑнакан спортсмен. Ҫӑмӑл атлетсемпе полиатлонистсем хавшакрах пулчӗҫ. Х-р, 19.09.1996, 3 с. Вӑл [Ю.Федотов] Муркаш районӗнчи чи вӑйлӑ полиатлонистсенчен пӗри шутланнӑ. Х-р, 4.03.2003, 4 с.
ПОЛИТИКАН, п.с., сивл. Политикӑпа ҫыхӑннӑ чыссӑр ҫын; принципсӑр политик. Политиканшӑн мар, йӗркеллӗ политикшӑн власть вӑл чи малтанах, вӑраха ямасӑр татса памалли ҫӗршыв пӗлтерӗшлӗ ыйтусен пуххи. Ч-х, 1999, 28 /, 3 с. Политикан бизнесменсемпе журналистсем чӗртнӗ информаци вӑрҫи... Х-р, 8.10.1999, 2 с.
— ВЧС, 1971, 546 с.; ВЧС, 1951, 517 с.
ПОЛИТКАНАШ, ҫ.с. Пӗр-пӗр политика организацине ертсе пыракан йыш. «Пӗрлӗх» юхӑм малашне парти пулса тӑрассине... юхӑмӑн политканашӗ хӑйӗн анлӑ ларӑвӗнче пӗлтернӗ. Х-р, 12.05.2000, 1 с. П.Краснов«Пӗрлӗх» партин республикӑри организацийӗн политканашӗн ертӳҫи. ҪХ, 2001, 39 /, 2 с. [РСДП] Политканаш йышне Чӑваш халӑх писательне М.Юхмана та кӗртнӗ. Х-р, 4.12.2001, 4 с. С.Станкевич ... СПС политканашӗнче тӑрать. Х-р, 14.03. 2003, 3 с.
ПОЛИТКУН, п.с., кив. Совет тапхӑрӗнчи информаци кунӗ, ӗҫ коллективӗнче политзаняти ирттерни, идеологи ӗҫченӗсемпе тӗлпулу йӗркелени. Пӗрлехи политкунсемпе уҫӑ ҫыру кунӗсем... КЯ, 2.12.1989, 3 с. Халӗ ӗнтӗ колхозра кашни юнкунах черетлӗ политкун ирттересси йӑлана кӗчӗ. Я-в, 1991, 4 /, 31 с.
ПОЛИТОЛОГ, ҫ.с. Обществӑн политика пурнӑҫне тӗп-чекен ӑстаҫӑ. Политолог-журналистсем кирек мӗнле хӗрӳленсен те наука хӑйӗн саккунӗсенчен пӑрӑнмасть. М.Федотов //Х-р, 7.08.1993, 3 с. Политолог-и вӑл е патшалӑх хӗсметӗнче тӑраканскер-и. Ҫ-т, 1995, 4—5 /, 30 с. А.Леонтьев господин, политолог пулнӑ май, массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче тӑтӑшах пичетленчӗ. Ч-х, 1999, 27 /, 3 с.
— совет политологӗ (Х-р, 14.03.1996, 3 с.); правительство майлӑ ӗҫлекен политолог (Х-р, 23.01.2001, 2 с.).
ПОЛИТОЛОГИ, ҫ.с. Политикӑпа общество тытӑмӗн хутшӑнӑвӗсене, политика пулӑмӗсене тишкерекен ӑслӑлӑх; по-литика ӑслӑхӗ. Ҫак кунсенче Чӑваш патшалӑх университечӗн ... 4-мӗш курс студенчӗсем «политологи» текен дисциплинӑпа зачет тытрӗҫ. Х-р, 17.06.1992, 1 с. Ҫапах та пирӗн юмористсем кӑштах политологи еннелле сулӑнаҫҫӗ. Х-р, 28.04.1994, 3 с. Аспирантурӑра политологи енӗпе вӗренетӗп... Политологипе эпӗ яланах интересленнӗ. ҪХ, 2003, 2 /, 4 с.
— политологи меслечӗсем (Х-р, 22.09.1992, 3 с.); политологи профессорӗ (Х-р, 28.02.1997, 2 с.).
ПОЛИТТЕХНОЛОГ, ҫ.с. Политикӑри кӗрешӳ (суйлав ӗҫ-пуҫӗ т.ыт.) сӑлайӗсен ӑстаҫи; имиджмейкер (туп.). Политтехнологсен тӗллевӗхӑйсен хайлавне пурне те ... вуласа тухма хистесси. Х-р, 6.10.2001, 2 с.
— нимӗҫ политтехнологӗсем (Х-р, 14.09.2001, 3 с.).
ПОП-КӖВӖ е ПОП-МУЗЫКА, ҫ.с. Яш-кӗрӗме йӑпану кӳрекен, ансатлӑхӗпе илӗртекен хальхи кӗвӗ-ҫемӗ. Ҫухалчӗҫ тӑрисем те тӳперен, поп-музыка таҫта янрать килпетсӗр. Н.Петровский //Я-в, 1991, 7 /, 4 с. Унтан тахӑшӗ поп-кӗвӗпе сиккелеме пуҫларӗ. В.Эктел, 1996, 89 с. Ҫапла чӑваш эстрада поп-музыки аталанма пуҫларӗ. ҪХ, 2000, 6 /, 12 с.
— поп-музыка итле (П.Афанасьев, 1985, 239 с.); поп-музыка тӑнла (В.Петров, 1989, 52 с.); поп-музыка кӑларӑмӗ (КЯ, 25.10.1990, 4 с.); поп-музыкӑна килӗштер (К-н, 1999, 5—6 /, 9 с.); поп-музыкӑри мӑшкӑлҫӑ (Ар, 2001, 4 /, 2 с.).
ПОП-КУЛЬТУРА, ҫ.с. Халӑх хушшинче хӑвӑрт сарӑлма, тупӑш кӳме пултаракан ҫӑмӑлҫах искусство хайлавӗсем. Наци культури ураланайман тата нарко-поп-культура вӑй илнӗ чух... Х-р, 4.08.1993, 2 с. Этноссем истори тымарӗсене аса илни ... анӑҫран килекен поп-культура витӗмлӗхне чакарать. ХШ, 1998, 3 /, 108 с.
ПОП-МУЗЫКА, ҫ.с. Поп-кӗвӗ туп.
ПОПСА, ҫ.с., мӑшк. Поп-музыка; поп-культура (туп.). Пурнӑҫпопса. Нимле искусство та, нимле туйӑмсем те кирлӗ мар. Укҫа шутлама пӗл ... ҪХ, 1997, 30 /, 7 с. Кусем ... «пепси» ӗҫеҫҫӗ, «попса» итлеҫҫӗ. Х-р, 14.06.2000, 3 с. [Вӑл] попса анинче суха тунӑ. ҪХ, 2002, 47 /, 5 с.
ПОП-ҪӐЛТӐР, ҫ.с. Яш-кӗрӗм кӑмӑллакан эстрада юрӑҫи. Ӗҫ-пуҫ ... поп-ҫӑлтӑрсен аялти кӗпе-йӗмӗ патнех ҫитмен-ха. ҪХ, 1999, 12 /, 8 с. Поп-ҫӑлтӑр [Мадонна] хӑй автобиографи ҫырма, ытти авторсен ҫӑварне хуплама шут тытнӑ. ҪХ, 2001, 49 /, 8 с. Поп-ҫӑлтӑрсем кашни кун супер-шоусем кӑтартӗҫ. Ар, 2002, 36 /, 2 с.
ПОПУЛИЗМ, ҫ.с. Пурнӑҫланма пултарайман тӗллевсемпе илӗртсе, суя шанчӑкпа йӑпатса халӑха юрама тӑрӑшни. Популизм вӑлбуржуалла патшалӑхри суйлавсен тӗп меслечӗ. КЯ, 11.06.1991, 1 с. Суйлавҫӑсен сассисене пухассишӗн вӑл уҫҫӑнах «хывӑх» алланӑ. Популизм мар-и ку. ЧҪ-й, 2001, 2 /, 1 с.
ПОПУЛИЗМЛА, ҫ.с. Популистла туп.
ПОПУЛИСТ, ҫ.с. Ҫӑмӑлттайла тем те пӗр шантарса халӑх кӑмӑлне ҫавӑракан чыссӑр политик. Жириновский пек популист-политиксем кӑмӑла хуҫаҫҫӗ. Х-р, 6.03.1994. «Пӗрлӗх» популистсен, чарӑнми калаҫма юратакансен дискусси клубӗ мар. Х-р, 4.03.2000, 1 с.
ПОПУЛИСТЛА е ПОПУЛИЗМЛА, ҫ.с. Популиста юравлӑ, популизм (туп.) еккиллӗ. Унӑн [Ленинӑн] демагогла-популистла мелӗсене ... мораль тӗлӗшӗнчен тӗпчесех каймӑпӑр. Х-р, 26.09.1992, 2 с. Вылявлӑ, популизмла ӗҫсене сивлемелле. Х-р, 29.02.1996, 2 с. Чӗлхе саккунӗ — популистла саккун-шим. ҪХ, 1999, 6 /, 1 с.
— популистла ыйтусем (Х-р, 12.02.1997, 2 с.); популистла аргументсем (Х-р, 13.02.1997, 2 с.).
ПОП-УШКӐН, ҫ.с. Поп-кӗвӗ (туп.) каласа юрлакан пултарулӑх ушкӑнӗ. «Эрос» поп-ушкӑна ... кану центрӗнчен хӳтерсе кӑларчӗҫ, халӗ ансамбль кӗтессӗр-мӗнсӗрех. В.Эктел, 1996, 76 с. Шупашкара тӑтӑшах паллӑ поп-ушкӑнсем килсе ҫӳрерӗҫ, «Руки вверх», «Отпетые мошенники»... ҪХ, 1999, 49 /, 2 с. Вӗсен кӑмӑлне тивӗҫтерме Шупашкарти «Апельсиновые мальчики» поп-ушкӑнӑн ҫӗрӗпе тар юхтармалла пулнӑ. Ар, 2001, 1 /, 1 с.
ПОРНО, ҫ.с., калаҫ. Ар хутшӑнӑвне килпетсӗр сӑнлакан фильм; намӑссӑр хайлав. Салонсем хупӑнса пӗтрӗҫ, анчах порно кинотеатрсене куҫрӗ. Х-р, 30.03.1994, 3 с. Порнора ӳкерӗнесси вӑйӑ пек туйӑнатчӗ. ҪХ, 2001, 30 /, 8 с.
ПОРНО..., п.х. Хутлӑ сӑмахсен «порнографи» пӗлтерӗшлӗ пайӗ. Шӗвӗ пылчӑк пек порнолӑпӑрчӑк пӗтӗм обществӑна хупласа илчӗ. Д.Гордеев //Х-р, 30.03.1994, 3 с. Порнолитературӑна вара кашни утӑмрах сутаҫҫӗ. ҪХ, 1997, 38 /, 5 с. Порнофильмсенче ӳкерӗнмешкӗн йывӑр пулчӗ-и. ҪХ, 2001, 30 /, 8 с.
— порно-китч (Я-в, 1989, 6 /, 25 с.); порнобизнес, порнорынок (Х-р, 30.03.1994, 3 с.).
ПОРНОҪӐЛТӐР, ҫ.с. Аскӑнла фильмсенче (е журнал-сенче) ӳкерӗнсе чапа тухнӑ ҫын; порнографи ҫӑлтӑрӗ. Сильвия Бурдон кам-ши, пӗр-пӗр «порноҫӑлтӑр»-ши. Х-р, 22.10.1992, 1 с. В.Жириновский ку ӳкерчӗкре... порноҫӑлтӑрпа юнашар. ҪХ, 1999, 13 /, 8 с. Ҫара кӑкӑрне кӑтартнӑ Коринна эротомансемшӗн чӑн-чӑн порноҫӑлтӑр пек туйӑннӑ. Х-р, 12.07.2002, 3 с.
ПОТЕНЦИ, п.с. Арҫыннӑн ар ҫыхӑнӑвне кӗмелли хевти; ар пултарулӑхӗ (туп.). Потенципӗр-пӗрне юратма пултарни. Я-в, 1991, 1 /, 32 с. Организма ҫирӗплетме тата потенцие ӳстерме арҫынсен кашни кун вӗлтӗрен чейӗ ӗҫмелле. С-х, 1998, 7 /, 1 с. Вӗсем ҫак сӗтре [кӑкӑр сӗтӗнче] потенцие ӳстерме пулӑшакан япаласем пур тесе шутланӑ. ҪХ, 2000, 39 /, 11 с.
ПОЭЗИЛЕ, п.в. Поэт куҫӗпе кур, ҫӗкленӳллӗ сӑн кӳр; поэтизациле. Пире тӗнче илемне поэзилеме пулӑшаканӗ те, тен, ҫавах [туйӑм] пулӗ. В.Канюков, 1964, 61 с. А.Миттов ӗҫӗсен... тепӗр уйрӑмлӑхӗӳкерчӗке поэзилени. А.Трофимов //Творческое наследие К.В.Иванова. 1990, 70 с. Авалхи чӑваш туйӗдрамӑланӑ, поэзиленӗ йӑла-йӗрке уявӗ. ЧС, 1994, 8 кл., 17 с.
ППЭ, ҫ.с., кӗск. Пӗрлехи патшалӑх экзаменӗ; ЕГЭ. РФ вӗрентӳ министрӗн ППЭ пирки иккӗленӳ ҫук ӗнтӗ. ҪХ, 2001, 39 /, 1 с. ППЭ кашни ӑслӑ, пултаруллӑ ҫамрӑках малалла вӗренме ҫул уҫса парать. Т-ш, 2001, 39 /, 3 с. ППЭре пӗр пек паллӑ илнисем «ала витӗр» тухаҫҫӗ. Х-р, 16.07.2002, 2 с.
— ППЭ ирттер (ҪХ, 28. 09.2001, 1 с.); ППЭ кӑтартӑвӗсем (Т-ш, 2001, 40 /, 5 с.).
ПРАВУРЛӐХ, п.с. Ҫивӗчлӗх, чӗрӗлӗх, йӑрӑлӑх, йӳрӗклӗх. Хӑйӗн правурлӑхӗпе ыттисене ҫӗклентерсе ҫеҫ пырать. К-н, 1978, 24 /, 9 с. Унӑн унчченхи правурлӑхӗпе чӗрӗлӗхӗ халӗ те иксӗлми тапса тӑни сисӗнет. ХС, 5.03.1999, 3 с. Саша Муллинӑн илемлӗхӗпе правурлӑхӗ ... ҫарта чухнехи сӑн ӳкерчӗкре те лайӑх палӑрать. ҪХ, 2000, 12 /, 8 с.
ПРЕДПРИНИМАТЕЛ[Ь]ЛӖХ е ПРЕДПРИНИМА-ТЕЛЬСТВО, ҫ.с. Предпринимательсен ӗҫӗ-хӗлӗ, ӗҫ пуҫарулӑхӗ; пуҫару ӗҫӗ, услам ӗҫӗ, бизнес. Предпринимател[ь]лӗх производ-ствӑна аталантарма, экономика ыйтӑвӗсене татса пама май патӑр. Х-р, 21.04.1994, 2 с. ЧР Предпринимател[ь]лӗхе пулӑшу парас тата ал ӑсталӑхне аталантарас ӗҫ министерстви. Х-р, 28.10.1997, 2 с. Предпринимател[ь]лӗхе симӗс ҫутӑ [Пуҫелӗк]. Х-р, 11.09.2001, 1 с.
— пӗчӗк предпринимательство (Х-р, 28.10.1997, 2 с.); вак предпринимательлӗх (Х-р, 4.03.2003, 1 с.);
— предпринимательство ӗҫӗ (ҪХ, 1997, 49 /, 3 с.).
ПРЕЗЕНТАЦИ, ҫ.с. Ҫӗнӗ япалапа, пултарулӑх ӗҫӗпе курӑмлӑ паллаштарни, ӑна йышлӑн хӑтлани; кӑтарту (туп.). Ун чухне Хусанкай ячӗллӗ Культура керменӗнче «Аван-ин» презен-тацийӗ иртрӗ... Унччен Шупашкарта пӗр презентаци те пулман. ҪХ, 1998, 49 /, 9 с. Кунта пӗлтӗр ... пастеризациленӗ сӑра тултаракан линин презентацине йӗркелерӗҫ. ХС, 1999, 2 /, 1 с.
— архив презентацийӗ (Х-р, 30.09.1992, 3 с.); юрӑсен презентацийӗ (Х-р, 20.01.1994, 4 с.); кӗнеке презентацийӗ (Х-р, 3.06.1997, 4 с.); хаҫат презентацийӗ (ҪХ, 1998, 19 /, 1 с.); альбом презентацийӗ (Т-ш, 1998, 2 /); пластинка презентацийӗ (Х-р, 13.04.2001, 3 с.);
— презентаци ирттер (Х-р, 20.01.1994, 4 с.; ҪХ, 1999, 8 /, 12 с.); презентацире пул (Х-р, 3.06.1997, 4 с.; ХС, 1999, 11 /, 4 с.).
ПРЕЗЕНТАЦИЛЕ, ҫ.с. Презентаци ту; хӑтла. Ҫӗнӗ проекта презентациленӗ [Пуҫелӗк]. Х-р, 17.10.2000, 1 с.
ПРЕЗЕРВАТИВ, п.с. СПИДпа венери чирӗсенчен сыхланма тата ҫие юласран упранма пулӑшакан ятарлӑ хатӗр; сыхлӑх йӗнни. Презервативпа усӑ курни СПИД ҫулне пӳлме пултарать. Т-ш, 25.09.1991, 6 с. Чӑваш халӑхӗ халӗ те презерватив тенине ҫӗр тӗпне анса каймалла усал сӑмах вырӑнне хурать. ҪХ, 1999, 9 /, 4 с. Йӳнӗ, япӑх пахалӑхлӑ презервативсем хӑш-пӗр чухне СПИД вирусне чараймаҫҫӗ. Ар, 2002, 34 /, 3 с.
ПРЕЗУМПЦИ, айӑпсӑрлӑх презумпцийӗ, ҫ.я., юрид. Ҫыннӑн айӑпне судра саккунпа килӗшӳллӗн палӑртиччен тата суд приговорӗпе ҫирӗплетиччен вӑл айӑпсӑр шутланни. Юридицире «айӑпсӑрлӑх презумпцийӗ» тенине асра тытмалла. Х-р, 12.02.1997, 3 с.
ПРЕСС-СЕКРЕТАРЬ, ҫ.с. Патшалӑх ӗҫченӗн е официаллӑ органӑн информаци хатӗрӗсемпе ҫыхӑну тытакан ятарлӑ ҫынни. Пушкӑрт Президенчӗн пресс-секретарӗпе калаҫса татӑлнӑ эп. ҪХ, 1997, 20 /, 6 с. ЧР Президенчӗн пресс-секретарӗнче вӑй хуракан А.Смолин поэт. ҪХ, 1997, 46 /, 2 с.
ПРЕСС-СЛУЖБА, ҫ.с. Пӗр-пӗр учрежденин информаци пайӗ. ШӖМ пресс-служби «Ҫамрӑксемнаркотиксене хирӗҫ» акци вӑхӑтӗнче халӑха кӑтартма ятарласа 12 минутлӑх фильм ӳкернӗ. Х-р, 24.10.2000, 4 с. Пирӗн спартакиадӑра регионти хаҫатҫӑсене ҫеҫ мар, ... тӗрлӗ ведомствӑн пресс-службинче тӑрӑшакансене те курас килет. Х-р, 9.07.2003, 3 с.
— ЧР прокуратурин пресс-служби (ХС, 1999, 2 /, 1 с.).
ПРЕФЕКТ, п.п. Администраци округӗн пуҫлӑхӗ. Ӗнер Сантьяго провинцийӗн префекчӗ пулнӑ Хулио Стюардона арестлени ҫинчен пӗлтерчӗҫ. КЯ, 3.10.1973, 3 с. В.Арефьева Мускав хулин Тӗп администраци округӗн префекчӗн ҫумӗ пулма уйӑрса лартнӑ. Х-р, 25.03.2000, 1 с.
ПРИВАТИЗАТОР, ҫ.с. Приватизаци тӑвакан, прива-тизацие хутшӑнакан ҫын. Репетицие «приватизатор» шӑхличӗпе шӑхӑрса вӗҫлерӗ. Я-в, 1992, 9 /, 10 с. Ун чухне чи кирлифинанс аферисчӗсене, мошенник-приватизаторсене ... хирӗҫ кампани пуҫарса ярасси пулнӑ. Ч-х, 1999, 14 /, 3 с.
ПРИВАТИЗАЦИ, ҫ.с. Патшалӑхӑн (е муниципалитетӑн) пурлӑхне уйрӑм ҫынсен аллине укҫалла е тӳлевсӗр майпа куҫарни. Художниксен союзӗ мастерскойсене приватизаци тӑвасшӑн та укҫасӑр чӑвашсенчен хӑтӑласшӑн. Х-р, 28.07.1992, 3 с. Приватизаци чекӗ Раҫҫейӗн кашни гражданинне приватизаци ӗҫне хутшӑнма май парать. Х-р, 24.09.1992, 2 с. Вӑхӑт ... приватизаци «ҫитӗнӗвӗсене» ҫӗнӗлле хаклама хистет. ХС, 1999, 17 /, 3 с. Чубайс пуҫланӑ приватизаци аферисемпе... пуйнӑ вӗсем. Ч-х, 1999, 28 /, 2 с.
— приватизаци пурнӑҫла (Я-в, 1992, 9 /, 10 с.); привати-заци свидетельстви (Х-р, 30.07.1992, 1 с.); приватизаци прог-рамми (Х-р, 4.03.1993, 3 с.); приватизаци килӗшӗвӗ (ЧҪ, 1998, 14 /, 13 с.);
— пӗчӗк приватизаци (Х-р, 22.01.1994, 3 с.); халӑха хирӗҫле приватизаци (Х-р, 6.06.1997, 2 с.); вӑрӑ-хурахла приватизаци (Ч-х, 1999, 28 /, 2 с.).
ПРИВАТИЗАЦИЛЕ, ҫ.с. 1. Патшалӑх харпӑрлӑхӗнчи пурлӑха уйрӑм ҫын(сен) харпӑрлӑхӗ ту. Хулари муниципалитет предприятийӗсене, пурӑнмалли ҫуртсене патшалӑхран уйӑрасси тата приватизацилесси ҫинчен калакан положени. Х-р, 21.07.1992, 1 с. Халӑх колхоз фермине приватизацилеме кайма хатӗрленнӗ. Я-в, 1992, 9 /, 11 с. [Вӑл] служба хваттерне каялла памасть, ... ӑна хӑй ячӗпе приватизацилет. ЧҪ, 1998, 14 /, 13 с. Аслӑ вӗренӳ заведенийӗсене приватизацилессине чартӑмӑр. Ч-х, 1999, 14 /, 1 с.
— приватизациленӗ хваттер (Х-р, 11.11.1998, 2 с.); приватизациленӗ пурлӑх (Х-р, 19.01.1999, 1 с.).
2. Мӑкш. Прихватизациле (туп., 2). Хӗҫ-пӑшалланнӑскерсем ... маскировка мелӗпе усӑ курса «обpект» территорине кӗнӗ, арпуссене «приватизацилеме» тытӑннӑ. Х-р, 27.10.1992, 4 с.
ПРИВАТИЗАЦИЛЕН, ҫ.с. Патшалӑх харпӑрлӑхӗнчен уйрӑлса тух. Хамӑр тӗллӗн приватизациленетпӗр [Пуҫелӗк]. Х-р, 2.06.1993, 1 с. СУ-17 управлени коллективӗ те хӑй тӗллӗн приватизациленме, хӑй тӗллӗн пурӑнма шут тытрӗ. Х-р, 20.10.1993, 1 с. Иртнӗ ҫул республикӑра чылай предприяти хӑйӗн харпӑрлӑх формине улӑштарчӗпатшалӑх предприятийӗсем приватизациленнӗ хыҫҫӑн акционер обществисем ... пулса тӑчӗҫ. Х-р, 20.01.1994, 2 с.
ПРИНТЕР, ҫ.с. Компьютерти информацие хут ҫине куҫарса паракан хатӗр. [Вӑрӑсем] служба пӳлӗмӗсен алӑкӗсене ҫӗмӗрсе уҫса вӗсенчен компьютер принтерӗ, телефон аппарачӗ ... илсе тухнӑ. Х-р, 12.11.1999, 2 с. Фонд ҫак кунсенче ачасем валли компьютер, принтер ... туянма библиотекӑна 2060 доллар куҫарса панӑ. Х-р, 3.04.2001, 1 с.
— лазер принтерӗ (Х-р, 8.10.2003, 1 с.).
ПРИСТАВ, ч.с. е СУД ПРИСТАВӖ, ч.я. Суд йышӑнӑвне пурнӑҫа кӗртекен ятарлӑ ҫын. ЧР Юстици министерствинче Чӑваш енри судсен 69 приставӗ тупа турӗ (ку сӑмаха хӑнӑхман-ха эпир, ... унчченхи суд исполнителӗсем вӗсем, приставсем). ҪХ, 1998, 7 /, 2 с. Предприятие штраф хунӑ-ха, анчах суд приставӗ пырса пурлӑха арестлени пирки хальлӗхе сас-хура пулмарӗ. ҪХ, 1998, 49 /, 2 с. Сӗнтӗрвӑрри райсучӗн приставӗн вара айӑплисен парӑмне шыраттарса илме хевти ... ҫитмест-ши. К-н, 2002, 7 /, 4 с. Пристав пысӑккӑн «хыпасшӑн» [Пуҫелӗк]. К-н, 2002, 16 /, 15 с.
ПРИХВАТИЗАТОР, ҫ.с., сивл. Патшалӑх харпӑрлӑхне ултавлӑ майпа хӑй аллине ҫавӑрса илнӗ ҫын. Вӗсем, тӗрлӗ «прихватизаторсене» хӳтӗлесе, Пурлӑх комитечӗн ӗҫне хавшатма тӑрӑшаҫҫӗ. Х-р, 22.01.1994, 3 с. Заводсене рабочисене тавӑрса памалла, «прихватизаторсене» ссылкӑна ӑсатмалла. Х-р, 15.08.2000, 3 с. «Прихватизаторсем» предприяти ертӳҫине Мускав таврашӗнченех илсе килсе лартасшӑнччӗ. Ар, 2001, 6 /, 1 с.
— партократ-прихватизатор (Х-р, 22.07.1992, 2 с.).
ПРИХВАТИЗАЦИ, ҫ.с.,сивл. Халӑх пурлӑхне ултавлӑ майпа уйрӑм харпӑрлӑха куҫарни; тӳнтерле приватизаци (туп.). Пирӗн колхозра приватизаци мар, «прихватизаци» пуҫланчӗ. Х-р, 10.04.1992, 1 с. Ҫав «прихватизаци» пире ӑҫта илсе ҫитернине ... халь пурте куратпӑр. Х-р, 11.11.1998, 1 с. Правительство прихватизаципе кӗрешет, анчах национализаци ҫулӗ ҫине пӑрӑнасшӑн мар. ХС, 1999, 19 /, 2 с.
— «прихватизаци» тапхӑрӗ (Х-р, 22.07.1992, 2 с.); «прихватизаци» вӑхӑчӗ (Ар, 2001, 6 /, 1 с.).
ПРИХВАТИЗАЦИЛЕ, ҫ.с.,сивл. 1. Саккуна пӑсса, чыс-сӑрла хӑтланса приватизациле (туп., 1). Ҫӗр ҫынна ӗҫрен кӑларни — предприятие прихватизациленин итогӗ. Х-р, 4.08.1993, 1 с. Вӑл профсоюз УАЗне 7 пуспа «прихватизацилесе» хӑйӗн гаражне чикнӗ. ҪХ, 1997, 20 /, 2 с.
2. Ют пурлӑха ярса ил; вӑрла, ҫарат. Автобуса «прихватиза-циленӗ» [Пуҫелӗк]. ХС, 1999, 32 /, 2 с. Пин тенкӗлӗх ытла тавара «прихватизациленӗ»... кукӑр алӑллисем. К-н, 1999, 4 /, 3 с. Вӑл [ӗҫлӗ ҫын] килте ҫук чухне пӗр пӗлӗшӗ ҫамрӑксемпе каварлашнӑ, усламҫӑн пурлӑхне «прихватизацилеме» шут тытнӑ. Х-р, 25.02.2000, 2 с.
ПРИХУТ, ч.с. Пӗр-пӗр тӑрӑхри чиркӳ тата унта ҫӳрекен йыш. Богослови кандидачӗн диссертацине чӑваш прихутӗнче ӗҫлесе хӳтӗлерӗм. Х-р, 15.09.1992, 4 с. Пачӑшкӑ прихутсен шучӗ хӑвӑрт ӳснишӗн кӑмӑлсӑр. ЧҪ, 1998, 11 /, 4 с. Петӗр атте ӗҫлеме пуҫланӑранпа прихутри тӗне ӗненекенсем кӗлӗ ҫуртне ытларах ҫӳреме тытӑннӑ. Х-р, 21.10.2000, 2 с.
— прихут канашӗ (Х-р, 4.08.2000, 4 с.); чиркӳ прихучӗн старости (Х-р, 11.08.2000, 2 с.).
ПРОГРАММИСТ, п.с. Шутлав машини (компьютер) валли программа хатӗрлекен ҫын; программӑлакан ӑстаҫӑ. Шурӑ халат тӑхӑннӑ вуншар оператор, программист... автомат-цех тавра вӗткеленме пуҫларӗҫ. К-н, 1981, 23 /, 3 с. Республикӑра инженерсем, программистсем, ӑста рабочисем ҫитмеҫҫӗ. ҪХ, 2003, 8 /, 2 с.
— инженер-программист (Х-р, 31.07.1992, 1 с.).
ПРОДЮСЕР, ҫ.с. Пултарулӑх ушкӑнне ӑнӑҫлӑ ӗҫлеме майсем туса паракан (укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерекен, реклама йӗркелекен т.ыт.те) ятарлӑ ҫын. Наци эстрадине чӑннипех йӗркеленсе ҫитме чӑваш продюсерӗсем ҫукки те хытах чӑрмантарать пулмалла. Х-р, 1994, 6 /, 4 с. Эсӗ ... унчченхи продюсерупа мӗнле хирӗҫсе кайма пултарнӑ-ха. Т-ш, 1999, 12 /, 11 с.
— продюсер фирми (Х-р, 1994, 6 /, 4 с.); продюсер центрӗ (К-н, 2001, 20 /, 8 с.);
— фотоӳкерӳ продюсерӗ (ҪХ, 1998, 25 /, 4 с.); вӑйӑ продюсерӗ (ҪХ, 1999, 49 /, 4 с.); эстрада ушкӑнӗн продюсерӗ (ҪХ, 2000, 11 /, 3 с.); передача продюсерӗ (ҪХ, 2001, 22 /, 12 с.).
ПРОЕКТҪӐ, ҫ.с. Проект ӑсти; проектировщик, проектант. Ӗҫ ушкӑнӗн йышне ... республикӑри чи паллӑ архитекторсемпе проектҫӑсем кӗреҫҫӗ. Х-р, 22.11.2001, 1 с.
ПРОЗӐҪӐ, ҫ.с. Проза ҫыракан автор; проза ӑсти, прозаик. Чаплӑ прозӑҫӑ, поэт ... эс пурришӗн хӗпӗртет. А.Т.-Ыхра, 2000, 125 с.
ПРОМТРАКТОР, п.с. Промышленность валли кӑларакан хӑватлӑ трактор; улӑп трактор. Шупашкарти промтрактор заводӗнчи капстроительство управленийӗ... К-н, 1986, 2 /, 10 с. Шупашкарти промтрактор заводне патшалӑх енчен пулӑшасси пирки те калаҫу пулать. Х-р, 17.07.1992, 1 с.
— «Промтрактор» АУО (ҪХ, 2003, 13 /, 2 с.).
ПРОПОЛИС, п.с. Пыл хурчӗсем хатӗрлекен сиплӗ ҫилӗм; тӑпа. Спирт ҫинчи прополис, ак. Сӑтӑрттар та ӗҫ пӑртак. М.Сениэль, 1990, 148 с. Ыратакан шӑл хӑвӑлне ... прополис (тӑпа) хума та юрать. Я-в, 1991, 3 /, 25 с. Кунта [санаторире] ... пыл хурчӗн мӗн пур продукчӗпе (прополис, пыл, ӑвӑс, хурт амин сӗчӗ...) сиплеҫҫӗ. Х-р, 20.06.2000, 2 с.
— прополис шӗвекӗ (Х-р, 22.07.1999, 4 с.); прополис маҫӗ (С-х, 2000, 37 /, 4 с.).
ПРОСТАТИТ, п.с. Арҫынсен чирӗ, шӑк хӑмпи патӗнчи ар парӗ шыҫни. Ларса ӗҫлекенсен ... сутана таврашӗнче юн ҫывӑрса ларать те простатит пуҫланать. В-х, 7.10.1991, 8 с.; ҪХ, 1997, 49 /, 4 с. Простатитран хурӑн тикӗчӗпе сипленмелле. С-х, 2000, 38 /, 1 с. Час-часах шӑрас килни — простатит чирӗн пӗрремӗш палӑрӑмӗ. Ар, 2001, 10 /, 3 с.
ПРОТОКОЛЛА, ҫ.с. Протокол ҫыр; протоколти пек ҫыр. Пӗлнӗ пулсан ... ҫав калаҫусене «протоколласах» пынӑ пулӑттӑм. Х-р, 29.10.1996, 4 с.
ПРОФВӖРЕНӲ, ҫ.с., кӗск. Професси илмелли пӗлӳ; професси ӑсталӑхне вӗренни. ЧПУра ... профвӗренӳ программисен тытӑмне, специалистсем хатӗрлес ӗҫ пахалӑхне тӗрӗслерӗҫ. Х-р, 11.06.1997, 1 с.
танл., профтехвӗренӳ системи (ТА, 1989, 9 /, 59 с.); профтехвӗренӗвӗн Культура ҫурчӗ (Х-р, 14.10.1992, 2 с.).
ПРОФЕССИЛӖХ, ҫ.с. е ПРОФЕССИОНАЛИЗМ, п.п. Ҫын хӑйӗн ӗҫне лайӑх пӗлни; професси ӑсталӑхӗ. Пӑлхар тата чӑваш чӗлхисемпе ҫыхӑннӑ ыйтусене пӑхса тухмашкӑн М.Закиевӑн профессилӗх, ӗҫе пӗлни ҫителӗклӗ мар. Х-р, 25.09.1996, 3 с. Ҫӗнӗ парламент ... профессилӗх тӗлӗшпе унчченхинчен кайра ... Финанспа бюджет комитечӗн пуҫлӑхӗнчефилософ-атеист. Х-р, 28.03.1998, 7 с. Сирӗн пысӑк профессионализма укҫа-тенкӗпе палӑртма пултараҫҫӗ. Х-р, 7.09.1996, 3 с.
— профессилӗх шайӗ (ЧҪ, 1998, 22 /, 12 с.); профес-сионализм шайӗ (ЧТ, 1998, 5 /, 7 с.); профессионализм енӗсем (ҪХ, 1999, 10 /, 2 с.); профессионализмпа палӑр (Х-р, 26.06.2003, 1 с.).
ПСИХБОЛЬНИЦА, п.с., калаҫ. Ӑс-тӑн пӑсӑлнине, психика чирӗсене сиплемелли больница; психиатри больници. А.Фроловский ... республикӑри психбольницӑра вӑй хурать. К-н, 1988, 1 /, 2 с. Ирӗксӗрех кун хыҫҫӑн «Чӑваш Республики — пысӑк психбольница» тесе шутласа илетӗн. ҪХ, 1997, 15 /, 6 с. Ӑна психбольницӑра ирӗксӗрлесе сиплӗҫ. Х-р, 1.03.2000, 1 с. Ватӑ уголовника психбольницӑна экспертизӑна илсе килнӗ. ҪХ, 2000, 6 /, 12 с.
— психбольницӑна ӑсат (В.Енӗш, 1981, 138 с.); псих-больницӑна хуп (Х-р, 24.06.1992, 3 с.); психбольницӑна вырнаҫтар (Х-р, 23.03.2000, 2 с.).
ПСИХОАНАЛИЗ (ПСИХОАНАЛИТИКА), ҫ.с., психол., мед. З.Фрейд никӗсленӗ психологи вӗрентӗвӗ тата нервозсене сиплемелли психотерапи меслечӗ. Психоанализ витӗмӗ 19 ӗмӗр вӗҫӗнчен тытӑнса литературӑпа ӳнер аталанӑвӗнче вӑйланса пырать. ЧЛ, 1994, 11 кл., 237 с. Ҫапла тума ӑна психо-аналитикӑпа ҫыхӑннӑ пултарулӑхӗ пулӑшать. ҪХ, 1999, 42 /, 12 с.
ПСИХОНЕВРОЛОГИ, п.с. Ӑс-тӑн пӑсӑлнине тишкерекен, психиатрие невропатологипе ҫыхӑнтаракан медицина пайӗ. А.Карпов Сывлӑха сыхлас ӗҫ министерствинче психоневрологи пулӑшӑвӗ парассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене ертсе пырать. Х-р, 13.10.2000, 3 с.
— психоневрологи институчӗ (ЧК, 1970, 26 с.); психонев-рологи интерначӗ (К-н, 1987, 12 /, 7 с.); психоневрологи диспансерӗ (ПВЧКС, 2000, 21 с.).
ПСИХОТЕРАПЕВТ, ҫ.с. Психикӑн йывӑрах мар чирӗсене психологи меслечӗсемпе (ытларах — калаҫу мелӗпе) сиплекен ятарлӑ врач. Психотерапевт нумай чире ҫӗнтерме пултарать [Пуҫелӗк]. Х-р, 13.10.1993. Шел те, вӑл [пӳсӗр чирӗ] психотерапевт патне кайнипе иртмест. С-х, 2000, 36 /, 1 с. Республикӑн диагностика центрӗнче Чӑваш Республикинчи психиатрсен, психологсен тата психотерапевтсен иккӗмӗш сpезчӗ уҫӑлчӗ. Х-р, 23.06.2000, 2 с. Сире хумхантаракан ыйтӑва ... психотерапевт-семпе сексопатологсем татса пама тивӗҫлӗ. Ар, 2001, 9 /, 4 с.
ПСИХОТРОПЛӐ, психотроплӑ хӗҫ-пӑшал, ҫ.я. Этемӗн ӑс-тӑнне, психика ӗҫӗ-хӗлне улӑштарма пултаракан япаласем. Вӑрӑ-хурах ушкӑнӗсем ... психотроплӑ хӗҫ-пӑшалпа усӑ курма талпӑнни этемлӗх умне пысӑк хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. Ч-х, 1999, 14 /, 3 с. Ӑна [музыкӑна] хӑйне майлӑ психотроплӑ хӗҫ-пӑшал теме пулать. С-х, 2000, 9 /, 4 с.
ПСИХУШКА, п.с., калаҫ. Психиатри больници; психболь-ница (туп.), ухмахсен ҫурчӗ. Мани, шиз, паранойя, ухмах, тӑм пуҫ! Халех психушкӑна! Б.Чиндыков //ТА, 1988, 10 /, 23 с. Хӑйне милиционерсем тытса каясса, тӗрмене мар-тӑк, каллех «психушкӑна» хупса хурасса сиснӗ-ши ҫак этем. ХС, 1999, 30 /, 2 с.
ПҪҪХИ, ҫ.с., кӗск. Патшалӑхӑн ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑх инспекцийӗ; ГИБДД. ПАИрен ПҪҪХИ туса хучӗҫ. ҪХ, 1998, 50 /, 3 с. ЧР ШӖМӗн ПҪҪХИ ӗҫченӗсем... Т-ш, 1999, 2 /, 4 с.
ПУБЛИЦИСТИКӐЛӐХ, ҫ.с. Общество пурнӑҫӗн ҫивӗч ыйтӑвӗсене сӑнлани. Тарӑн лирикӑлӑхпа ҫивӗч публицистикӑлӑх яланах юнашар тӑнӑ авторӑн [А.Дмитриевӑн] пултарулӑхӗнче. М.Ставский //КЯ, 16.01.1990, 4 с. Публицистикӑлӑх, гражданин позицине туйса ҫырни ытти ярӑмсенче те куҫкӗрет. Ю.Айдаш //Я-в, 1991, 7 /, 27 с. Поэзи гражданлӑхпа публицистикӑлӑх еннелле сулӑннӑ. Д.Гордеев //Х-р, 15.03.1994, 2 с.
ПУКАНЕҪӖ, п.с. Пукане театрӗн артисчӗ. Пуканеҫӗ-актерсем, хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартнисӗр пуҫне, ачасен театрӗн хӑй евӗрлӗхӗпе паллаштарчӗҫ. Чӗлхе культурин ыйтӑвӗсем. 1981, 93 с. Сергей Макарович [Мерзляков] хӑйӗн театрӗнче чаплӑ актер-пуканеҫӗ нумай хатӗрлерӗ. Т-ш, 26.03.1998. Кунсӑр [спектакльсемсӗр] пуҫне пуканеҫӗсем уявсен тӗлне шоу-программӑсем те хатӗрлеҫҫӗ. Х-р, 17.10.2000, 3 с.
ПУЛӐ, ҫ.п., астрол. Хӗвел ҫулталӑк ҫавринчи 12-мӗш ҫӑлтӑр ушкӑнне кӗрсен (20.II—20.III) ҫуралнӑ ҫын. Пулӑсем Ӑнӑҫу туррипе юнашар ҫӳреҫҫӗ. Х-р, 3.10.1992, 3 с. Гороскоп тӑрӑх эпӗПулӑ (ҪХ, 1998, 3 /, 7 с.). Пулӑсен ӗҫ питӗ нумай пулать. ХС, 22.01.1999, 4 с. Пулӑсене ӗҫлӗ, хирӗҫӳллӗ эрне кӗтет. Т-ш, 2001, 33 /, 2 с.
ПУЛ(Ӑ)ШТУХ, ч.с., калаҫ. Ҫур литр эрех. Тусӗсем эрех кӗленчи туртса кӑларнӑ. Киосксем хыҫнерех пӑрӑнса пулштухне пушатнӑ. ҪХ, 24.04. 1998, 3 с. Пулӑштуха тытатпӑр, янк яратпӑр ушкӑнпа. К.Бельман, 1999, 222 с. Пӗлместӗп, ... манран пулӑштухлӑх кӑларасшӑн пулчӗ-ши. ХС, 1999, 25—26 /, 2 с. Пулштух лартсан ... такампа та калаҫса татӑлма пулать. Ар, 2001, 22 /, 3 с.
— пулӑштух ил (К-н, 1974, 14 /, 3 с.; ХС, 1999, 16 /, 2 с.; ЧХ, 2003, 19 /, 10 с.); пулӑштухла тупӑш (В.Петров, 1987, 91 с.).
ПУЛӐШУҪӐ, п.с. 1. П.п. Ирӗккӗн пулӑшу кӳрекен е служба тивӗҫӗпе пулӑшса пыракан ҫын; шакӑрча, помощник. Ҫӳрен ... чӑрмантарса. Тупӑннӑ пулӑшуҫӑ! Е.Осипова, 1982, 22 с. Геннадий Константиновича министр тивӗҫӗсенчен хӑтарнӑ, ЧР Президенчӗн пулӑшуҫи пулма ҫирӗплетнӗ. Х-р, 7.10.1998, 1 с. Аннеаттен никампа улӑштарайми пулӑшуҫиччӗ. ҪХ, 2000, 5 /, 9 с.
— аслӑ пулӑшуҫӑ (ЧҪ, 1997, 9 /, 3 с.); ҫывӑх пулӑшуҫӑ (Х-р, 6.08.1998, 3 с.); обществӑлла пулӑшуҫӑ (ҪХ, 1999, 10 /, 8 с.); обкомӑн пӗрремӗш секретарӗн пулӑшуҫи (Х-р, 25.09.1996, 2 с.); район прокурорӗн пулӑшуҫи (ЧҪ, 1997, 9 /, 3 с.); кандидат пулӑшуҫи (ҪХ, 1997, 41 /, 2 с.); командир пулӑшуҫи (Х-р, 27.06.1997, 4 с.); депутат пулӑшуҫи, вице-спикер пулӑшуҫи (ҪХ, 1999, 10 /, 8 с.);
— ВЧС, 1971, 552 с.
2. Ҫ.п. Ҫынна пархатар кӳрекен, усӑ паракан япала. Ҫак учебник турккӑ чӗлхине вӗренме кӑмӑл тӑвакансемшӗн тивӗҫлӗ пулӑшуҫӑ пуласса шанас килет. Х-р, 24.01.1998, 5 с. Ку енӗпе, паллах, выставка чи шанчӑклӑ пулӑшуҫӑ. ХС, 1999, 31 /, 1 с. «Сывлӑх»сывлӑх хуралҫи. Пулӑшуҫӑ хаҫатсӑр ан юл, тӑванӑм, ҫырӑнма васка. С-х, 2000, 16 /, 1 с. Салтак ҫырӑвӗсем пулчӗҫ ҫав хайлавӑн пулӑшуҫисем. ТА, 2000, 2 /, 1 с.
ПУЛТАРУЛӐХ, ар пултарулӑхӗ, п.я. Арҫыннӑн ар ҫыхӑнӑвне кӗмелли хевти; ар вӑйӗ, потенци. Эсир ар пултарулӑхӗ е вӑйсӑрлӑхӗ пирки интересленетӗр пулсан врач-специалист патне кайӑр. ХС, 1999, 5 /, 4 с. Арҫыннӑн ар пултарулӑхне ӳстермелли чи ансат мел вӑлгрек мӑйӑрӗ ҫини. С-х, 2000, 42 /, 4 с. Йӗркеллӗ те сывлӑхлӑ арҫынсенчен 51 проценчӗ ар пултарулӑхӗ чакнипе аптраҫҫӗ. С-х, 2001, 11 /, 4 с.
ПУЛТАРУҪӐ, п.с. Пултарулӑх ӗҫӗн ӑсти; пултӑклӑ ҫын. Эпӗхалӑх. Ӗҫчен. Пултаруҫӑ. Тӗнчене ҫӗнетме килнӗскер. П.Ху-санкай, 1958, 6 с. М.Федоров, К.Иванов, Ф.Павлов пек пултаруҫӑсем вӑй панипе те Ю.Скворцовӑн илемлӗх туртӑмӗсенче парка хунав ҫӗкленет. Г.Федоров, 1996, 149 с. Ӗҫпе мухтавлӑ халӑхпултаруҫӑ. ЧТ, 28.02.1998, 3 с. Поэтгармони ывӑлӗ, ӳркевсӗр пултаруҫӑ. М.Сениэль //ҪХ, 2000, 34 /, 8 с.; Я-в, 2000, 12 /, 59 с.
— ВЧС, 1971, 733 с.; Егоров, 1954, 145 с.; Егоров, 1936, 372 с.
ПУЛУ-ИРТӲ, ҫ.с. Иртнӗ лару-тӑру; ӗҫ-пуҫ, пулӑм. Айван пулу-иртӳ кӗртсе ярать чунна ... пӗлмен вӑййа! Г.Айхи, 1988, 15 с. Вӑл [«Ялта» драмӑри Ванюк] тулаш тӗнчери пулу-иртӳсем ҫинчен шухӑшласах та каймасть. В.Егоров, 1989, 31 с. Пӗр хулари пулу-иртӳ. К.Бельман, 1999, 177 с.
ПУЛЬМОНОЛОГИ, п.с., мед. Сывлав органӗсен (ӳпке, тип пыр т.ыт.) чир-чӗрӗнчен сывалма тата упранма пулӑшакан медицина пайӗ. Пульмонологи уйрӑмӗнче выртакансем... Ч-х, 1999, 14 /, 2 с. Строительсен больницинчи пульмонологи уйрӑмӗнче сипленмелле пулчӗ. ЧХ, 1999, 28 /, 3 с.
ПУНЕТТЕЙ, ч.с., юрид. Ятарлӑ следстви ӗҫне (ухтару, ӗнентерӳ т.ыт.) ирттернӗ чухне кӳнтелен (туп.) пулса хутшӑна-кан ахаль ҫын. Шутласа кӑларнӑ пунеттейсем «алӑ пусаҫҫӗ» паллах, хӑйсем мар. ҪХ, 1998, 39 /, 3 с.; 40 /, 4 с. Милиционерсем суд приставӗпе тата пунеттейсемпе пӗрле пирӗн хваттере ҫӗмӗрсе кӗрсе япаласене ... куҫарнӑ. Х-р, 11.11.1998, 2 с. Пунеттейсене чӗнсе килсе [пӳлӗме] тӗплӗн ухтартӑмӑр. ҪХ, 2000, 37 /, 8 с. Милиционерпунеттей мар [Пуҫелӗк]. ЫХ, 2001, 22 /, 2 с.
ПУРНӐҪЛАВ, пурнӑҫлав директорӗ, ҫ.я. Ӗҫе тӳреммӗнех йӗркелесе-ертсе пыракан пуҫлӑх; ӗҫ тӑвакан директор. Фонд президенчӗО.Мустаев, вице-президенчӗВ.Елагин, пурнӑҫлав директорӗВ.Нагорнов. Х-р, 2.09.1992, 1 с. Конгресс фончӗн пурнӑҫлав директорӗ Н.Пыркин... Х-р, 8.09.1992, 1 с.
ПУСАРУ, п.с. Пусахлани, хӗсни, ирӗксӗрлени. Федераци Канашӗ чӑннипех те Кремль йӗркеленӗ пусарӑвӑн витӗмӗнче. Х-р, 5.08.2000, 2 с.
— пусарӑва вӑйлат (С-х, 2000, 31 /, 4 с.);
танл., Егоров, 1954, 147 с.; Егоров, 1936, 376 с.
ПУСӐМЛА, п.п. Палӑрт, пайӑрт, пайӑрла. Автор ҫав вырӑнсене пусӑмласах каласа панӑ. Хв. Уяр //Я-в, 1961, 1 /, 22 с. Режиссер пусӑмланӑ шухӑш актерсен туйӑмлӑ вӑййипе шӑрҫалана-шӑрҫалана вырнаҫмалла-ҫке. К.Кириллов //Х-р, 7.10.1992, 4 с.
ПУСӐРӐНТАРУ, ҫ.с. Ҫӳлтен хӗсни, пусса пӑчӑртани. Массаж [пӑнчӑ массажӗ] тунӑ чухне — малтанхи пӑнчӑран пуҫласа малалла куҫса пынӑ майпусӑрӑнтару хӑвачӗ те, вӑхӑчӗ те ӳссе пыраҫҫӗ. Х-р, 18.06.1992, 4 с. Ура тупанне пӳрне вӗҫӗсемпе ҫавӑрттарса массаж тӑвӑр, ... пусӑрӑнтарӑва вӑйлатса пырӑр. С-х, 2000, 31 /, 4 с.
ПУҪЕЛӖК, ҫ.п. Пӗр-пӗр хайлавӑн (произведенин) е унӑн пайӗн ячӗ; заголовок. (Ҫак словарьте усӑ курнӑ ҫӗнӗ пӗлтерӗш).
ПУҪАРУ, пуҫару ӗҫӗ, ҫ.я. Предприниматель ӗҫӗ; пред-принимательлӗх (туп.), бизнес. Тарасасене ҫӑлтӑрсем пуҫару ӗҫӗнче тавҫӑруллӑрах пулма сӗнеҫҫӗ. Х-р, 11.04.1998, 8 с.
ПУҪАРУСӐР, п.с. Сӳрӗк, кӗҫмек; хавхаланусӑр, хастарсӑр. Ершова пуҫарусӑр пулнипе ҫав кукуруза ана ҫинчех пӗтнӗ. К-н, 1959, 20 /, 7 с. Шӑши тӗсӗ патне ытларах чухне пуҫарусӑр ҫынсем туртӑнаҫҫӗ. Х-р, 3.10.1992, 4 с.
— ВЧС, 1971, 46 с.
ПУҪТАРӐНУ, ҫ.с. Палӑртнӑ ҫӗре йышлӑн пыни, пухӑнни. Вӑл пирӗн пуху-пуҫтарӑнусене питӗ хисеплесе ҫӳрет. А.И.-Ехвет //Х-р, 12.09.1996, 3 с.
танл., пуҫтарӑнуллӑ ӗҫле (Ю.Артемьев, 1984, 118 с.).
ПУТӖШ, п.в. Мерекке, мыскара, камит; путиш. Тӗрлӗ путӗш пур иккен тӗлӗнтермӗш тӗнчере. А.Ӗҫхӗл, 1962, 30 с. Тӑхти вӑл питӗ путӗш, кӑсӑк ҫынччӗ. С.Шавлы, 1968, 143 с. Чӑваш халӑх эстетикинче путӗш категорийӗ хӑйне майлӑ тӗсленнӗ. Ю.Артемьев, 1991, 104 с. «Ай, путӗшсем эсир!»кулать ҫерҫи. ХС, 1999, 23 /, 3 с.
ПУТЧ, п.с. Каварҫӑсен ушкӑнӗ влаҫа ярса илсе патшалӑх тытӑмне улӑштарма хӑтланни. 1991 ҫулхи августра, демократилле вӑйсем путча путарнӑ хыҫҫӑн... Х-р, 14.09.1991, 1 с. Путч ан пултӑр тесен компромисс тупма та пӗлмеллех ҫав. Я-в, 1992, 9 /, 14 с. Иван Полозков ... ҫурла уйӑхӗнчи путчпа пӗрле манӑҫа тухнӑ. Х-р, 20.10.2000, 3 с.
— путч умӗн (Х-р, 8.09.1992, 3 с.); путч хыҫҫӑн (Ч-х, 1999, 27 /, 7 с.); путч вӑхӑтӗнче (ҪХ, 2000, 37 /, 8 с.).
ПУТЧИСТ, п.с. Путч йӗркелекен, путча хутшӑнакан ҫын. Путчистсене ҫӗнтереймен пулсан наручниксем ӗҫе кайнӑ пулӗччӗҫ. Х-р, 13.10.1992, 3 с. Шаклапуҫ ялӗнчи «путчистсене» ҫакӑ самантлӑха лӑплантарчӗ. Я-в, 1992, 9 /, 11 с.
ПУХӐМ, п.с. Пӗрлехи йыш; пухӑ, пӗрлӗх. Азбука тесе ... сасӑсене паллӑсемпе палӑртса йӗркеленӗ пухӑма калатпӑр. Н.Ыдарай, 1997, 6 с.
танл., пухӑм «созыв» (ЧВС, 1961, 298 с.).
ПУШ, п.п. е ПУШ УЙӐХӖ, ч.я. Ҫулталӑкӑн виҫҫӗмӗш уйӑхӗ; март. Кун ҫинчен пӗлтерни Чӑваш ене пушӑн 3-мӗшӗнче тин ҫитнӗ. Х-р, 27.02.1997, 3 с. Пуш уйӑхӗн саккӑрмӗшӗ маншӑн уяв мар. М.Карягина //Т-ш, 1998, 10 /, 2 с. Пушӑн 26-мӗшӗнче Путин мар, Б.Ельцин еткерлӗхӗнчен юлнӑ команда ҫӗнтерчӗ. А-и, 2000, 1 /, 2 с. 2003 ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗччен конкурса ... виҫӗ материал тӑратмалла. Х-р, 6.02.2003, 1 с.
ПУШАРНИК (ПУШАРНӐЙ), п.с. Пушарҫӑ. Ӗнер ытла та хӗрсе тавлашрӑр, пушарниксене чӗнмесӗр ҫырлахаймастӑр пулӗ тесе шутланӑччӗ. В.Краснов-Асли, 1965, 173 с. Пушарниксем вут-ҫулӑма парӑнтарнӑ. Х-р, 15.05.1996, 1 с. Пушарнӑйсем килнӗ ҫӗре маччапа пӳрт тӑрри йӑтӑнса аннӑ. ХС, 1998, 37 /, 2 с. Пушарниксем ... хур тӳсекен яла вӗҫтернӗ. Ар, 2002, 32 /, 3 с.
— пушарнӑйра ӗҫле (И.Шордан, 1985, 188 с.); пушар-никре ӗҫле (К-н, 1986, 4 /, 8 с.); пушарниксене пӗлтер (Х-р, 23.01.1996, 1 с.; ҪХ, 1997, 49 /, 2 с.).
ПУШАРҪӐ, ҫ.с. Пушар хуралӗнче ӗҫлекен ҫын; пу-шарник, пожарник. Ӑна [ӑмӑртӑва] вут-ҫулӑма сӳнтернӗ чухне сарӑмсӑр пуҫ хунӑ пушарҫӑсене халалланӑ. ҪХ, 1999, 42 /, 11 с.
ПУШЛӐХ, п.в. Пушӑлӑх, тӗпсӗрлӗх (туп.); ҫаралӑх, пӗчченлӗх. Эпӗ таҫта темӗнле вӗҫӗмсӗр пушлӑха чӑматӑп, чӑматӑп пек. Хв. Агивер, 1984, 112 с. Вӑл ... хӑйне темӗнле пушлӑхри пек туйнӑ. Ч-х, 1999, 27 /, 7 с. Ҫак пушлӑхра шӑна та вӑратаймӗ санӑн шухӑшна. К.Бельман, 1999, 34 с.
— пушлӑха тултар (Хв. Уяр, 1984, 170 с.; Х-р, 21.04.1993, 3 с.).
ПӲЛЕВЛЕ, ҫ.с. Пуласлӑха пӗл, малашлӑха туй.Америкӑри тӑватӑ паллӑ футуролог XXI ӗмӗр ҫинчен пӳлевлесе (500 ҫул хушшинчи пуласлӑха та кӑштах тӗпченӗ) ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тунӑ. Х-р, 17.09.1996, 3 с.
танл., пӳлев пек кур (М.Юхма, 1990, 330 с.).
ПӲЛӖМҪӖ, ҫ.с. Хӑна ҫурчӗн пӳлӗмӗсене тирпейлесе тӑракан хӗрарӑм; горничнӑй. «Хӑна ҫуртӗнче» тематика ушкӑнӗнче ... авторсем тунӑ ӑнӑҫлӑ неологизмсене те асӑрхатпӑр, пӳлӗмҫӗ «горничная»... Х-р, 14.09.1996, 3 с. Пӳлӗмҫӗне мӗнле чӗнмеллине ... те пӗлме пулать. Я-в, 1997, 7 /, 110 с.
ПХК, ҫ.с., кӗск., кив. Патшалӑх хӑрушсӑрлӑхӗн комитечӗ; КГБ. Ҫырансӑр юхакан самана варринче Патшалӑх Хӑрушсӑрлӑх Комитечӗ (ПХК, вырӑсла КГБ) ... пӑхса ларать. Н.Исмуков //Я-в, 1991, 5 /, 7 с. Суйлавҫӑсен пӗр пайӗ Путиншӑн сасӑлама хӑраса тӑрӗ, ҫакӑ унччен вӑл ПХКра ӗҫленипе ҫыхӑннӑ. Х-р, 24.03.2000, 2 с. Миша ПХК (КГБ) полковникӗччӗ. Х-р, 11.10.2001, 3 с.
ПЫСӐКЛАТУ, п.с., лит. Ҫыравҫӑ (калавҫӑ) пӗр-пӗр пулӑма е пахалӑха курӑмлӑ кӑтартмашкӑн вышкайсӑр ӳстерсе сӑнлани; гипербола. «Дон шывне ӗҫсе пӗтерем...»оригиналӗнче кунашкал пысӑклату (гипербола) ҫук пек. П.Хусанкай, 1977, 73 с. Ылтӑн мӑйракаллӑ пӑлана ... пысӑклату мелӗпе (гиперболӑпа) кӑтартнӑ, «мӑйраки пӗлӗте перӗнет...». ЧС, 1994, 8 кл., 49 с.
танл., мӑнлату «гипербола» (П.Метинпа А.Мефодьев, 1997, 28 с.).
ПЫТАРӐНЧӐКЛӐ (ПЫТАРЛӐ), п.в. Палӑртуллӑ мар, уҫӑм-сӑр; пытанчӑк, пытарӑнчӑк. Ытарлӑ сӑмахӑн шухӑшӗ пытарлӑ, тет. Хв.Уяр //Я-в, 1961, 5 /, 30 с. Чӑваш философийӗ пытарӑнчӑклӑ, вӑтанчӑклӑ ... тенипе ҫырлахма ҫук ӗнтӗ. В.Абрамов, 1998, 29 с.

«Чӑваш чӗлхин ҫӗнӗлӗх словарӗ» кӗнекен пайӗ


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-07-19 23:09:14 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5561 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем