Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пуҫ янисен юрри (Митта Ваҫлейӗ)

Ҫӑлтӑр витӗр ҫул курӑнать,
Куҫҫуль витӗр кун курӑнать...

Ҫунатӑм, юлатӑн. Ан макӑр.
Салтак пек маттур уйрӑлар.
Ман ҫул — ҫӑлтӑр витӗр — тап-такӑр,
Ман кун — куҫҫуль витӗр — уяр.

Пире ҫурҫӗр ҫилӗ ыталӗ,
Ачашлӗ кӑра шартлама.
Ҫуталӗ жандармӑн медалӗ,
Вӑл памӗ ҫулран аташма.

Спасибо! Савса ывӑлларӗ
Мана Сармантей самани.
Юрлар-и, кулса уйрӑлар-и?
Тен, ӗмӗрлӗхех... чун савни!..



 
Категорисем: Митта Ваҫлейӗ
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-04-13 12:35:50 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3456 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем