Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пурнӑҫ лавӗ (Николай Карай)

"Ҫут тӗнче хӗрне санпа
Хатӗр эп кайма", —
Терӗн эс хавас саспа
Те хӑпартланма.

Хӑпартлантӑм ачалла
Ҫав тери чунран.
Тапса сикрӗ малалла
Пурнӑҫ вырӑнтан.

Пурнӑҫ лавӗ ман енне
Илчӗ сулӑнса.
Ун енне эс ун ҫумне
Лартӑн вӑрт куҫса.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2005-10-30 14:50:11 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2967 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем