Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Петӗр Ялгир ҫинчен (В. Родионов)

Пурте пӗлекен Петӗр Ялгир ытти ҫыравҫӑсенчен чылай уйрӑлса тӑратчӗ. Кам илтмен пуль вӑл Шупашкарти хваттерӗ умӗнче лартса ҫитӗнтернӗ йӑмрасем ҫинчен? Тата унӑн сцена ҫинчи артистла хӑтланкаларӑшӗсене аса илер-ха, унӑн ҫийӗнчен кайман тӗрӗллӗ кӗпене куҫ умне кӑларса тӑратӑр. Ҫак уйрӑм енсем пӗр-пӗринпе нимӗнле те ҫыхӑнман пек курӑнма пултараҫҫӗ. Тарӑнрах пӑхсассӑн, сӑвӑҫӑн поэзине тишкерме пуҫласассӑн вӗсене ҫыхакан пӗр тӗвӗ пурри курӑнса каять. Мӗнле тӗвӗ-идея-ши вӑл? Вулатпӑр:

Тӑван кил умӗнче эп лартнӑ
Йӑмра ҫилпе тем канашлать,
Унпа хаваслӑн, пархатарлӑн
Ялан пуплетӗп чӑвашла.
(«Чӑвашлӑх ялавӗ»)

«Чӑвашлӑха ҫӗклесшӗн» сӑввинче сӑвӑҫӑн шухӑшӗ уҫӑмлӑрах ӳкерӗннӗ:
Йӑмраллӑ ял, юман вӑрманӗ
Илем сараҫҫӗ таврана.
Вӗсен ӑш пиллӗхне кам манӗ?
Унта чӑвашлӑх тапранать.

Е тата тӗрӗллӗ кӗпе ҫинчен ҫырнине аса илер-ха, «Чӑвашлӑх яшлатать» сӑввинче ҫапларах хайланӑччӗ поэт:
Килӗшет-ҫке мана питӗ
тӗрӗллӗ чӑваш кӗпи.
Шав ҫӳретӗп туй ачи пек
янратса телей кӗвви.

Петӗр Ялгир хӑйне туй ачи пек, телей кӗвви янратакан пек курнӑ эппин, вӑл хӑйне чи малтан артист (туй ачи мӗншӗн артист ан пултӑр-ха?) тата юрӑҫӑ (вӑл юрӑ юрлакан кӑна мар, ӑна хайлаканӗ те) тесе хакланӑ. Калӑр-ха, паянхи хӑш сӑвӑҫ хӑйӗн ҫине ҫапла мисси илме пултарайӗ?
П.Ялгирӑн ялгирлӑхне эпӗ вӑл хӑйне яланах сцена ҫинчи ҫын пек тытнинче тата ҫавна ӑнланса-туйса ҫырнинче куратӑп. Поэзи вӑл апат евӗрлех, кашни ҫыннӑн хӑйӗн юратнӑ ӗҫми-ҫими пур. Ача чухне тӗрлӗ мыскараллӑ сӑвӑ-калав вулама юратнӑскерсем, ҫулсем иртнӗ майӑн тарӑн шухӑшлӑрах хайлавсене кӑмӑллама пуҫлатпӑр. Хӗрарӑм таврашӗ мелодрама енне сулӑнать, арӗсем ҫамка пӗрсе шухӑшлаттаракан хайлавсене кӑмӑларах параҫҫӗ-тӗр. Тӗлӗнмелле пулин те, П.Ялгир хӑйӗн вулавҫисене концерта пынӑ ҫынсем пек курать. Ял клубне ӗлӗкрех ватти-вӗтти харӑсах курма пыратчӗҫ. Эппин, артистӑн сцена ҫинчен ачи-пӑчине те, ҫитӗннисене те савӑнтарма (тӗлӗнтерме, култарма) пултарамалла. Ҫӑмӑл ӗҫ мар ку.
1974 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Пысӑк Упакасси ялӗнче Ҫемен Элкер ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине паллӑ турӗҫ. Унта А.Воробьевпа пӗрле Н.Теветкел тата П.Ялгир хутшӑнчӗҫ, хӑйсен сӑввисене каларӗҫ. Теветкелӗ сцена ӑсти пулманни вӑл хӑйӗн философилле питӗ тарӑн шухӑшлӑ сӑввине сӑмса айӗн калама пуҫласанах паллӑ пулчӗ. Вӑл вӗҫлесен ячӗшӗн тенӗ пек алӑ ҫупрӗҫ залра. Ун хыҫҫӑн сцена ҫине П.Ялгир тухрӗ, ташша ҫапакан пӗр хӗр ҫӳҫӗ айӗнчен консерва банки тухса ӳкни ҫинчен мыскараллӑн каласа-кӑтартса пачӗ. Вар тытса кулчӗ зал, шӑхӑрчӗ те тапӑртатрӗ!
Петӗр Ялгирӑн феноменне унӑн кун-ҫулӗпе биографийӗнче шырамалли тата ӑнлантармалли иккӗлентермест мана. Ҫын сӑпачӗ, унӑн тӗп енӗ-паллисем иккӗмӗш теҫеткере (15-20 ҫулсенче) ҫирӗпленсе ҫитни паллӑ. Ҫавна пулах ӳсӗм уйрӑмлӑхӗсем палӑрса пыраҫҫӗ. Сӑвӑҫсене илсен, калӑпӑр, вӑрҫӑ ҫулӗсенче ҫитӗннисемпе аллӑмӗш-утмӑлмӗш ҫулсенче ӳссе ҫитнисене вӗсем мӗнлерех ҫырнинченех уйӑрса илме пулать.
Петӗр Ялгир сӑвӑҫӑн ӳсӗмне XX ӗмӗрӗн вӑтӑрмӗш ҫулӗсенче ҫитӗннисенче курмалла. Хӗрлӗ Чутай районне кӗрекен Ҫӗн Ирчемес хресченӗн Тихон Алексейӗн Петӗр ятлӑ ывӑлӗ (Петр Алексеевич Тихонов) 1922 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Ял шкулӗнче вӗреннӗ хыҫҫӑн пулас сӑвӑҫ Канаш педучилищинче ӑс пухнӑ, малтанхи хайлавне 1935 ҫулта пичетленӗ. Хӑйӗн вӑрттӑн хушаматне вӑл, ман шутпа, ентешне евӗрлесе йӗркеленӗ. Унран сакӑр ҫул аслӑ Михаил Якимович Назаров та 30-мӗш ҫулсенче сӑвӑсем ҫырнӑ вӗсен айне «Мих. Айгир» (уй-хир тенинчен ҫапла тунӑ-ши?) псевдоним лартнӑ иккен. Хайхи пӗр ялта икӗ сӑвӑҫ палӑрнӑ, АйӐгир тата ЯлӐгир. Вӗсем иккӗшӗ пӗр-пӗринпе туслӑ пулни Айгирӑн «Каҫхи хаваслӑх» сӑввин пуҫламӑшӗнче те ӳкерӗннӗ,
Никӗл-никӗл никӗлтетрӗ
Шавлӑ, хумлӑ сас.
Пултаруллӑ каччӑ Петька
Тӑсрӗ купӑса.

Ҫав Петька – педучилищӗре купӑс калама вӗреннӗ, ҫав хушӑрах сӑвӑ-такмак шӑрҫалама пуҫӑннӑ Петӗр Ялгир. 30-мӗш ҫулсенче пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсем йӗркеленеҫҫӗ, ялсенче клуб ҫурчӗсем ҫӗкленеҫҫӗ. Ҫапла майпа улахри купӑсҫӑ сцена ҫине тухма пуҫлать, хӑйӗн пултарулӑхне халӑх умӗнче кӑтартать. Ҫакӑ вара сӑвӑҫран хӑйне евӗрлӗ лирика харкамҫине калӑплама хистет. Ҫав харкамҫӑ залра ларакансемпе калаҫать, ҫынсен тӗрлӗ енӗсене хаклать, култарать, пӑшӑрхантарать е куҫранах хурласа тӑкма пултарать.
Петӗр Ялгирӑн иккӗмӗш вӗрентекенӗ Ҫӗпритун Шӑпчӑк пулнӑ, вӑл ун чухне Хӗрлӗ Чутай райхаҫачӗн редакторӗнче вӑй хунӑ. Ҫав ҫыравҫӑн витӗмӗпе ҫамрӑк сӑвӑҫ юптарусемпе тӗрлӗ кулӑшла хайлав-питлевсем, фельетонсем хайлать. Ҫапла майпа поэт пултарулӑхӗнче икӗ туртӑм вӑй илсе тата ҫирӗпленсе ҫитет. Пӗрремӗшӗ сӑвӑҫа юрӑ тӗнчине кайма хистет, тепӗр туртӑмӗ ӑна кулӑш енне, сцена-трибуна ҫине йыхӑрать. Уншӑн эстрада жанрӗсем ал май пулса тӑраҫҫӗ.
Ҫак икӗ туртӑм вӑйӑмне, вӗсен тупӑшӑвне Петр Алексеевичӑн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗнче те асӑрхама пулать. Пӗр хушӑ вӑл радиоорганизатор е хаҫат редакторӗ, парти райкомӗн пропогандӑпа агитаци пайӗн пуҫлӑхӗ (халӑх патне вӑл е ку шухӑша ҫитерекенӗ), тепӗр хушӑ вара культура ӗҫне пуҫараканӗ, хор е драма ушкӑнӗсем йӗркелекенӗ, юрӑҫӑ, юрӑсем куҫараканӗ (вӑл вырӑсларан вун-вун юрӑ куҫарнӑ) пулса тӑрать. Ахальтен мар ӗнтӗ сӑвӑҫ пултарулӑхӗнче кулӑшла юрӑ ҫырасси мала тухать, ҫав жанр унӑн икӗ туртӑмне хӑйне евӗр ҫыхса-пӗрлештерсе тӑма пултарать. 1980 ҫулта П.Ялгир хӑйӗн чӑн-чӑн ӗҫ вырӑнне тупать, вӑл чӑваш ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн пропоганда бюровӗн пуҫлӑхне ларать. Урӑхла каласан, тӗрлӗ ялсенче савӑнӑҫлӑ каҫсемпе тӗл пулусем йӗркелекенӗ, юрӑпа сӑвва сцена ҫине кӑларакан ҫын пулса тӑрать. Тӗрӗссипе унӑн ӗҫне ҫыравҫӑсемпе вулавҫӑсене (куравҫӑсене те!) ҫыхӑнтараканӗ тесе хакламалла. Шӑпах та ҫакӑнта тупӑннӑ Ялгир стихийи, унӑн Турӑ пӳрнӗ вырӑнӗ. Еплерех уҫӑлса каятчӗ вӑл сцена ҫинче, еплерех хӑпартланатчӗ вӑл пӗтӗм чун-чӗререн, унӑн ҫав пултарулӑхне эпӗ 1969-1970 ҫулсенчех курнӑччӗ-ха. Хам культура ӗҫченӗ пулнӑ май эпӗ ун чухнехи Вӑрнар районӗн культура пайӗн пуҫлӑхне П.А. Тихонова аван пӗлеттӗм. Тӗрлӗ ялсене ҫитсе концертсем лартаттӑмӑр ун чухне. Пӗррехинче, пӗр юрӑҫӑ юлса ҫитнине пула, концерт чарӑнса ларчӗ. Петр Алексеевич мана чӗнчӗ те ҫавӑнтах пӗчӗк сценка шутласа кӑларчӗ, мӗн пулса иртмеллине эскизла каласа ӑнлантарчӗ. Выляса кӑтартрӑмӑр вара, халӑх алӑ ҫупсах йышӑнчӗ!
Хӑшӗ-пӗри П.Ялгирӑн ҫав экспромтлӑхӗшӗн тата артистлӑхӗшӗн шӑл йӗрме кӑмӑллать. Тепри чӑваш сӑвӑҫи Раҫҫей ҫыравҫисем канакан Переделкинӑра поэзи-юрӑ каҫӗсем ирттернине аса илсе кулма пӑхать. Усӑсӑр та вырӑнсӑр тиркешӳ ку. Ҫапла калама Петӗр Ялгира ҫывӑх пӗлмен ҫынсем кӑна пултараҫҫӗ-тӗр. Унсӑрӑн вӗсем сӑвӑҫӑн артистлӑхӗнчен, юрӑ енне туртӑннинчен тӗлӗнмен те пулӗччӗҫ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вучӗ витӗр тухнӑ чӑваш ҫынни, юрӑпа поэзие пӗр танах савнӑскер, урӑхла ҫырма та пултарайман пулӗччӗ. Вӑл сӑвӑҫран ытларах юрӑҫӑ, вырӑс юррисен сӑмахӗсене чӑвашла ӑста куҫараканӗ, артист, сцена ӑсти.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-01-26 12:59:18 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4265 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем