Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Петрова Татьяна Николаевна

Петрова Татьяна Николаевна — Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӗренӳ ӗҫченӗ, профессор. 1956 ҫулхи нарӑсӑн 26-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Тупах ялӗнче ҫуралнӑ.

Кун-ҫулӗ

И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика инстутӗнче (халӗ университет) пӗлӳ илнӗ. Вӗрентӳ ӗҫне Шупашкарти 47-мӗш шкулта пуҫланӑ. 1986 ҫултанпа хӑй вереннӗ педагогика университетӗнче ӗҫлет, ҫав хушӑра вӑл преподаватель, аслӑ преподаватель, доцент пулнӑ. Вӗренӳ, этнопедагогика тата яковлевоведени кафедрин заведующийӗ.

Ӗҫӗсем

Татьяна Николаевна чӑваш халӑхӗ ача-пӑчана авал епле ӳстернине тӗпчет. Историллӗ этнопедагогикӑна никӗслекенни шутланать.

Тӗп ӗҫӗсем

Унӑн тӗп ӗҫӗсем шутӗнче ҫаксене уйӑрма пулать:

  • Чувашская педагогика как феномен мировой цивилизации;
  • Отстаивание национальной идеи: историческая этнопедагогика
  • Чувашская педагогика как фактор мировой культуры
  • История воспитания и педагогической мысли чувашского народа в XV-XVIII вв.
  • ыттисем.

Хисепӗсем

Татьяна Николаевнӑна 2001 ҫулта «Почетный работник высшего профессионального образования Российской Федерации» (Раҫҫей Федерацийӗн аслӑ профессиллӗ вӗрентӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ) кӑкӑр паллипе наградӑланӑ. 2002 ҫулта Я.А. Коменскийӗн Мӑн Ылтӑн медальне тивӗҫнӗ.

Ҫавӑн пекех ӑна тӗрлӗ Хисеп хучӗсемпе чысланӑ, вӑл шутра Якути, Калмыки хисеп хучӗсем те пур.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр


 
Категорисем: Тупах
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-02-26 10:15:53 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6061 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем