Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Патӑрьел районӗн гимнӗ

Патӑрьел районӗн гимнӗ «Патӑрьелӗм, Патӑрьел...» ятлӑ. Сӑввине Александр Мефодьев ҫырнӑ, кӗввине Юрий Кудаков кӗвӗленӗ.

Сӑвви

Турхан та Сӑкӑт, Патӑрьел...
Кунта кӑшт ашӑрах хӗвел,
Вӗреҫҫӗ кӑнтӑр ҫилӗсем,
Пуян чӗреллӗ ҫыннисем.

Хушса юрламалли:
Юхать Пӑла, юхать Хырла
Шӑнкӑртатса, юрла-юрла.
Хура тӑпра, тӳрем уй-хир —
Юхма таврашӗ ку — эпир.

Мухтавлӑ Атӑлҫи Пӑлхар —
Аннемӗр пирӗн. Манар мар.
Тӗп ӗҫӗмӗр — ҫӗрпе вӑрман —
Мӗн авалран алран кайман.

Хушса юрламалли:

Чӑваш пурнать тӗнче пур чух.
Ҫӗр ҫийӗнчен ҫухалмӗ, ҫук.
Кӳршӗмӗрсем — ирҫе, тутар.
Пуласлӑха пӗрлех утар.

Хушса юрламалли:


 
Категорисем: Патӑрьел районӗ
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-04-30 19:15:18 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4483 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем