Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

О (ЧЧҪС, I том)

«Чӑваш чӗлхин ҫӗнӗлӗх словарӗ» кӗнекен пайӗ



ОВЕРЛОК, ҫ.с. Ҫӗленӗ япалан хӗррисене йӑлмакласа тухмалли ҫӗвӗ машини. «Текстильмаш» производство пӗрлешӗвӗнчи 7 пин ҫын оверлок туяннӑ, ... хакне ӗҫлесе татаҫҫӗ. Х-р, 4.06.1992, 4 с. Кайран пирӗн ҫӗвӗ тӗлӗнчи хӗррисене оверлокпа тирпейлесе тухмалла. Х-р, 6.03.1994, 4 с. Халӗ Шупашкарти кашни юпа оверлок сутать. Кирлӗ-и сире оверлок. Х-р, 20.09.1996, 4 с.
ОЛИГАРХ, ҫ.с. Патшалӑх влаҫне, ҫӗршывӑн политикӑпа экономика пурнӑҫне витӗм кӳрекен ҫӗрме пуян. Ун [Примаков] хыҫӗнче олигархсем тӑмаҫҫӗ, взяткӑсем те ҫук. ҪХ, 1999, 13 /, 8 с. Вӑл патшалӑх укҫине чиновниксемпе олигархсен кӗсйине куҫарассине хирӗҫ. ХС, 1999, 17 /, 3 с. Телевиденипе радиовещание тата ... хаҫатсенчен чылайӑшне ҫӗршыври «аслӑ» олигархсем хӑйсен аллине ҫавӑрса илнӗ ӗнтӗ. Ч-х, 1999, 28 /, 6 с. Суйлавччен ... В.Путина ирӗклӗ, олигархсенчен ирӗклӗ политик пек кӑтартма тӑрӑшрӗҫ. А-и, 2000, 1 /, 2 с.
— акула-олигарх (Ч-х, 1999, 28 /, 6 с.); мӑнаҫлӑ олигарх (Х-р, 20.10.2000, 3 с.).
ОМОНОВЕЦ, ҫ.с. Ятарлӑ тӗллевлӗ милици отрячӗн (ОМОНӑн) членӗ. Первомайскинче тыткӑна илнӗ 37 омоновецӑн пуҫлӑхӗ эсир пултӑр эппин. Х-р, 29.02.1996, 3 с. Пирӗн омоновецсем Калининград ОМОНне улӑштарӗҫ, Грозный хулинче йӗркелӗхпе тӑнӑҫлӑха сыхлӗҫ. ҪХ, 2000, 34 /, 3 с.
ОНАНИЗМ, п.с. Мастурбаци (туп.). Онанизм усӑллине нумайӑшӗ пӗлсех каймаҫҫӗ. В-х, 7.10.1991, 8 с. Паллах, аслӑрах ҫулсенче те онанизмпа петтинг енне туртӑнакансем ҫук мар. Я-в, 1991, 3 /, 32 с. Онанизм мелӗпе ар шӗвекне кӑларнӑ чухне те 2—3 миллилитр вӑрлӑх тухать. ҪХ, 2000, 30 /, 10 с.
— онанизмпа аппалан (ҪХ, 1997, 49 /, 4 с.; Х-р, 22.09.1998, 3 с.).
ОПЕР, ҫ.с., калаҫ. Оперативник. Оперсем ҫак ӗҫпех ҫыхӑннӑ тепӗр адреспа ҫула тухма хатӗрленетчӗҫ. ҪХ, 2000, 11 /, 1 с. Йывӑр пулин те, оперсем алӑ усмаҫҫӗ. ҪХ, 2000, 27 /, 4 с. Икӗ ҫӗнӗ «тус» хӳрийӗ ҫине «оперсем» ларнӑ. Ар, 2002, 42 /, 2 с.
— милици уйрӑмӗн оперӗ (ҪХ, 1999, 42 /, 8 с.).
ОПЕРАТИВНИК, п.с. Преступление сирсе яма е уҫса палӑртма, преступниксене тытма тӳреммӗнех хутшӑнакан милици ӗҫченӗ. Оперативниксем виҫӗ ушкӑна пайланнӑ та хула урамӗсем тӑрӑх саланнӑ. КЯ, 27.07.1973, 4 с. Оперативниксем ... «Чечня общинин» ертӳҫине тытса чарнӑ. Х-р, 24.01.1996, 1 с. 1999 ҫулта оперативниксем 160 килограмм ытла наркотик туртса илнӗ. ҪХ, 2000, 12 /, 8 с.
— экономикӑри преступленисемпе кӗрешекен уйрӑмӑн оперативникӗ (ҪХ, 2000, 17 /, 4 с.); уголовнӑй шырав управленийӗн оперативникӗ (ҪХ, 2000, 37 /, 8 с.).
ОПЕРУШКӐН, ҫ.с., кӗск. Милици операцийӗсене хутшӑна-кан йыш; оперативлӑ ушкӑн, оперативниксен ушкӑнӗ. Оперуш-кӑн ӗҫне те, рейдсене те, преступниксене тытнӑ ҫӗре те хутшӑнма тивет. Т-ш, 1999, 1 /, 11 с. Милиционерсем оперушкӑн — тӳрех инкек пулнӑ ҫӗре. К-н, 1999, 4 /, 7 с. Сирпӗтнӗ хваттере ҫийӗнчех милици оперушкӑнӗ ҫитнӗ. Ар, 2002, 44 /, 1 с.
ОРГАЗМ, п.с. Каҫӑху (туп.). Оргазмюратӑвӑн чи пылак саманчӗ. Я-в, 1991, 3 /, 32 с. Оргазм 20—24 ҫулсенче, ытларах ача ҫуратнӑ хыҫҫӑн, вӑйлӑ палӑрать. ҪХ, 1996, 2 /, 5 с. Ача ҫуратнӑ хыҫҫӑн оргазм туйми пултӑм. С-х, 2000, 37 /, 4 с.
— клиторлӑ оргазм, мышцӑллӑ оргазм (ҪХ, 1998, 46 /, 5 с.); типӗ оргазм (С-х, 2000, 17 /, 3 с.); арҫын оргазмӗ (Ар, 2001, 15 /, 4 с.);
— оргазмпа килен (Ар, 2001, 15 /, 4 с.).
ОРИГИНАЛЛӐХ, п.с. Хӑйне евӗрлӗх, хӑйне майлӑх; супинккелӗх. Анчах та Некрасов вулакансен умне ... хӑйӗн поэзири таланчӗн оригиналлӑхӗпе сасартӑках тухса тӑраймасть-ха. Я-в, 1946, 11—12 /, 33 с. Ку кӗнекере писатель [М.Юхма] оригиналлӑхӗпе вӗҫкӗнленесрен сивӗнсе пырать пек туйӑнать, ку чухнехи чӑваш чӗлхипе калаҫма тӑрӑшни уҫҫӑнах палӑрать. И.Кузнецов, 1977, 191 с. А.Асламас хӑйӗн оригиналлӑхне тата тепӗр хут ҫирӗплетрӗ. Х-р, 4.03.1993, 4 с.
танл., пайӑрлӑх.
ОСЕМЕНАТОР, п.с. Техник-осеменатор (туп.). Ӗнесен ӑратлӑхне лайӑхлатас ыйтӑва тӗплӗн сӳтсе-явнӑ хыҫҫӑн ... осеменаторсене хытӑ асӑрхаттарнӑ. К-н, 1969, 22 /, 11 с. Выльӑх-чӗрлӗх отраслӗнче Т.Светопольская осеменатор тӑрӑшса ӗҫлени савӑнтарать. Х-р, 16.07.1997, 1 с. Шӗмшешре вара трактористра, осеменаторта ӗҫлеме пултаракансем кирлӗ. ҪХ, 1999, 11 /, 11 с.
ОРГТЕХНИКА, ҫ.с. Ӗҫлӗ хутсене хатӗрлеме, майлама тата кирлӗ ҫӗре ҫитерме пулӑшакан электронлӑ техника хатӗрӗсен пӗрлӗхӗ (ксерокс, факс, компьютерсем т.ыт.те). [Ялти] хӑш-пӗр вӑтам шкулта вӗренекенсен шучӗ ҫӗре те ҫитмест... Пурин валли ку чухнехи оргтехника е компьютер класӗ туянаймастӑн. Х-р, 14.08.2002, 1 с. Пирӗн офиссенче хальхи вӑхӑтри чи ҫӗнӗ оргтехника. ХС, 2003, 82 /, 6 с.
ОФИС, ҫ.с. Фирмӑн е урӑх учрежденин тӗп ҫурчӗ е кабинечӗ; кантур. Чӑваш Республикин тӗп хулинче чӑвашла ҫырнӑ ... «офиссен» ячӗсем нумай-и пирӗн. А.Смолин //Х-р, 17.03.1992, 5 с. Винокуров урамӗнчи 57-мӗш ҫуртра пысӑках мар ӗҫ вырӑнӗ, хальхилле офис тейӗпӗр-и ӑна, пур. Я-в, 1995, 9 /, 124 с. Хӑйӗн лавккине уҫас е ҫӗнӗ офиса куҫас тӗллев тытнисем ӗмӗтне пурнӑҫлӗҫ. ХС, 1999, 36 /, 4 с.
— офис ӗҫӗ (Т-ш, 1996, 26 /, 2 с.); офис пурлӑхӗ (Х-р, 5.09.1996, 2 с.); офис уҫ (ҪХ, 1998, 3 /, 4 с.); офиса ҫарат (ҪХ, 1999, 39 /, 5 с.); офис костюмӗ (ҪХ, 2000, 14 /, 11 с.);
— шеф-пуҫлӑх офисӗ (Х-р, 6.07.1999, 4 с.); ЧОКЦ офисӗ (Х-р, 3.11.1999, 1 с.); фирма офисӗ (ҪХ, 2000, 5 /, 12 с.); ҫемье врачӗн офисӗ (Х-р, 13.07.2002, 2 с.).
ОФТАЛЬМОЛОГ, п.с. Куҫ чирӗсене тӗпчекен тата вӗсене сиплекен ҫын; куҫ тухтӑрӗ. 1929 ҫулта офтальмологсен Пӗтӗм тӗнчери конгресне пухӑннисене ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче трахома сарӑлнине кӑтартакан карттӑпа паллаштарнӑ. Я-в, 1973, 11 /, 4 с. Вӑл С.Федоров офтальмолог патӗнче куҫне тӗрӗслеттернӗ, тен, шанӑҫ пур-и тенӗ. Х-р, 21.02.1997, 4 с. Паян ак чаплӑ офтальмолога [С.Федорова] юлашки ҫула ӑсатаҫҫӗ. Х-р, 6.06.2000, 1 с.
— ВЧС, 1971, 474 с.
ОФФШОР, ҫ.с., экон. Ют ҫӗршыври ӗҫтешсемпе (партнерсемпе) финанс-кредит хутшӑнӑвӗсем йӗркелес тата налук тӳлес тӗлӗшпе ҫӑмӑллӑхсем паракан хутлӑх (вырӑн). Мари Эл ертӳҫисем хӑйсен республикине оффшор тӑрӑхӗ — ют ҫӗршывсемпе килӗштерсе ӗҫлекен, налук тата укҫа-тенкӗ енӗпе ҫӑмӑллӑхсемпе усӑ куракан тӑрӑх — туса хурасси ҫинчен пӗлтернӗ. Х-р, 6.06.1997, 1 с.

«Чӑваш чӗлхин ҫӗнӗлӗх словарӗ» кӗнекен пайӗ


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-07-19 23:06:05 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3178 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем