Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Нямань Михаил Иванович

Нямань Михаил Иванович (чӑн хушамачӗ — Юрьев) — чӑваш журналисчӗ, литература тӗпчевҫи, драматургӗ, библиографӗ, тӑлмачӗ. 1910 ҫулхи юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Ҫирӗклӗ ялӗнче ҫуралнӑ. 1980 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.

Пурнӑҫӗ

Шупашкарти тӗп чӑваш педагогика техникумӗнче пӗлӳ илнӗ. Ачасене шкулта вӗрентнӗ.

1930-мӗш ҫулсем пуҫламӑшӗнчен журналист ӗҫӗпе пурӑннӑ — литература ӗҫтешӗ, «Хатӗр пул» журналӑн тата «Пионер сасси» хаҫатӑн яваплӑ секретарӗ, Чӑвашрадиокомитечӗн тӗп редакторӗ, «Коммунизм ялавӗ» хаҫачӗн пай пуҫлӑхӗ тата яваплӑ секретарӗ вырӑнӗсене йышӑннӑ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ.

Чӑваш Республикин гербӗпе ялавне хатӗрленӗ Элли Юрьевӑн ашшӗ.

Ӗҫӗсем

Михаил Нямань Чӑваш Республикин ҫыравҫисем ҫинчен биобиблиографиллӗ справочник авторӗ.

Михаил Нямань пьесӑсем сахал мар ҫырнӑ. Вӗсем хушшинче «Кулине» (1931), «Ешӗл вӑй» (1933) асӑнма пулать.

Тӗп ӗҫӗсем:

  • «Ҫунатлӑ хӗр» (1952);
  • «Европа чемпионӗ» (1956);
  • «Писатели Советской Чувашии».

Хисепӗсем, чысланисем

1968 ҫулта Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ята тивӗҫнӗ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Каҫӑсем

Вуламалли

  • Пӗрле ӗҫленӗ юлташа асӑнса // Хыпар. — 2000, юпа, 13.
  • Пурнӑҫпа тан утнӑ журналист // Хыпар. — 2010, юпа, 2.
  • Юрьев (Нямань) Михаил Иванович // Красноармейский район. Люди и судьбы : [энцикл.]. — Чебоксары, 2005. — с. 91.
  • Нямань (Юрьев) Михаил Иванович // Литературный мир Чувашии — Чебоксары, 2005. — С. 79.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2015-10-30 13:01:45 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6582 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем