Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Нихӑҫан та кивелмен, йӑлӑхтарман хайлавсен авторӗ

Н.С. Айзман ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитрӗ


Николай Спиридонович Айзман — чӑваш литературипе искусствинче чи паллӑ ятсенчен пӗри. Кӑҫалхи раштавӑн 15-мӗшӗнче паллӑ драматург тата режиссёр ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитрӗ. Н.С.Айзман 1905 ҫулта Шупашкар уесне кӗрекен Чиркуллӗ Вонпукасси /халӗ Шупашкар районӗнчи Алькеш/ ялӗнче хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Вӑл ҫамрӑклах искусствӑна чунран юратнӑ, ялти драмӑпа хор кружокӗсене хутшӑннӑ. 1918 ҫулта пуҫламӑш икултан вӗренсе тухсан пӗр хушӑ тӑван ялта ӗҫлесе пурӑннӑ. 1925 ҫулта Шупашкарти музыка училищине вӗренме кӗнӗ, ҫулталӑк иртсен Чӑваш театрӗ ҫумӗнчи драма студине куҫнӑ. Ҫакӑнтан пуҫласа пулас драматургӑн пурнӑҫӗ пӗтӗмпех театрпа ҫыхӑннӑ. Н.С.Айзман тӗрлӗ роль вылянӑ, спектакльсем хатӗрленӗ, ҫавӑнпа пӗрлех хӑй те пьесӑсем ҫырма тытӑннӑ. Унӑн "Йӑмраллӑ ялта" пӗрремӗш пьеси, ҫӗнӗ пурнӑҫ ҫирӗпленсе пынине кӑтартаканскер, 1929 ҫулта "Сунтал" журналӑн 5-мӗш номерӗнче пичетленнӗ. Ҫав ҫулах ӑна Чӑваш театрӗн сцени ҫинче лартнӑ. Куракансем пьесӑна хапӑл йышӑннӑ. Пӗрремӗш утӑмӗ ӑнӑҫлӑ пулнипе хавхаланнӑ ҫамрӑк драматург ячӗ ҫулсеренех пичетре курӑнма тытӑннӑ. Театр кӗҫех унӑн Ҫӗмӗрле комбинатӗнче ӗҫлекенсем ҫинчен ҫырнӑ "Шав" драмине халӑх умне кӑларнӑ.
Часах ҫыравҫӑ пӗр пайлӑ комедисем ҫырма тытӑннӑ. "Спирукпа Марук" комедире автор ӗҫке ернӗ Спирукран тӑрӑхласа кулнӑ, ӑна тӳрӗ ҫул ҫине тухма пулӑшнӑ. Ял ӗҫченӗсем ҫинчен ҫырнӑ кулӑшсен шуче те уссех пынӑ. 30-мӗш ҫулсенче ҫырнӑ "Йӗпе ҫине сапа", "Ҫупҫипе хупӑлчи", "Амлетпа винегрет", "Тӑшман ҫывӑрмасть", "Телейлӗ каҫ", "Утне ҫитмен туртине" кулӑшла хайлавӗсем уйрӑм ҫынсен ӑс-тӑнӗнчи ҫитменлӗхсене, тӗрлӗ суя ҫынсене, харпӑрлӑхшӑн ҫунакансене, намӑса ҫухатакансене, хут ӑшне путнӑ бюрократсене вирлӗн питленӗ.
Паллӑ драматург "Кай, кай Ивана" кулӑшла камичӗпе тӑван литературӑра тарӑн йӗр хӑварнӑ. Ку вӑл кивӗ самана юлашкинчен тӑрӑхласа кулакан, ҫав хушӑрах ҫӗнӗ пурнӑҫ ҫыннисене ӑшӑ кӑмӑлпа сӑнласа паракан произведени. ӗҫ ҫыннисене чӗререн юратни яр уҫҫӑн курӑнать камитре. Ӑна Чӑваш Республикинче кӑна мар, тӑванла республикӑсенче те хапӑл туса йышӑннӑ. Вӑл темиҫе ҫул хушши тутар, мари, пушкӑрт халӑхӗсене савӑнтарнӑ. Акӑ, СССР халӑх артистки В.Кузьмина ана ҫапла хак панӑ: "Халӑх тӳсме ҫук юрататчӗ спектакле. Ман шутпа, ҫак спектакльпе ҫыхӑннӑ артистсем хӑйсен пултарулӑхне татах ӳстернӗ пек туйӑнать. Мӗншӗн тесен Айзман сцена майне питӗ лайӑх пӗлнӗ. Вӑл хӑй режиссёр, артист, драматург пулнӑ пирки килӗшӳллӗ сӑнарсене шухӑшласа кӑларса мар, пурнӑҫран илсе тунӑ. Спектакле мӗн чухлӗ лартсан та — кивелмест, мӗн чухлӗ пӑхсан та йӑлӑхтармасть" /Хыпар, 1995, раштав, 15/.
Ҫулсем иртнӗҫемӗн Н.Айзманӑн тӗрлӗ содержаниллӗ произведенисем калӑпланнӑ. Сӑмахран, "Опера ҫурални" пьеса.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче Николай Спиридонович хӑйӗн творчествине хаяр тӑшманпа хирӗҫ кӗрешес ӗҫе хапалланӑ. Вӑрҫӑн малтанхи кунӗсенчех ҫырнӑ "Патриотсем" пьесинче совет ҫыннин патриотизмне кӑтартнӑ, Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн фашизма хирӗҫ ҫапӑҫӑва тухма чӗннӗ. Куракансемпе вулакансене тылра тӑрӑшса ӗҫлеме, май пур таран фронта пулӑшма хавхалантарнӑ. "Лиза Короткова" пьеси те ял ӗҫченӗсем тылра ҫӗрне-кунне пӗлмесӗр тӑрӑшса ӗҫленине, вӑрҫа кайнӑ упӑшкисен ӗҫ вырӑнне хӗрарӑмсем тӑнине ӑста сӑнарланӑ, совет халӑхӗ Тӑван ҫӗршыва чӗререн юратнине кӑтартнӑ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи мирлӗ вӑхӑтра Н.Айзман ҫӗршывӑмӑр халӑх хуҫалӑхне ура ҫине тӑратни, ӑна малалла аталантарни ҫинчен нумай ҫырнӑ.
Каларӑмӑр ӗнтӗ, Н.С.Айзманӑн пӗтӗм пурнӑҫӗ чӑваш театрӗпе ҫыхӑннӑ. Вӑл 60 яхӑн пьеса ҫырнӑ, 30 ытла спектакль лартнӑ, 100 ытла роль вылянӑ. Унӑн произведенийӗсенче - Тӑван ҫӗршывӑн, тӑван халӑхӑн кун-ҫулӗ. Вӑл ҫырнӑ драмӑсем чӑваш литературин ылтӑн фондне ӗмӗрлӗхех кӗрсе юлнӑ. Тӑван литературӑпа искусствӑна аталантарас тӗлӗшпе тунӑ ҫитӗнусемшӗн Николай Спиридоновича "Чӑваш АССР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ" ят панӑ, Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн Хисеп грамотипе чысланӑ.
Е.АРЛАНОВА,
Чӑваш патшалӑх пичет архивӗн пай пуҫлӑхӗ.
Хыпар, 243 №, 2005, раштав, 21>>


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2009-07-16 19:52:08 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5572 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем