Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Нихӑҫан манӑҫми Иван Митрофанович…

Капитолина Никитична Эсливановӑпа эпӗ 1967 ҫулта ҫыру ҫӳретме тытӑннӑччӗ. Ҫак туслӑ та пархатарлӑ ҫыхӑну ҫичӗ ҫула яхӑн тӑсӑлчӗ. Эпӗ ун чухне чӑваш композиторӗсенчен пӗрин — Федор Павловӑн — пурнӑҫӗ ҫинчен повесть ҫырма тытӑннӑччӗ те, мана унӑн кун-ҫулӗпе ҫыхӑннӑ ҫынсем кӑсӑклантаратчӗҫ. Юрий Илюхин музыковед мана Федор Павловӑн пирвайхи юратӑвне — Капитолина Никитичнӑна шыраса тупма пулӑшрӗ.

Капитолина Никитична Эсливанова ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнӗ май эпӗ «Хыпар» хаҫат вулаканӗсене унӑн аса илӗвӗнчи пӗр ҫыпӑкпа паллаштарасшӑн.

Эпӗ Чӗмпӗр чӑваш шкулне вӗренме кӗнӗ ҫул музыка преподавателӗсем улшӑнчӗҫ. Маларла ӗҫленӗ Роман Никифорович Идобаев Иван Митрофанович Дмитриев улӑштарчӗ. Вӑл ӑҫта ҫуралса ӳснине пӗлместӗп эпӗ. Анчах та, манӑнни пекех, унӑн амӑшӗ майра, ашшӗ чӑваш пулнӑ ҫинчен илтнӗччӗ. Вӗсем самай вӗреннӗ ҫынсем пулнӑ. Сӑнран чиперччӗ: ҫӳллӗ те йӑрӑс пӳллӗ, хура ҫӳҫлӗ, шура питлӗ, тӑп-тӑп туталлӑ каччӑ. Пӗр пытармалли те ҫук ӗнтӗ: эпир, ҫӗкленӳллӗ, романтикӑллӑ хӗр пӗрчисем, пурте тенӗ пекех хамӑран ҫамрӑк вӗрентекенӗмӗре юратса пӑрахрӑмӑр. Иван Митрофанович, Петербургри патша ҫуртӗнчи капеллӑран вӗренсе тухнӑскер, хӑй ӗҫне акӑш-макӑш ӑста пӗлекен регентчӗ. Вӑл ҫӗклерӗ ҫӳле-ҫӳле Чӑваш шкулӗнчи музыка культурине, вӑл чапа кӑларчӗ ӑна пӗтӗм хула умӗнче. Ҫакна пӗтӗм Чӗмпӗр пӗлсе тӑратчӗ. Эпӗ ку лару-тӑрӑва хӑюллӑнах ҫирӗплетсе калама пултаратӑп. Мӗншӗн тесессӗн кунта пӗр суя сӑмах та ҫук.

Уроксенче эпир музыка теорине вӗреннӗ, сольфеджио юрланӑ. Канонсене юрлаттарассине уйрӑмах тимлӗ пӑхатчӗ Иван Митрофанович. Мӗншӗн тесен канон хорта юрлакана хӑй партине ҫирӗп тытса пыма хӑнӑхтарать, унтан куҫса, пӑрӑнса кайма памасть. Музыка диктанчӗсем те нумай кулленех ҫырнӑ. Иван Митрофанович диктант ҫырмалли кӗвве ҫӗрме купӑспа пӗр виҫӗ хутчен каласа паратчӗ те, эпир ӑна нота станӗсем ҫине куҫарма тытӑнаттӑмӑр. Ҫакӑн хыҫҫӑн юрӑсем юрлаттӑмӑр. Регент ҫав тери ҫирӗп тӗрӗслемесӗр хора никама та илместчӗ. Хор вӑтӑр-вӑтӑр пилӗк ҫынран тӑнӑ: сопранӑсем, альтсем, тенорсем, бассем. Кашниех хӑй вырӑнӗнче. Хутӑш хорсӑр пуҫне тата икӗ ушкӑн пулнӑ: хӗрсен тата арҫынсен ушкӑнӗсем. Пӗрлештернӗ хор хӑйӗн дисциплинипе, яваплӑхӗпе ыттисенчен пур енӗпе те уйрӑлса тӑнӑ. Вӑл пысӑк концертсем умӗн репетицисене эрнере иккӗрен кая мар ирттеретчӗ. Занятисем икшер сехете пыратчӗҫ.

Иван Митрофанович хора ҫирӗп алӑра тытатчӗ. Ҫамрӑк пулин те юрӑҫсене хӑйне итлеттерме пӗлетчӗ. Йывӑртарах фразӑсене, пассажсене пӗр чарӑнмасӑрах ултӑ-ҫичӗ хутчен юрлаттарчӗ, якататчӗ, тикӗслетчӗ, иӑнӑшсенчен тасататчӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн кӗвӗсене тӗрлӗрен тӗс парассипе ӗҫлетчӗ: пиано, пианиссимо, форте, фортиссимо юрлаттаратчӗ.

Классиксем хорӗсене эпир икшер-виҫшер уйӑх туптанӑ, вӗсене чӑннипех те якатса, пур енӗпе те йӗркелесе ҫитермесӗр халӑх умне илсе тухман. Иван Митрофанович ку енӗпе чӑннипех те ҫирӗп регентчӗ. Мӗншӗн тесен вӑл хор фактурине, вӗсем мӗнле янрамаллине калама ҫук вичкӗн туйса, илтсе тӑнӑ. Сӑмахран, Петр Чайковский ҫырнӑ «Евгений Онегин» оперӑри «Болят мои ноженьки» хорах илсе пӑхар-ха. Ӑна ҫӳллӗ шайра тӑракан профессионал коллективсем ҫеҫ хӑйсен репертуарне кӗртме пултараҫҫӗ. Шухӑшласа пӑхӑр-ха, мӗнле чӑрсӑрлӑх, мӗнле пысӑк хӑюлӑх кирлӗ пулнӑ пирӗн ертӳҫӗне ҫирӗммӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнчех ҫак произведенипе ӗҫлеме. Камсемпе-ха тата?! Ялсенчен килнӗ арҫын ачасемпе хӗрачасен вӑйӗпе-ҫке. Мӗнешкел тимлӗх кирлӗ пулнӑ ар ҫулне те ҫитеймен ҫак ачасемпе классиксен хорӗсене юрлама. Чӑн-чӑн тӗлӗнтермӗш япала кӑтартнӑ Иван Митрофанович ҫак коллектива Чӗмпӗр хулинчи Дворянсен клубӗн сцени ҫине илсе тухса. Итлекенсем тата камсем пулнӑ тетӗр, Иван Васильевич? Аслӑ чинсем, пысӑк профессионалсем юрланӑ оперӑсене, концертсене курса итленисем! Анчах Иван Митрофановичӑн та, Иван Яковлевичӑн та пичӗсене хӗретмелле пулмарӗ — чӑваш хӗрӗсемпе каччисем пурин кӑмӑлне те ҫырлахтарма, тивӗҫлӗ шайра кӑтартса пачӗҫ хӑйсен пултарулӑхне. Вырӑс ачисем те мар-ҫке вӗсем, вӗҫсӗр-хӗрсӗр вӑрман ӑшне пытана ларнӑ ялсенчен килнӗ чӑваш ачисем.

Акӑ эпир Дворянсен клубӗн эстради ҫине тухрӑмӑр. Ҫӗнӗ уйӑх евӗр ҫур ҫаврака туса вырнаҫрӑмӑр: малта — сопранӑсемпе альтсем, вӗсен хыҫӗнче — тенорсемпе бассем. Тата пирӗн бас-профундо текенни те пурччӗ — аслӑрах класра вӗренекен Тягунин. Эпир, ҫавнашкал ҫутӑсемпе ялтӑрса тӑракан сценӑпа зала пирвайхи хут кураканскерсем, тӗлӗнмеллипех тӗлӗнтӗмӗр. Люстрӑсем вун-вун ҫутӑпа йӑлкӑшса ҫунаҫҫӗ, зарлан темӗнле ырӑ шӑршӑ хумлӑн-хумлӑн варкӑшса килет. Малти ретсенче декольтеллӗ кӗпесем тӑхӑннӑ майрасем (дамӑсем) лараҫҫӗ-ҫке, хӑйсен лорнечӗсем витӗр пирӗн ҫинелле тинкереҫҫӗ. Эпӗ малти ретре тӑраттӑм та вӗсем пӗр-пӗринпе кӗскен сӑмахласа илнине чиперех илтрӗм: ытла та чиперскерсем-ҫке ҫав никамах та пӗлмен чӑваш хӗрӗ-каччисем! Эпир вара, чӑнах та ӗнтӗ, ҫири кӗпе-тумтире ҫав тери тӑрӑшса яткатнӑччӗ, пирӗн ҫинче хӑмӑр кӗпесем, шурӑ саппунсемпе манжетсем, ҫавӑн пекех чӑлт шурӑ кӗпе ҫухисем, тураса якатнӑ хулӑн та парка ҫивӗтсем… Ҫап-ҫамрӑк та ирхи хӗвел пек йӑлтӑрса, ҫиҫсе тӑракан питсем, тӗнче ҫине тӗлӗнсе пӑхакан хуп-хура та кӑн-кӑвак е ҫырӑ та хӑмӑр куҫсем. Ҫакнашкал таса ӗлккен ӳкерчӗк – чӑннипех те чуна хӗпӗртеттермелле япала.

Арҫын ачасем те пӗринчен тепри хитрен курӑнатчӗҫ йӑлтӑрса ҫунакан лампӑсен ҫуттинче: чӑлт шурӑ ҫухаллӑ йӑм хура курткӑсем, шӑлаварсем, урисенче йӑлтӑракан пуличченех тасатнӑ атӑсем, тирпейлӗн тураса якатнӑ ҫӳҫ-пуҫ.

Юлашкинчен эстрада ҫине пирӗн регент тухса тӑчӗ: яштакаскер, мӑнаҫлӑ та ҫирӗп кӑмӑллӑскер. «Ай, мӗн тери чиперскер ку тата!» – илтӗнмеллех ахлатса илчӗ хӑшӗ-пӗри.

Паллах, Иван Дмитриевич пер пӑлханмасӑр тухмарӗ ӗнтӗ эстрада ҫине, анчах вӑл ҫакна никама та систермерӗ, коллектива пӗр пӑркаланма памасӑр, ҫирӗп тытса пычӗ. Уйрӑмах хорӑн иккӗмӗш пайӗ ҫӗкленӳллӗн янӑрарӗ.

Регентӑн аллисем кунта выляса анчах тӑчӗҫ. Эпир те хӗрсе кайсах ритма пӗр тикӗс тытса пытӑмӑр. Дирижерӑн шуранка пичӗ ҫеҫ программӑн ҫак пайӗнче вӑл хӑйне пӗрре те ҫӑмӑл мар туйни ҫинчен систерчӗ. Тӑрӑшни харама каймарӗ — залра нумайччен алӑ ҫупни шавласа тӑчӗ.

Программӑра пирӗн хитре юрӑсем татах та пурччӗ: «Вот сумерки настали», «В горизонт далекий», «Ты взойди, солнце красное», чӑваш халӑх юрри «Пиҫнӗ-пиҫмен ҫырлишӗн», Иван Митрофанович хитрелетнӗскер. Унӑн гармонизацийӗ илемлӗччӗ, сарлакан та лӑпкӑн янӑраса юхатчӗ вӑл.

Хор темиҫе юрласассӑн эпӗ пӗччен тухрӑм, «Хӗр йӗррине» хӳхлесе патӑм. Чӑвашла чиперех калаҫма пӗлеттӗм те чӑвашлах юрларӑм. Халӗ те тӗлӗнетӗп, Иван Васильевич, пӗрре те хумханмарӑм, пӑлханмарӑм. Аккомпанемент пулманни кӑна кӑштах пӑшӑрхантарчӗ.

Юрласа пӗтерсен пӑхатӑп: ман паталла партертан пӗр ҫын, кӑвак тумлӑскер, ҫӳллӗ те мӑнаҫлӑскер, утса ҫывхарать. Ку ҫамрӑках мар этем Поливанов пулнӑ иккен. Владимир Николаевич — дворянсен предводителӗ. Ун хыҫӗнчех Иван Яковлевич утса пырать — пирӗн нихӑҫан манӑҫми вӗрентекенӗмӗр.

Поливанов ман умах пырса тӑчӗ те:

— Эсир вырӑс ҫемйинчен пулӗ-ха? — тесе ыйтрӗ.

— Ҫук, ҫук! — мана хуравлама памарӗ Иван Яковлевич. — Вӑл чӑвашран, Владимир Николаевич. Вӑрман утаманӗн хӗрӗ.

Поливанов хӑйӗн мӑнаҫлӑ та кӗрнеклӗ кӳлепипе Иван Яковлевич еннелле ҫаврӑнчӗ, ҫав хушӑрах куҫне те ман ҫинчен илмерӗ.

— Хӗрачан сасси ҫав тери илемлӗ. Малалла вӗрентмелле ӑна вокал енӗпе.

Эпӗ пуҫӑма тайрӑм та хорти вырӑнӑма кайса тӑтӑм.

Пирӗн концерт ҫав тери ӑнӑҫлӑ иртрӗ. Аслисем каланӑ тӑрӑх унӑн шкул пурнӑҫӗнчи пӗлтерӗшӗ те пӗчӗкех мар пулнӑ. Эпир хамӑр талантлӑ ачасем пулнине кӑтартрӑмӑр, чӑвашсем мӗнлерех халӑх иккенне вӗсем хӑйсен куҫӗпе курса, чӗрипе туйса ӗненчӗҫ. Иван Яковлевич, пысӑк ӑс-хакӑллӑ чӑваш, хӑй халӑхне ҫут ӗҫ патне мӗнле меслетпе ҫул-йӗр хывса пымаллине тӗплӗн пӗлсе тӑнӑ. Мухтан сана, чӑваш Генийӗ, эпӗ сан умӑнта ҫӗре ҫити пуҫӑма таятӑп, пирӗн витӗр куравҫӑ, чӑваш халӑх культурине аслӑ пуласлӑх патне ҫул кӑтартакан.

Иван Ахрат.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2026-10-19 23:33:56 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 38 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем