Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Нестерева Зоя Алексеевна

Литература каҫӗ
Зоя Алексеевна Нестерова, чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи, 1926 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Анат Кушар ялӗнче ҫуралнӑ. Пурӑннӑ пулсан кӑҫал 90 ҫулхи сумлӑ юбилейне паллӑ тӑватттӑмӑр. Уписем паллӑ ҫыравҫа манмаҫҫӗ. Раштав уйӑхӗн 22-мӗш числинче шкул ачисем Зоя Нестеровӑна халалласа литература каҫне пуҫтарӑнчӗҫ. Уяв каҫне чӑваш чӗлхипе литератури предметне вӗрентекен йӗркелесе пычӗ. Чи малтанах презентаципе усӑ курса пурнӑҫӗпе паллашрӗҫ.
Зоя Нестеровӑн ачалӑхӗ ҫӑмӑлах пулман. Ҫамрӑк хӗр Упи вӑтам шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче пӗлӳ пухать. Алла диплом илнӗ хыҫҫӑн Упи вӑтам шкулӗнче ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентет. Зоя Алексеевна Комсомольски районӗнчи Чурачӑк шкулӗнче, Шупашкар районӗнчи Шемшер шкулӗнче те ачасене вӗрентет. Пурнӑҫ ҫулӗ ӑна Магадан облаҫне илсе ҫитерет. 20 ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентсе пурӑнать. Тӑван ене вара пенсие тухсан килет.
Литературӑри пӗрремӗш пичетленнӗ ӗҫӗ: «Малтанхи юрату» (Первая любовь) повесть. Вӑл «Ялав» журналта 1957 ҫулта пичетленнӗ. Ун хыҫҫӑн ытти хайлавсене те калӑпланӑ Чӑваш Республикин писателӗсен союзӗн членӗ. Проза ӑсти кашни хайлава чун витӗр кӑларма тӑрӑшнӑ. Зоя Алексеевна сӑвӑсем те калӑпланӑ. Вӗсене автор: «Чун уҫҫийӗсем манӑн», - тенӗ. Кашни сӑвви уйрӑм самант хавхаланӑвӗ. Сӑвӑҫ хӑй каларӑшле, «Турӑ панӑ пилпе» хайланӑ вӑл вӗсене. Акӑ Зоя Алексеевнӑн «Турӑ панӑ пилпе» сӑвви.
Васкаса чупакан кунсем витӗр
Упраясчӗ чунри ҫулӑма.
Вӑй-хала вӑл усратӑр, ан сӳнтӗр
Ҫутӑ патӑр ялан ӑсӑма.

Кӑвакарнӑ ҫӳҫе сӑрламастӑп.
Илӗртмест ӗнтӗ шухӑ хавас.
Ватлӑх ҫитрӗ тесе кулянмастӑп,
Пурнӑҫ ҫулӗ ҫапла,
Мӗн тӑвас?

Эп унпа пӗрле утӑп хаваслӑн
Шӑрӑхра, сивӗре, ҫил ҫинче.
Тӗттӗмпе кӗрешме пӑрахмасӑр,
Тӑвалла турӑ панӑ пилпе.

Эп кайсан, кам пӗлет, ӑна ҫӗклӗ
Пӗр-пӗр ҫын ӑнсӑртран, тен, курса
Килӗштерӗ, уҫа-уҫа вулӗ
Мӗн ҫырнишӗн мана тав туса.
Унӑн паллӑрах кӗнекисем: "Чее мулкач" (1984), "Ют арӑма ан чуп ту" (1998), "Арҫынсем те макӑраҫҫӗ" (2003) («Чāваш ен литератури: 2003 ҫулти кӗнеке» конкурсāн
«Чи юратса вулакан чāваш авторӗ» номинацин ҫӗнтерӳҫи), "Тӑватӑ асамҫӑ" (2006), "Пурҫӑн пӗлӗт айӗнче" (2009). Ҫыравҫӑн "Ӑҫта-ши эсӗ халӗ?" (2009) кӗнекинче калавсем тата "Ан ман, савни, ан ман", "Шырлан хӗррипе" ятлӑ повеҫсем пичетленнӗ. Кунтах унӑн "Ӑҫта-ши эсӗ халӗ", "Кунта пулман хӑна", "Шурӑ кайӑк" фантастикӑллӑ калавӗсемпе те паллашма пулать. Хайлавсенчи сӑнарсем тӗрлӗ йывӑрлӑха лекеҫҫӗ. Апла пулин те вӗсене ҫӑлаканӗ, йывӑр вӑхӑтра пулӑшма алӑ тӑсса параканӗ те юнашарах тӑрать.
З.А.Нестерова 2000 ҫулта ачасем валли ҫырнӑ калавсемпе юмахсемшӗн тата «Ҫилҫунат» журнал ҫумӗнче тухнӑ «Тӑватӑ асамҫӑ» кӗнекешӗн Красноармейски районӗнчи Литературӑпа искусство тата культура пӗрлӗхӗн Нестер Янкас ячӗллӗ премине тивӗҫнӗ.
Уявра Упи ял библиотекин заведующийӗ Степанова А.В. кӗнекесемпе тӗплӗнрех паллаштарчӗ. Ун хыҫҫӑн вара Зоя Нестеровӑн тусӗ Константинова Е.М сӑмах илчӗ. Ҫыравҫӑн пурнӑҫӗнчи тӗлӗнмелле самантсем ҫинчен каласа пачӗ. Георгий Леонидович Тусли ентеш ҫыравҫӑ ачасене шкул сакки ҫинчех пултарулӑха аталантармаллине палӑртрӗ. Упи тӑрӑхӗнчен тухнӑ искусства ҫыннисемпе мӑнаҫланнине каларӗ. Уява пуянлатаканӗсем вара вӗренекенсем пулчӗҫ. 2-3 класс ачисем Зоя Нестерова ҫырнӑ «Хура кӗр», «Ҫуллахи ҫумӑр», «Хӗл кунӗ», «Тӑван шкул», «Ҫуралса ӳснӗ ен» сӑвӑсене пӗринчен тепри илемлӗрех вуларӗҫ. 4-мӗш класра вӗренекенсем «Кил хуралҫи», «Кишӗр-мишӗр», «Автанпа тилӗ» юмахсене сцена ҫинче выляса кӑтартрӗҫ. «Ҫавал хумӗсем» кружок членӗсем куракансене «Ача-пӑча вӑййисемпе» савӑнтарчӗҫ.
Малалла сӑмах Упи ял поселенин пуҫлӑхӗ Димитриева Н.И. илчӗ. Вӑл пултаруллӑ ентешсемпе тивӗҫлипех мухтаннине палӑртрӗ. Зоя Алексеевна Нестерова ачасен, ҫитӗннисен чуне витӗр куракан ҫыравҫӑ пулнине уйрӑмах палӑртса каларӗ. «Вӗсем ҫитӗнекен ӑрӑва аталанма пулӑшаҫҫӗ», - тесе вӗҫлерӗ хӑй сӑмахне Надежда Ивановна. Куракансем кӑмӑллӑ юлчӗҫ.

Статьяна хатӗрлекенӗсем Васильева В.В. тата Петрова С.В.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Petrova_Sveta13 тӳрлетнӗ, информацие 2015-12-24 21:11:14 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4539 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем