Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Нартукан

Нартукан — чӑваш йӑли-йӗркине кӗрекен уяв, Сурхури ярӑмӗн пӗр каҫӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл Ҫӗнӗ ҫул кӗтсе илнӗ вӑхӑта лекет — кӑрлачӑн 1-мӗшӗчченхи эрнене.

Уяв паллисем

Нартуканра, Сурхирипе Вирӗмри пекех авалхи ҫарпа хурал ӗҫӗн паллисем сыхланса юлнӑ тесе палӑртаҫҫӗ ӑсчахсем.

Нартукана Хӗл турханӗ ертсе пырать. Вӑл шӗвӗр тӑрӑллӑ калпак тӑхӑннӑ, сӑхманӗ — кӑвак. Аллинче Хӗвеллӗ туя тытса пырать вӑл. Ун хыҫҫӑн Юрпикепе Ҫилачи (е Катемпи) пыраҫҫӗ. Урам тӑрӑх ҫӳресе вӗсем нартукан сӑввисем калаҫҫӗ. Нартукан уявӗ ҫулла хӑпартнӑ ҫуртра пухӑнать.

Нарутканра шӳт, юрӑ, вӑлту, камит нумай. Кӗлӗ уява пуҫланӑ тата вӗҫленӗ май калаҫҫӗ тата ҫавӑн пекех ҫырмана таса шыв ӑсса килнӗ май.

Нартукан уявӗнче хӗрсем юмӑҫ пӑхаҫҫӗ — пысӑк савӑта ярса «тӗрӗс ҫӗрӗсемпе» «суя ҫӗрӗсене» шыраса пулас телее, пурнӑҫ хӗвелне пӗлме ӑнтӑлаҫҫӗ.

Сӑмах пӗлтерӗшӗ

Нартукан сӑмах епле пулса кайнине тӗрлӗрен ӑнлантараҫҫӗ. Виталий Станьялӑн «Мир чувашской культуры» кӗнекинче, ав, «нар» + «тӑван» пек (ку шухӑша маларах В.Г. Егоров пӗлтернӗ). Г.И. Комиссаров «нарӑс» + «тукан» (ҫурални) сӑмахсенче пулса кайнӑ тесе шутланӑ. В.Г. Родионов вара ку сӑмаха тутарсенчен илнӗ тет. Нартукана кун вӑрӑмланма, хӗвел пӗлӗт хушшинче тухма пуҫланӑ вӑхӑтра уявланине шута илсен ҫавах «нар» (хӗвел) сӑмахпа ҫыхӑнтарни вырӑнлӑрах пек.

Хальхи вӑхӑт

Нартукан хальхи вӑхӑтра хӗллехи ытти уявсемпе пӑтрашӑнса пӗтнӗ. Чӑваш халӑх сайчӗ кӑларнӑ кунталӑкра эпир ку уява Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи эрнере — кун вӑрӑмланма пуҫланӑ вӑхӑтра — уявлама сӗнетпӗр.

Уява тӗллӗн-тӗллӗн Кӑшарнипе пӑтрашӑнтарни те тӗл пулать.

Ҫӑвӑн пекех пӑхӑр



 
Категорисем: Нартукан
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2013-12-27 22:54:24 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6041 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем