Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Мӑн Чӑкӑр

Мӑн ЧӑкӑрШупашкар районӗнчи ял, Шӗнерпуҫ ял тӑрӑхне кӗрет.
Шупашкартан 30 ҫухрӑмра, Кӳкеҫрен 15 ҫухрӑмра ларать.

Тавралӑх

Юнашар ялсем

Ял кун-ҫулӗ

XVIII ӗмӗрте Четоково (чӑв. Четок?) ялӗнчен куҫса килсе вырнаҫнӑ. Ял ячӗ Чӑкӑр ҫын ятӗнчен пулнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ҫаван пекех ҫип явмалли е шыв турттармалли хатӗр те пулма пултарать теҫҫӗ.
1927 ҫулччен ял Чӑкӑр ятлӑ пулнӑ. 1866 ҫулччен патшалӑх хресченӗсем шутланнӑ.
1893 ҫулта чиркӳ прихучӗн шкулӗ уҫӑлнӑ.
1927 ҫулта районсене туса хуриччен Шупашкар уесӗн Йӑлӑмкас вулӑсӗнче шутланнӑ. Кайран Шупашкар районне кӗнӗ.
Ял совечӗ ҫак ялта пулнӑ. 1954 ҫулхи ҫӗртмен 14-мӗшӗнче ял советне Хыркассиялне куҫарнӑ. Тепӗр 6 ҫултан, 1960 ҫулхи ҫӗртмен 6-мӗшӗнче Шемшер ял советне пӑхӑнма тытӑннӑ.
1977 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗнче яла юнашарти Вӑрманкассипе (Вӑрман Хураска) пӗрлештернӗ.

Халӑх йышӗ

1795 ҫулта 17 кил пулнӑ.
1897 ҫулхи «Хусан кӗпернийӗн ял-хулисем» (выр. «Список поселений Казанской губернии») тӑрӑх ялта 165 ҫын пурӑннӑ, вӗсенчен 77 арҫын, 88 хӗрарӑм. 1926 ҫулхи ҫыравра 34 киле палӑртнӑ, пурӗ 72 арҫын, 84 хӗрарӑм пурӑннӑ. 1939 ҫулта 73 арҫын 98 хӗрарӑм пулнӑ. 1979 ҫулхи ҫыравра 152 арҫынна, 189 хӗрарӑма шутланӑ. 2002 ҫыравпа килӗшӳллӗн ялта 74 кил пулнӑ, 88 арҫын, 87 хӗрарӑм пурӑннӑ (пурӗ 175).

Ялта ытларах пайӗпе чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ.

Паллӑ ҫыннисем

Хуҫалӑх

1930 ҫулта «Чӑкӑр» колхоз йӗркеленнӗ.
Ялта лавкка пур.

Ҫул-йӗр

Яла асфальт ҫул кӗрет.

Культура

Мӑн Чӑкӑрта фельдшер пункчӗпе клуб пур. Ялта ҫавӑн пекех шкул (1967 ҫулта уҫӑлнӑ) пур.

Каҫӑсем

Вуламалли

  • Сторона моя Чебоксарская.
  • Чувашская энциклопедия. I том. 224 стр.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр


 
Категорисем: Мӑн Чӑкӑр
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-01-17 23:51:38 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2927 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем