Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Миҫе ҫулти ҫеҫ мар, ячӗ те пӗлтерӗшлӗ

Ф.А.Дженкинсон картти
Республикӑмарти паллӑ историксемпе археологсем ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче журналистсемпе тӗл пулчӗҫ. Пресс-конференцире хускатнӑ ыйту тахҫанхиех пулсан та - питӗ ҫивӗч. Шупашкара вырӑс летопиҫӗсене тӗпе хурса 1469 ҫулта никӗсленӗ тени тӗрӗс мар, кӑҫал вӑл сахалтан та 770 ҫул тултармалпа. Ӑслӑлӑх ҫыннисен шухӑшӗ татӑклӑ - чӑвашсен паянхи тӗп хулине 1237 ҫултах йӗркеленӗ. Мӗншӗн шӑпах ҫак вӑхӑтра? Ку шухӑша ӗнентерекен фактсем ӑслӑлӑх ҫыннисен куҫ тулли.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн археологи пайӗн ертӳҫи Е.П.Михайлов монголсемчченхи /домонгольский/ тата Ылтӑн Урта вӑхӑтӗнчи тӑмран тунӑ япаласен ванчӑкӗсене пӗр пысӑк сӗтел тулли сарса хучӗ. Шупашкара XIII ӗмӗрте никӗсленине ӗнентерекен тӗрлӗ япалана вӗсем авалхи хула пулнӑ вырӑнта 24 пин таран тупнӑ. Ҫул кӑтартса ҫаптарнӑ нухрат-тенкӗсем ҫук пулсан та вӗсен хушшинче - ҫав тапхӑрта усӑ курнине ӗнентерекен пуҫ турисем, ытти япала ҫителӗклех. Хусан ученӑйӗсем — те амсӑннипе е тата темӗнле урӑх сӑлтавпа — ку япаласене Шупашкар хутлӑхӗнче тупман, вӗсене Атӑлҫи Пӑлхар хулашӗнчен илсе килсе кунта сапаласа хунӑ тени те пулнӑ. Евгений Михайлов тупа тусах ҫирӗплетет — кун пек суялӑха тӳрӗ чунлӑ нимӗнле ӑслӑлӑх ҫынни те парӑнас сук. Мӗн тупни йӑлтах хамӑрӑн. чӑвашӑн.
Б.В.Каховский сӑмахӗ те питӗ ӗнентерӳллӗ: ун аллинче кӗнеке пур — ашшӗн кӗнеки, Мускавра 1978 ҫулта "Наука" издательствӑра тухнӑ "Средневековые Чебоксары" ӑслӑлӑх ӗҫӗ. Шупашкарта 1969-1973 ҫулсенче ирттернӗ археологи тӗпчевӗсен материалӗсене кӗртнӗ унта. Иртнӗ ӗмӗртех Мускаври паллӑ ӑсчах Ю. А. Краснов тата пирӗн В.Ф.Каховский Шупашкара XIII-XIV ӗмӗрсен чиккинче е унтан та маларах никӗсленӗ тесе ҫирӗплетнӗ. Аваллӑха тӗпчесси пӗр вырӑнта тӑмасть, халь акӑ, XXI ӗмӗрте, Борис Каховскипе Евгений Михайлов "Археология г.Чебоксары" ҫӗнӗ кӗнеке хатӗрленӗ. Ҫакӑнта кун ҫути курӗҫ пирӗн хуламӑр сахалтан та 770 ҫулта пулнине ӗнентерекен фактсемпе материалсем.
— Ҫак паха кӗнекене хула ҫуралнӑ кунӗ тӗлне кӑларасчӗ, — сӗнчӗ ЧР культура министрӗн ҫумӗ Михаил Краснов, анчах та Евгений Петрович хальлӗхе нимех те шарламарӗ. Аслӑлӑх ҫыннисем васкама юратмаҫҫӗ, вӗсем хӑйсем тӗрӗс ҫулпа пынине пӗлеҫҫӗ, ҫавӑнпа та чӑнни хӑҫан та пулсан ҫиеле тухасса шансах тӑраҫҫӗ. Журналистсем вара вӗри ҫынсем, вӗҫенчен пӗри тӳсеймерӗ, хӑйӗн шухӑшне каларӗ: "Эпӗ Хусан ученӑйӗсем хӑйсен хули пин ҫулта пулнине ӗнентерекен конференцире пулнӑччӗ. Тутарсен факчӗсем пирӗннинчен 5 хут сахалрах пулин те, вӗҫем хӑйсем тӗрӗс пулнине кирек кама та укӗтлесе ӗнентерӗҫ..."
Чӑваш ӑсчахӗсем пытармаҫҫӗ, пирӗн тӳре-шара хамӑрӑн ӑслӑлӑх ҫыннисене шансах каймасть. Мӗн тӑвӑн, Мускавсем мӗн каласса кӗтме хӑнӑхнӑ эпир. Кунта чакаланаканнисем, аваллӑх сийне пӗрчӗн-пӗрчӗн уҫса пыраканнисем камсем вара? Мускавсем-и е чӑваш историкӗсем-и? Пирӗн тӗпчевҫӗсене, тӗслӗхрен, Василий Димитриева, Германире никамран мала хураҫҫӗ, унӑн кашни сӑмахне ылтӑн пек йышӑнаҫҫӗ, терӗ Владимир Иванов профессор. Ҫак конференцире те паллӑ ученӑй хӑйне евӗрлӗ шухӑшлавӗпе тӗлӗнтерчӗ. Чи касӑкли — пухӑннисене вӑл акӑлчӑнсен паллӑ тепчевҫи Антоний Дженкинсон 1562 ҫулта ӳкерсе хӑварнӑ карттипе паллаштарчӗ. Унта пирӗн шӗкӗр хуламӑра латин сас паллисемпе чӑвашла Шупашкар тесе палӑртса хӑварнӑ.
Чипер пулсан, пирӗн те хамӑрӑн несӗлӗмӗрсен хӑваче сӳнмесен эпир кӑҫал Чебоксарӑн черетле ҫуралнӑ кунне мар, пирӗн тӗп хуламӑр Шупашкар 770 ҫул тултарнине уявламалла.

Римма Прокопьева.
«Хыпар», 101 (24756) №, 2007, ҫу, 24


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-06-08 11:05:19 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7727 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем