Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Манӑн савни виҫҫӗ (Е. Иовлева)

Качакине те сумалла
Шывне тухса ӑсмалла
Алкум вӗҫне каччи килнӗ
Ун патне те тухмалла
Хӗр чух хӗрӗх, яш чух аллӑ
Тенӗ ӗлӗк аслисем
Хальхи каччӑсем ултавлӑ
Асӑрханӑр-ха хӗрсем

Ява пиччен пӗр ывӑлӗ
Бригадир пулса ӗҫлет
Кукамӑшне систермесӗр
Вӑрттӑн ман пата ҫӳрет
Ял вӗҫӗнче пӗри тӑрать
Тепри киле ӑсатать
Мӗн тумалла Якурпала
Мана Макҫӑм юратать

Манӑн савни виҫҫӗ
Виҫҫӗ мар, вунвиҫҫӗ
Вунвиҫҫӗ вуниккӗ мар
Пултӑр вӑтӑр виҫҫӗ
Качисем те вӗҫкӗн
Юратма пӗлмеҫҫӗ
Хӗрӗ улталанипе
Мухтанса ҫӳреҫҫӗ

Чӳречине уҫса хунӑ
Амӑш ывӑлне ятлать
Пӗр сӑмахне илтсе юлтӑм
Мана пӑрахма хушать
Юри килте хура лаша
Ялан ҫуран ҫӳрес ҫук
Ырлӑх ҫинчен хурлӑх курма
Сан ывӑлна тухас ҫук

Пӗтерет Ҫитӑр амӑшӗ
Петӗр амӑш шӑл хӑйрать
Ҫав вӑхӑтра Сантӑр амӑш
Мана шутсӑр кӑмӑллать
Хӗр чух хӗрӗх, яш чух аллӑ
Тенӗ ӗлӗк аслисем
Хальхи хӗрсем пит хӑюллӑ
Асӑрханӑр каччӑсем

Манӑн савни виҫҫӗ
Виҫҫӗ мар, вунвиҫҫӗ
Вунвиҫҫӗ вуниккӗ мар
Пултӑр вӑтӑр виҫҫӗ
Качисем те вӗҫкӗн
Юратма пӗлмеҫҫӗ
Хӗрӗ улталанипе
Мухтанса ҫӳреҫҫӗ

Пиншаккине ӳле ярса
Савни лаша шӑварать
Пӑрахап та каяп тесе
Ялан ӑша ҫунтарать
Сыв пул тенӗ сӑмахӗпе
Мӗскӗнӗн куҫран пӑхать
Кӗпи-ҫани вӗл-вӗл вӗҫсе
Манӑн ӑша ҫунтарать

Юратса эс ачашлаттӑн
Манӑн хуп-хура ҫӳҫе
Ӑшшӑн хытӑ чуп тӑваттӑн
Ҫӗрле уйӑх ҫӳттинче
Чӗре ман перле пуласшан
Ӗненсем савни чӑнах
Ҫӗр пин ҫӑлтӑра шутласшӑн
Тусӑм санпала анчах

Хӗрсен савни виҫҫӗ
Виҫҫӗ мар, вунвиҫҫӗ
Вунвиҫҫӗ вуниккӗ мар
Пултӑр вӑтӑр виҫҫӗ
Анчах манӑн пӗрре
Чунран саваканни
... /сӑмаххисене уйӑрса илейместӗп/
Туйра лараканни

Хӗрсен савни виҫҫӗ
Виҫҫӗ мар, вунвиҫҫӗ
Вунвиҫҫӗ вуниккӗ мар
Пултӑр вӑтӑр виҫҫӗ
Анчах манӑн пӗрре
Чунран саваканни
... /сӑмаххисене уйӑрса илейместӗп/
Туйра лараканни

MP3 форматпа

Манӑн cавни виҫҫӗ.mp3


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-02-26 12:19:05 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4590 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем